132-МӖШ СЫПӐК
«Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн»
МАТФЕЙ 27:45—56 МАРК 15:33—41 ЛУКА 23:44—49 ИОАНН 19:25—30
ИИСУС ЮПА ҪИНЧЕ ВИЛЕТ
ИИСУС ВИЛНӖ ЧУХНЕ ПУЛСА ИРТНӖ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ПУЛӐМСЕМ
«Улттӑмӗш сехетре», урӑхла каласан, кӑнтӑрласенче, кӗтмен ҫӗртен «пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм» пулса ларать. Вара ҫакӑ «тӑххӑрмӗш сехете ҫитиччен», урӑхла каласан, кӑнтӑрла иртнӗ виҫӗ сехете ҫитиччен тӑсӑлать (Марк 15:33). Ҫак шиклентерекен тӗттӗмлӗх хӗвел тӗттӗмленни пирки пулман, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек пулӑм ҫӗнӗ уйӑх тухнӑ чухне ҫеҫ пулать. Анчах та халӗ Пасха пырать, ҫав вӑхӑтра вара тулли уйӑх. Унсӑр пуҫне, хӗвел тӗттӗмленни темиҫе минутлӑха ҫеҫ тӑсӑлать, ҫак тӗттӗмлӗх вара чылая пырать. Апла пулсан, ҫак тӗттӗмлӗх Турӑран!
Ҫакӑ Иисусран кулакансем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Тӗттӗм тӑнӑ чухне тӑватӑ хӗрарӑм: Иисусӑн амӑшӗ, Саломия, Мария Магдалина тата Мария, кӗҫӗн Иаков апостолӑн амӑшӗ,— асап юпи патне пыраҫҫӗ.
Асап юпи патӗнче хуйхӑрса тӑракан Иисусӑн амӑшӗпе пӗрле Иоанн апостол тӑрать. Мария хӑй пӑхса ӳстернӗ ывӑлӗ юпа ҫинче асапланса ҫакӑнса тӑнине курать. Ҫакӑ Марийӑшӑн хӑйне хӗҫпе каснӑпа пӗрех (Иоанн 19:25; Лука 2:35). Иисус, калама ҫук хытӑ ыратнине пӑхмасӑрах, хӑйӗн амӑшне ырӑ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать. Вӑл пӗтӗм вӑйне пухса пуҫӗпе сулса Иоанн ҫине кӑтартать те амӑшне калать: «Акӑ Санӑн ывӑлу». Унтан Мария ҫине кӑтартса Иоана калать: «Акӑ санӑн Аннӳ!» (Иоанн 19:26, 27.)
Иисус хӑйӗн амӑшӗшӗн тӑрӑшма хӑй уйрӑмах юратакан апостолне шанса парать — ҫак вӑхӑт тӗлнелле унӑн амӑшӗ тӑлӑх арӑм пулса тӑнӑ пулмалла. Иисус хӑйӗн шӑллӗсем, Марийӑн ытти ывӑлӗсем, хальлӗхе хӑйне ӗненменнине пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн амӑшне мӗн кирлӗ, ҫав шутрах ӑна Турӑпа ҫывӑхланма мӗн кирлӗ, ҫавсем веҫех пулччӑр тесе тӑрӑшать. Питӗ чаплӑ тӗслӗх!
Тӗттӗмлӗх пӗтсе пынӑ май Иисус калать: «Ӑшӑм хыпрӗ». Ҫапла вара пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ (Иоанн 19:28; Псалом 21:16). Иисуса хӑйне Ашшӗ хӳтӗлеме пӑрахнӑ пек туйӑнать, ҫапла вара Ывӑлӗ мӗн вӗҫне ҫитиччен айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнипе пултарайманни тӗрӗсленӗ. Христос хыттӑн кӑшкӑрать: «Элои! Элои! ламма савахфани?» Ҫак сӑмахсем «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тенине пӗлтереҫҫӗ. Унта тӑракансенчен хӑш-пӗрисем ӑна тӗрӗс мар ӑнланаҫҫӗ те: «Акӑ Илияна чӗнет»,— теҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри чупса каять те йӳҫек эрех сӑхтарнӑ губкӑна хӑмӑш патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме парать. Ыттисем калаҫҫӗ: «Чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и» (Марк 15:34—36).
Иисус хыттӑн: «Пулса ҫитрӗ!» — тесе кӑшкӑрса ярать (Иоанн 19:30). Чӑнах та, вӑл хӑйне Ашшӗ ҫӗр ҫине мӗн тума янӑ, ҫавна пурне те туса ҫитернӗ. Юлашкинчен Иисус калать: «Эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп» (Лука 23:46). Иисусӑн хӑйне Иегова вилӗмрен чӗртсе тӑратасси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук, ҫавӑнпа вӑл ҫавна каланӑ хыҫҫӑн пуҫне усать те вилсе каять.
Ҫав вӑхӑтра ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренет, ҫавна пула ту хысакӗсем ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ. Ҫӗр чӗтренни питӗ хӑватлӑ пулнӑран Иерусалим ҫумӗнчи тупӑклӑхсем уҫӑлаҫҫӗ те унти вилесем ҫиеле тухса выртаҫҫӗ. Иртсе ҫӳрекенсем ҫав вилесене кураҫҫӗ те «сӑваплӑ хулана» кӗрсе мӗн курни ҫинчен каласа параҫҫӗ (Матфей 27:51—53).
Иисус вилсен, Турӑ храмӗнче Сӑваплӑ пӳлӗмпе Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗм хушшинчи пысӑк та йывӑр чаршав ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен ҫурӑлса каять. Ҫак тӗлӗнмелле пулӑм Турӑ хӑйӗн Ывӑлне вӗлерекенсем ҫине ҫилленнине тата Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме, урӑхла каласан, тӳпене, кӗмелли ҫул уҫӑлнине кӑтартса парать (Еврейсем 9:2, 3; 10:19, 20).
Паллах ӗнтӗ, ҫынсем питӗ хытӑ хӑраса ӳкеҫҫӗ. Пӑталаса вӗлернӗ ҫӗрте ӗҫсене йӗркелесе тӑракан ҫӗрпӳ ҫапла калать: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн» (Марк 15:39). Пилат суд тунӑ чухне Иисус чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнипе пулманнине пӑхса тухнӑ чухне ҫав ҫӗрпӳ унта пулнӑ пулмалла. Халӗ вара вӑл Иисус тӳрӗ ҫын тата чӑннипех Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӑнланса илет.
Ыттисем, ҫавӑн пек хӑватлӑ пулӑмсенчен тӗлӗннӗскерсем, хурланнӑран тата намӑс пулнӑран «кӑкӑрӗсене ҫапа-ҫапа» килӗсене таврӑнаҫҫӗ (Лука 23:48, ҪС). Мӗн пулса иртнине аякран сӑнаса тӑракансем хушшинче Иисус хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ хӗрарӑмсем сахал мар пулнӑ. Ҫак событисем вӗсен кӑмӑлне те питӗ вӑйлӑ хускатнӑ.