Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 37 сыпӑк, 94 с.—95 с., 1 абз.
  • Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ!
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 37 сыпӑк, 94 с.—95 с., 1 абз.
Иисуспа унӑн апостолӗсем виле пытарма каякан ҫынсене тӗл пулаҫҫӗ: тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне пытараҫҫӗ

37-МӖШ СЫПӐК

Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет

ЛУКА 7:11—17

  • НАИН ХУЛИНЧЕ ҪАМРӐКА ВИЛӖМРЕН ЧӖРТНИ

Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳн тарҫине сыватнӑ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен Иисус Капернаумран тухать те кӑнтӑр-хӗвеланӑҫалла 32 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Наин хулине ҫул тытать. Вӑл пӗччен мар. Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пырать. Вӗсем хула патне каҫ еннелле ҫитеҫҫӗ пулмалла. Вӗсене хирӗҫ ҫынна пытарма тухнӑ халӑх пырать. Иудейсем вилнӗ ҫамрӑк ҫынна пытарма хула хапхинчен йӑтса тухаҫҫӗ.

Пуринчен ытла ҫав ҫамрӑкӑн амӑшӗ хуйхӑрать. Вӑл — тӑлӑх арӑм, ку вилнӗ ҫамрӑк вара унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ. Упӑшки вилсен унӑн, сахалтан та, юратнӑ ывӑлӗ юлнӑ. Вӑл ывӑлне мӗнле хаклама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗт вӑл уншӑн шанчӑклӑ тӗрек пулнӑ тата хӑйӗн пуласлӑхне те унпа ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ вара вӑл та вилнӗ. Унпа халӗ кам шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларӗ-ши, кам пулӑшса тӑрӗ-ши?

Иисус ҫав хӗрарӑма курсан, унӑн хуйхи Иисусӑн чӗрине пырса тивет. Ыррӑн, ҫав вӑхӑтрах тӗрек кӳрекен сасӑпа вӑл калать: «Ан йӗр». Анчах Иисус ҫакна ҫеҫ тумасть. Вӑл вилнӗ ҫын выртакан наҫилкка патне пырать те ӑна сӗртӗнет (Лука 7:13, 14). Иисус хӑйне мӗнле тытни хуйхӑракан хула ҫыннисене тӗлӗнтерет, вара виле пытарма каякан халӑх чарӑнса тӑрать. Ҫынсем аптраса тӑраҫҫӗ: мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек каларӗ тата вӑл мӗн тӑвасшӑн?

Иисус вилӗмрен чӗрӗлнӗ ҫамрӑка амӑшне парать; ҫынсем тӗлӗнеҫҫӗ

Иисуспа килнисем мӗн шутлаҫҫӗ? Вӑл чирлисене нумайӑшне сыватнӑ чухне вӗсем унӑн хӑватлӑ ӗҫӗсене курса тӑнӑ. Анчах та вӗсем Иисус кама та пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратнине нихӑҫан та курман пулмалла. Ӗлӗк вилнисене чӗртсе тӑратни пулнӑ пулин те, Иисус ҫавна тума пултарать-ши? (3 Патшасен 17:17—23; 4 Патшасен 4:32—37.) Иисус хушать: «Ачам, сана калатӑп — тӑр!» (Лука 7:14.) Шӑп ҫавӑн пек пулса тухать те. Ҫамрӑк наҫилкка ҫине ларать те калаҫма пуҫлать. Иисус ӑна шалт тӗлӗннӗ тата калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнакан амӑшне парать. Халӗ ӗнтӗ вӑл пӗччен мар.

Ҫынсем вилнӗ ҫамрӑк чӑннипех чӗрӗлсе тӑнине курсан Пурнӑҫ Паракана, Иеговӑна, мухтаса ҫапла калаҫҫӗ: «Пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ». Теприсем Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫӗн пӗлтерӗшне ӑнланнипе: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ»,— тесе калаҫҫӗ (Лука 7:16). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен пӗтӗм тавралӑха хыпар сарӑлать. Тен, ҫак хыпар Иисусӑн тӑван хулине — Наинран 10 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Назарета ҫитет. Ҫакӑн ҫинчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Иудейӑра та илтеҫҫӗ.

Шыва кӗртекен Иоанн халӗ те тӗрмере ларать, вӑл вара Иисус мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен питӗ пӗлесшӗн. Иоанӑн вӗренекенӗсем ӑна Иисус тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫакна вӑл мӗнле йышӑнать?

  • Иисус Наин хули патне ҫывхарсан, мӗн пулса иртет?

  • Иисус ҫине хӑй мӗн курни мӗнле витӗм кӳрет, вара вӑл мӗн тӑвать?

  • Иисус тӑвакан ӗҫсем ҫине ҫынсем мӗнле пӑхаҫҫӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр