Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 36 сыпӑк, 92 с.—93 с., 7 абз.
  • Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 36 сыпӑк, 92 с.—93 с., 7 абз.
Ҫӗрпӳ хӑйӗн йывӑр чирпе чирлекен тарҫи ҫине пӑхать; хыҫалти ӳкерчӗкре иудейсен старейшинисем Иисуспа калаҫаҫҫӗ

36-МӖШ СЫПӐК

Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать

МАТФЕЙ 8:5—13 ЛУКА 7:1—10

  • ҪӖРПӲН ТАРҪИНЕ СЫВАТНӐ

  • ӖНЕННИНЕ КӐТАРТАКАНСЕНЕ ПИЛЛӖҪ

Иудейсен старейшинисем Иисуспа калаҫаҫҫӗ

Ту ҫинче каланӑ проповедь хыҫҫӑн Иисус Капернаума каять. Ҫав хулара ун патне иудейсен аслӑ ҫыннисем, е старейшинисем, пыраҫҫӗ. Вӗсене урӑх халӑх ҫынни — Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳ янӑ.

Ҫав ҫӗрпӳн хаклӑ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ. Ҫӗрпӳ урӑх халӑх ҫынни пулнӑ пулин те, вӑл Иисусран пулӑшу ыйтать. Иудейсем Иисуса ҫав ҫыннӑн «шалкӑм ҫапнӑ» тарҫи килте выртать тата «ытла та асапланать» тесе калаҫҫӗ (Матфей 8:6). Иудейсен старейшинисем ҫав ҫын пулӑшу илме тивӗҫлӗ пулнине Иисуса ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: «Вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын: вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ» (Лука 7:4, 5).

Иисус ҫӗрпӳн ҫурчӗ патне ҫитеспе ҫӗрпӳн тусӗсем ӑна тӗл пулма тухаҫҫӗ

Иисус старейшинӑсемпе пӗрле кайма шут тытать. Ҫӗрпӳн ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ хӑйӗн тусӗсене ҫапла калама ярать: «Ан чӑрмансамах, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; ҫавӑнпах, тивӗҫлӗ маррине пулах, Сан патна хам пымарӑм» (Лука 7:6, 7). Приказсем пама хӑнӑхнӑ ҫын хӑйне мӗн тери кӗҫӗне хурать! Унӑн сӑмахӗсенче вӑл хӑйсене чурасемпе хаяррӑн тытакан ытти римлянсенчен питӗ уйрӑлса тӑни курӑнать (Матфей 8:9).

Иудейсем урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑннине ҫӗрпӳ пӗлет паллах (Апостолсен ӗҫӗсем 10:28). Тен, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑйӗн тусӗсем урлӑ Иисуса ҫапла тархаслать: «Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ» (Лука 7:7).

Ҫакӑ Иисуса тӗлӗнтерсе ярать, вара вӑл ҫакна палӑртать: «Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ» (Лука 7:9). Ҫӗрпӳн ҫуртне таврӑнсан унӑн тусӗсем йывӑр чирпе выртакан тарҫи сывах пулнине кураҫҫӗ.

Ҫӗрпӳн тарҫине сыватнӑ хыҫҫӑн Иисус ҫак тӗслӗхпе усӑ курса иудей халӑхӗ шутне кӗмен ҫынсем ӗненнине кӑтартнипе пиллӗхсем илӗҫ тесе палӑртать. Вӑл калать: «Тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ». Шанчӑклӑ мар иудейсем пирки мӗн калама пулать? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсене «тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ» (Матфей 8:11, 12).

Эппин, иудейсене — Христоспа пӗрле Патшалӑха кӗме чи малтан сӗннӗ, анчах та ҫав майпа усӑ курасшӑн пулман иудейсене — сирсе ярӗҫ. Урӑх халӑх ҫыннисене вара, сӑнарлӑ каласан, «Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине» ларма май парӗҫ.

  • Мӗншӗн иудейсем урӑх халӑх ҫыннине, Рим ҫарӗн ҫӗрпӳне, пулӑшу пама тархаслаҫҫӗ?

  • Ҫӗрпӳ Иисуса хӑйӗн ҫуртне мӗншӗн кӗме ыйтманнине мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

  • Иисус урӑх халӑх ҫыннисем валли уҫӑлнӑ мӗнле май ҫине тимлеттерет?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр