Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 6 с.—7 с., 8 абз.
  • Ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Подзаголовоксем
  • МӖНШӖН ТӐВАТӐ ЕВАНГЕЛИ КИРЛӖ ПУЛНӐ?
  • ҪУЛ, ЧӐНЛӐХ ТАТА ПУРНӐҪ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 6 с.—7 с., 8 абз.
Иисуспа 11 шанчӑклӑ апостол

Ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ

Лайӑх хыпар кама савӑнтармӗ пуль? Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннусене пӗр хыпар савӑнтаратех пуль тетпӗр.

Ҫав ырӑ хыпар Библире — Ҫут тӗнчене Тӑвакан, Иегова Турӑ, ирӗкӗпе нумай ҫул каялла ҫырса хунӑ кӗнекере пур. Ҫак публикацире эпир Библире каланӑ тӑватӑ кӗнекене тӗплӗн пӑхса тухӑпӑр, вӗсенче вара пирӗн валли кашнин валли чаплӑ хыпар ҫырса хунӑ. Ҫав кӗнекесене вӗсене ҫыракансен — Матфей, Марк, Лука тата Иоанн — ятне панӑ.

Вӗсене тӑватӑ Евангели теҫҫӗ. Вӗсенче кашнинче Иисус ҫинчен калакан ырӑ хыпар пур. Иисус урлӑ вара Турӑ ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ҫавӑн пекех Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май вӑл хӑйне ӗненекенсене нихҫан пӗтми пиллӗхсем парать (Марк 10:17, 30; 13:13).

МӖНШӖН ТӐВАТӐ ЕВАНГЕЛИ КИРЛӖ ПУЛНӐ?

Тен, эсир мӗншӗн Турӑ Иисусӑн пурнӑҫӗпе вӗрентӗвӗсем ҫинчен тӑватӑ калав ҫырма хавхалантарнӑ тесе шухӑшласа та пӑхнӑ пуль.

Иисус мӗн тунипе мӗн калани ҫинчен темиҫе калав ҫырса пани нумай енчен усӑ парать. Сӑмахран, чаплӑ вӗрентекен ҫумӗнче ӑна тӑватӑ ҫын итлесе тӑрать тейӗпӗр. Ун умӗнче тӑраканни налук кантурӗн хуҫи. Сылтӑм енче тӑраканни тухтӑр. Сулахай енче пулӑҫ тӑрать, ҫитменнине тата вӑл вӗрентекенӗн ҫывӑх тусӗ. Тӑваттӑмӗшӗ вара, ыттисенчен чи ҫамрӑкки, пурне те хыҫалтан сӑнаса тӑрать. Ҫавсем тӑваттӑшӗ те тӳрӗ ҫынсем, вӗсенчен кашнийӗ вара хӑйӗншӗн мӗн кирлӗ пек туйӑнать, ҫавсене палӑртса хурать. Вӗсем пурте вӗрентекен мӗн каланипе мӗн тунине ҫырса хучӗҫ пулсан, вӗсен калавӗсенче хӑш-пӗр ӗҫсемпе событисем ҫинчен тӗрлӗрен каланӑ пулӗччӗ. Ҫав тӑватӑ калава тимлӗн вуланӑ чухне ҫав ҫыравҫӑсенчен кашнийӗ мӗнле шухӑшпа тата мӗнле тӗллевпе ҫырнине шута илетпӗр пулсан, эпир вӗрентекен мӗн каланипе мӗн туни ҫинчен туллин пӗлсе ҫитӗпӗр. Ҫак тӗслӗх Аслӑ Вӗрентекенӗн, Иисусӑн, пурнӑҫӗ ҫинчен калакан тӑватӑ калав пурри пире мӗнле усӑ пама пултарнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.

Ҫав тӗслӗхе пӑхса тухнӑ май ҫакна палӑртма пулать: налук пухакан хӑйӗн калавне, тӗпрен илсен, иудейсем валли ҫырать, ҫавӑнпа вӑл хӑш-пӗр вӗрентӳсене е событисене вӗсене ӑнланмалла ҫырса парать. Тухтӑр чирлисене, уксах-чӑлахсене сыватни ҫине тимлеттерет, ҫавӑнпа вӑл налук пухакан палӑртнӑ хӑш-пӗр япаласем ҫинчен каламасӑр хӑварать е вӗсене урӑх йӗркепе каласа парать. Ҫывӑх тусӗ хӑйӗн вӗрентекенӗн туйӑмӗсемпе лайӑх енӗсем ҫине тимлеттерет. Ҫамрӑк ҫыннӑн калавӗ вара кӗскерех. Ҫав-ҫавах вӗсен кашнин калавӗ тӗрӗс. Ҫакӑ Иисусӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паракан тӑватӑ калав пире вӑл мӗн тунине, мӗне вӗрентнине тата вӑл мӗнлерех ҫын пулнине мӗнле майпа тарӑнрах ӑнланма пулӑшнине питӗ лайӑх уҫса парать.

Ҫынсем Матфей ҫырнӑ Евангели е Иоанн ҫырнӑ Евангели теме пултараҫҫӗ. Ку тӗрӗс, мӗншӗн тесен кашни калавӗнче «Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели [«Ырӑ Хыпар», ҪХ]» пур (Марк 1:1). Анчах та пӗтӗмӗшле илсен, Иисус ҫинчен калакан пӗр евангели кӑна, е пӗр ырӑ хыпар ҫеҫ, пур — ӑна эпир ҫав тӑватӑ калавра тупатпӑр.

Турӑ Сӑмахне тӗпчекенсем нумайӑшӗ Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ кӗнекесенче каланӑ событисемпе фактсене танлаштарнӑ та пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗн ҫыхӑнтарнӑ. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 170 ҫулсенче пулас, Сири ҫыравҫи Татиан ҫавна тума тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫав тӑватӑ кӗнеке тӗрӗс тата вӗсене Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа вӑл «Диатессарон» — Иисусӑн пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫне йӗркипе ҫырса панӑ ӗҫ — туса хатӗрленӗ.

«Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ» ятлӑ кӗнеке те ҫавӑн евӗрлех, анчах вӑл тӗрӗсрех те туллирех. Мӗншӗн тесен Иисус пророкла каланисенчен чылайӑшӗ пурнӑҫланни ҫинчен тата вӑл илсе панӑ тӗслӗхсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен эпир халӗ нумайрах пӗлетпӗр. Ҫавна пула эпир вӑл мӗн тунипе мӗн каланине, ҫавӑн пекех событисем мӗнле йӗркепе пулса иртнине лайӑхрах ӑнланатпӑр. Археологсем тупнӑ япаласем хӑш-пӗр вак-тӗвеке тата евангелистсем мӗншӗн апла е капла ҫырнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ӗҫсем ҫакӑн пек йӗркепе пулса пынӑ, урӑхла пулман тесе татӑклӑн калама май ҫук. Анчах «Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ» кӗнекере событисене мӗнле йӗркепе ҫырса пани вырӑнлӑ пек тата килӗшӳллӗ пек туйӑнать.

ҪУЛ, ЧӐНЛӐХ ТАТА ПУРНӐҪ

Ҫак кӗнекене вуланӑ чухне хӑвӑршӑн тата хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗп шухӑша асра тытӑр. Иисус Христос хӑйӗн Фома апостолне мӗн каланине аса илер: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те [«пурнӑҫ та», ҪТ]; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6).

Ҫак публикаци сире Иисус чӑннипех «ҫул» пулнине ӑнланса илме пулӑшӗ. Ун урлӑ кӑна эпир Иегова Турра кӗлтума тата Турӑпа мирлешме пултаратпӑр (Иоанн 16:23; Рим 5:8). Иисуса пула кӑна Турӑпа пирӗн хушӑра лайӑх хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ.

Иисус — «чӑнлӑх». Вӑл чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ калаҫнӑ, пурӑннӑ. Чӑнлӑх унра палӑрса тӑнӑ теме пулать. Вӑл пророкла сӑмахсене нумайӑшне пурнӑҫланӑ, ҫав сӑмахсем вара «Христос урлӑ пурӑнӑҫланса... „ҫапла“» пулса тӑнӑ (2 Коринф 1:20; Иоанн 1:14). Ҫав пророкла каланисем пире Туррӑн тӗллевӗнче Иисус Христосӑн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк пулнине курма пулӑшаҫҫӗ (Ӳлӗмхине 19:10).

Ҫавӑн пекех Иисус Христос вӑл — «пурнӑҫ». Вӑл хӑйӗн юнне тӑкса тата пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парса пире тӳлесе илнӗ, ҫавна пула эпир «чӑн пурнӑҫ», урӑхла каласан, «ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» илме пултаратпӑр (1 Тимофей 6:12, 19, ҪТ; Эфес 1:7, ҪХ; 1 Иоанн 1:7). Вӑл миллион-миллион вилнӗ ҫыншӑн та «пурнӑҫ» пулса тӑрӗ, мӗншӗн тесен вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ, вара вӗсем валли ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫӑлӗ (Иоанн 5:28, 29).

Туррӑн тӗллевӗнче Иисусӑн пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулнине пирӗн ӑнланмалла тата ҫавна хакламалла. Иисус — «ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ», апла пулсан, ун ҫинчен пӗлсе пыни сире савӑнӑҫ парса тӑтӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр