28-МӖШ УРОК
Иеговӑна тата Иисуса пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла?
Сире хитре те хаклӑ парне парнеленӗ чухне эсир хӑвӑра мӗнле туятӑр? Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ сире питӗ савӑнтарать, ҫавӑнпа эсир ҫав ҫынна парнешӗн тав тӑвасшӑн пулатӑр пуль. Иеговӑпа Иисус пире чи пысӑк парне парнеленӗ, ҫав парнепе вара нимӗн те танлашма пултараймасть. Мӗнле парне вӑл тата ҫавӑншӑн эпир пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
1. Турӑпа Христос пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн вӗсене пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Библире Иисуса ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 3:16). Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Ӗненнине пирӗн хамӑр мӗн тума шут тытнипе тата ӗҫсемпе кӑтартмалла (Иаков 2:17). Эпир хамӑр ӗненӗве сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе ҫирӗплетсе паратпӑр пулсан, Иисуспа тата унӑн Ашшӗпе, Иеговӑпа, пирӗн хушӑри туслӑх ҫирӗпленсе пырӗ. (Иоанн 14:21 вулӑр.)
2. Мӗнле ятарлӑ уяв пире Иеговӑпа Иисуса пархатарлӑ пулнине кӑтартма май парать?
Иисус вилес умӗнхи каҫ хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли тепӗр май ҫинчен каласа панӑ. Вӑл ятарлӑ уяв пуҫарса янӑ. Библире ҫавӑн пирки Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ тенӗ. Ун пирки Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ те теҫҫӗ (1 Коринф 11:20). Иисус хӑйӗн апостолӗсем тата вӗсем хыҫҫӑнхи чӑн христиансем пурте хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсемшӗн панине аса илсе тӑччӑр тенӗ. Ҫак уяв пирки Иисус акӑ мӗн каланӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче пулнипе эсир Иеговӑпа Иисуса, вӗсем пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑшӑн, пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр.
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Иеговӑпа Иисус кӑтартнӑ пысӑк юратушӑн пархатарлӑ пулнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултарнине пӗлӗр. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ мӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв пулнине пӑхса тухӑр.
3. Пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Сӑмахран, сире кам та пулин ҫӑлчӗ тейӗпӗр. Эсир ҫав ҫын сирӗншӗн мӗн тунине манса кайнӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫук пуль. Эсир ӑна тав тумалли майсем тупнӑ пулӑттӑр.
Иеговӑн ырӑлӑхне пула пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май пур. 1 Иоанн 4:8—10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Мӗншӗн Иисус панӑ парне — хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр парне?
Иеговӑпа Иисус сирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?
Иеговӑпа Иисуса пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? 2 Коринф 5:15 тата 1 Иоанн 4:11; 5:3 вулӑр. Кашни сӑвӑ йӗркине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, эпир пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
4. Иисусран тӗслӗх илӗр
Пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли тепӗр май вӑл — Иисусран тӗслӗх илесси. 1 Петр 2:21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ытларах та ытларах Иисус евӗрлӗ пулса пырас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?
Иисус ырӑ хыпар каласа пама, ыттисене пулӑшма тата Турӑ Сӑмахне юратнӑ
5. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пулӑр
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне пӗрремӗш хут мӗнле паллӑ тунине пӗлес тесе Лука 22:14, 19, 20 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне мӗнле ирттернӗ?
Ҫӑкӑр тата эрех мӗне сӑнласа параҫҫӗ? (19-мӗшпе 20-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне кашни ҫул хӑй вилнӗ кун паллӑ туччӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем Иисус мӗн тума хушнине итлесе ҫулталӑкра пӗрре Христосӑн вилӗмне аса илме пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Ҫак питӗ кирлӗ тӗлпулу ҫинчен пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне мӗнле ирттереҫҫӗ?
Ҫӑкӑрпа эрех вӗсем — символсем. Ҫӑкӑр Иисус Христосӑн ҫын пулнӑ чухнехи пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине сӑнласа парать. Вӑл ӑна пирӗншӗн панӑ. Эрех унӑн юнне сӑнласа парать
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ҫӑлӑнас тесен Иисуса ӗненмелле ҫеҫ».
Иоанн 3:16 тата Иаков 2:17 сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курса ӗненни ҫеҫ ҫителӗклӗ пулманнине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Иисус пирӗншӗн мӗн тунишӗн пархатарлӑ пулнине эпир ӑна ӗненнипе тата Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ҫӳренипе кӑтартатпӑр.
Вӗреннине аса илни
Иисуса ӗненмелле тенине мӗнле ӑнланмалла?
Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн вӗсене пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
Мӗншӗн Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пулни питӗ кирлӗ?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Христосӑн вилӗмӗ пире мӗн тума хавхалантарать?
«Иисус распоряжался своим телом так, чтобы прославлять Иегову» (9:28)
Ӗненӳ мӗн иккенне тата ӑна мӗнле кӑтартмаллине пӗлӗр.
«Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр» («Хурал башни», 2016 ҫулхи октябрь)
Пӗр хӗрарӑм Христосӑн вилӗмӗ хӑйӗншӗн мӗне пӗлтернине ӑнланса илсен, унӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнни ҫинчен вулӑр.
«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ)
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче мӗншӗн хӑш-пӗрисем ҫӑкӑр ҫинине тата эрех ӗҫнине пӗлӗр.