Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 131 сыпӑк, 298 с.—299 с., 3 абз.
  • Айӑпсӑр Патша юпа ҫинче асапланать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Айӑпсӑр Патша юпа ҫинче асапланать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисуса мӗншӗн юратмалла?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иисус Голгофӑра вилет
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисуса вӗлерме тытса панӑ
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ
    Библи калавӗсен кӗнеки
Ытларах пӗлӗр
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 131 сыпӑк, 298 с.—299 с., 3 абз.
Иисус хӑйӗнпе пӗрле ҫакӑнса тӑракан преступника: «Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн»,— тесе сӑмах парать

131-МӖШ СЫПӐК

Айӑпсӑр Патша юпа ҫинче асапланать

МАТФЕЙ 27:33—44 МАРК 15:22—32 ЛУКА 23:32—43 ИОАНН 19:17—24

  • ИИСУСА ЮПА ҪИНЕ ПӐТАЛАНӐ

  • ИИСУСӐН ПУҪӖ ТӐРРИНЧЕ ҪЫРСА ХУНИНЕ ПУЛА ЫТТИСЕМ МӐШКӐЛЛАМА ПУҪЛАҪҪӖ

  • ИИСУС ҪӖР ҪИНЧИ РАЙРИ ПУРНӐҪ ПИРКИ ШАНЧӐК ПАРАТЬ

Иисуса хуларан инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре илсе каяҫҫӗ. Унта ӑна тата икӗ вӑрӑ-хураха вӗлермелле. Ҫак «аякран» курӑнса тӑракан вырӑна Голгофа, е Пуҫ купташки, теҫҫӗ (Марк 15:40).

Вӗлерме приговор йышӑннӑ виҫӗ арҫыннӑн ҫиелти тумтирӗсене хывса илеҫҫӗ. Унтан вӗсене пуҫа минретекен миррӑпа тата темле йӳҫекпе хутӑштарнӑ эрех параҫҫӗ. Ыратнине пусаракан ҫак шӗвеке Иерусалим хӗрарӑмӗсем тунӑ пулмалла, римлянсем вара ӑна вӗлерме приговор йышӑннӑ ҫынсене пама чармаҫҫӗ. Анчах та Иисус ӑна тутанса пӑхсан ӗҫесшӗн пулмасть. Мӗншӗн? Ҫак чи пысӑк йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ чухне вӑл хӑйӗн пур туйӑмне те алра тытасшӑн. Вӑл тӑна ҫухатмасӑр мӗн виличчен шанчӑклӑ тӑрса юласшӑн.

Иисуса вӑйпа юпа ҫине тӑсса хураҫҫӗ (Марк 15:25). Салтаксем унӑн аллисемпе урисене пӑтасемпе ҫапса хураҫҫӗ, пӑтасем ӳте шӑтарса кӗни питӗ хытӑ ыраттарать. Юпана ҫӗклесе тӑратнӑ чухне кӗлетке аялалла туртнине пула сурансем ҫурӑлса каяҫҫӗ, ҫакӑ вара тӳсмелле мар ыраттарать. Анчах та Иисус салтаксене вӑрҫмасть, хурламасть. Вӑл кӗлтӑвать: «Эй Аттем! каҫар вӗсене: вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ» (Лука 23:34).

Римлянсен юпа ҫине преступникӑн айӑпне кӑтартакан табличка ҫакса хурас йӑла пур. Пилат ҫапла ҫырса хума хушать: «Назарет Иисусӗ, Иудея Патши». Ҫак сӑмахсене пурте вулама пултарччӑр тесе вӗсене еврейла, грекла тата латинла ҫырса хураҫҫӗ. Ҫапла Пилат вара Иисуса вӗлерме хӗтӗртсе тӑракан иудейсенчен йӗрӗннине кӑтартать. Ҫакӑнпа кӑмӑлсӑр пулнӑ пирки аслӑ священниксем: «„Иудея Патши“ тесе ан ҫыртар, „Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ“ тесе ҫыртар»,— тесе хирӗҫлеҫҫӗ. Анчах та Пилат вӗсем каллех хӑйне мӗн тумаллине кӑтартса ан тӑччӑр тесе ҫапла хуравлать: «Мӗнле ҫырнӑ, ҫаплах пултӑр» (Иоанн 19:19—22).

Ҫилленсе кайнӑ священниксем Синедрионра унччен суя свидетельсем мӗн каланине тепӗр хут калаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, иртсе пыракан ҫынсем мӑшкӑлласа пуҫӗсене сула-сула йӗкӗлтесе ҫапла калаҫҫӗ: «Э! Турӑ Ҫуртне аркатакан, ӑна виҫӗ кунра ҫӗнӗрен туса лартакан! Хӑвна Ху ҫӑл, хӗрес ҫинчен ан... Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем те Унран ҫавнашкалах мӑшкӑлласа пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Хӑйне Хӑй ҫӑлаймасть! Христос, Израиль Патши, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, эпир курар, вара ӗненӗпӗр Ӑна» (Марк 15:29—32). Иисуспа пӗрле сылтӑм енче тата сулахай енче пӑталанӑ вӑрӑ-хурахсем те унран мӑшкӑллаҫҫӗ — тӗрӗссипе вара, унта Иисус кӑна пӗр айӑпсӑр ҫын.

Тӑватӑ Рим салтакӗ те Иисусран мӑшкӑллаҫҫӗ. Тен, вӗсем йӳҫӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа халӗ вӗсем йӗкӗлтесе ҫав эрехе Иисус патне илсе пыраҫҫӗ, анчах вӑл, паллах ӗнтӗ, ун патне туртӑнса ҫитеймест. Иисусӑн пуҫӗ тӑрринче мӗн ҫырса хунине вуласа римлянсем калаҫҫӗ: «Эсӗ Иудея Патши пулсан Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ» (Лука 23:36, 37). Шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫак ҫынран — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ пулса тӑнӑскертен — халӗ мӑшкӑллаҫҫӗ тата тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Анчах вӑл — хӑйӗнчен иудейсем йӗрӗннине пӑхмасӑрах, Рим салтакӗсем тата хӑйӗнпе пӗрле ҫумри юпасем ҫине пӑталаса хунӑ преступниксем мӑшкӑлланине пӑхмасӑрах — пурне те тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерет тата никама та хӑртмасть.

Салтаксем Иисусӑн аялти тумтирӗ пирки шӑпа яраҫҫӗ

Тӑватӑ салтак Иисусӑн ҫиелти тумтирне илеҫҫӗ те тӑватӑ пая пайлаҫҫӗ, вара хӑш пайӗ кама лекессине пӗлес тесе шӑпа яраҫҫӗ. Анчах та Иисусӑн аялти тумтирӗ лайӑх йышши тумтир пулнӑ — пӗр ҫӗвӗсӗр, «ӑна ҫӳлтен пуҫласа пӗтӗмпех тӗртсе тунӑ пулнӑ». Салтаксем мӗн тумалли ҫинчен шутлаҫҫӗ: «Ӑна ҫурас мар, уншӑн шӑпа ярас — кама тухӗ». Ҫапла вара пророкла калани пурнӑҫланать. Унта каланӑ: «Манӑн тумтирӗме хӑйсем хушшинче уйӑрчӗҫ, тумтирӗмшӗн шӑпа сиктерчӗҫ» (Иоанн 19:23, 24; Псалом 21:19).

Пӗр вӑхӑт иртсен, вӑрӑ-хурахсенчен пӗри Иисус чӑннипех патша пулнине ӑнланса илет. Вӑл хӑйӗн юлташне сивлесе ҫапла калать: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и? хӑвна та вӗлерме сут тунӑ-ҫке. Пире тӳррипе айӑпланӑ: эпир хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн тивӗҫлине куратпӑр; Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». Унтан вӑл Иисуса йӑлӑнать: «Эй Ҫӳлхуҫа! Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна [«аса», ҪХ] илсем мана» (Лука 23:40—42).

Иисус хуравлать: «Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн» (Лука 23:43, ҪТ). Иисус манпа пӗрле «Патшалӑхра» мар, «райра» пулӑн тенӗ. Апла пулсан, ҫакӑн пек сӑмах пани Иисус хӑйӗн апостолӗсене хӑйӗнпе пӗрле Патшалӑхра престолсем ҫине ларӗҫ тесе сӑмах панинчен уйрӑлса тӑрать (Матфей 19:28; Лука 22:29, 30). Анчах та ҫав преступник, иудей, ҫӗр ҫинчи рай ҫинчен илтнӗ пулмалла. Ҫав райра вара, Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, Адампа Ева тата вӗсен ӑрӑвӗ пурӑнмалла пулнӑ. Ҫапла вара ҫак вӑрӑ-хурах вилес умӗн шанчӑк илет.

  • Иисуса эрех ӗҫме сӗнсен, мӗншӗн вӑл ӗҫесшӗн пулмасть?

  • Иисусӑн пуҫӗ тӑрринче мӗн ҫырса хураҫҫӗ тата ҫакна курсан иудейсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

  • Иисусӑн тумтирӗпе мӗн тӑваҫҫӗ тата ҫакӑнпа мӗнле пророкла сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ?

  • Иисус преступниксенчен пӗрне мӗнле шанчӑк парать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр