Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • hf 4 пайӗ, 12—14 с.
  • Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?
  • Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • 1. ШУХӐШЛАСА ХУРӐР
  • 2. ТӲРӖ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР
  • Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
hf 4 пайӗ, 12—14 с.
Упӑшкипе арӑмӗ укҫана мӗнле тӑкакламаллине шутласа хураҫҫӗ

4-МӖШ ПАЙӖ

Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?

«Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет» (Ытарӑшсем 20:18).

Ҫемьене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерме укҫа кирлӗ (Ытарӑшсем 30:8). Библире каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ хӳтлӗх парать (Екклесиаст 7:12). Мӑшӑрсене укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма йывӑр пулма пултарать, апла пулин те ҫемьере укҫа-тенкӗ пирки хирӗҫесси пулмалла мар (Эфес 4:32). Упӑшкипе арӑмӗн укҫана мӗнле тӑкакласси ҫинчен калаҫнӑ чухне пӗр-пӗрне шанмалла тата пӗр-пӗрин шухӑшӗсене шута илмелле.

1. ШУХӐШЛАСА ХУРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?» (Лука 14:28.) Укҫана мӗнле тӑкакласси пирки сирӗн йышӑну пӗрле тумалла (Амос 3:3). Хӑвӑра чӑннипе мӗн кирлине тата хӑвӑр мӗн чухлӗ тӑкаклама пултарнине палӑртса хурӑр (Ытарӑшсем 31:16). Укҫа пулнӑран ҫеҫ мӗн те пулин туянма кирлӗ мар. Кивҫене кӗрес мар тесе тӑрӑшӑр. Хӑвӑрӑн укҫа-тенке кура пурӑнӑр (Ытарӑшсем 21:5; 22:7).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Уйӑх вӗҫӗнче укҫа юлчӗ пулсан, унпа мӗн тӑвасси пирки пӗрле шутлӑр

  • Хӑвӑр палӑртса хунинчен ытларах тӑкакларӑр пулсан, тӑкаксене мӗнле пӗчӗклетмелли пирки шухӑшлӑр. Тӗслӗхрен, лавккаран ҫурма фабрикатсем илес вырӑнне апат-ҫимӗҫе килте хатӗрлеме пулать, ҫакӑ йӳнӗрех ларӗ, тен

Упӑшкипе арӑмӗ мӗн-мӗн илмелли ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ

2. ТӲРӖ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Иегова умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те яланах «чӑннине» каламалла (Эфес 4:25). Хӑвӑр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тата мӗн чухлӗ тӑкакланине мӑшӑртан ан пытарӑр.

Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк йышӑнусене тӑвас умӗн яланах мӑшӑрпа канашлӑр (Ытарӑшсем 13:10). Укҫа пирки уҫҫӑн калаҫни упӑшкипе арӑмне килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Хӑвӑрӑн ӗҫ укҫи пирки манӑн укҫа тесе мар, ҫемье укҫи тесе шутлӑр (1 Тимофей 5:8).

Япала туяннӑ чухне упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе канашлаҫҫӗ

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Сирӗнтен кашни хӑй тӗллӗн мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклама пултарассине палӑртӑр

  • Укҫа-тенкӗ ҫинчен калаҫма йывӑрлӑхсем сиксе тухасса кӗтмелле мар

УКҪА-ТЕНКӖ МӖНЛЕ ВЫРӐН ЙЫШӐНМАЛЛА?

Укҫа-тенкӗ кирлӗ пулсан та, ӑна хӑвӑра хирӗҫтерсе ярса ҫемьене аркатма е ним ҫук ҫӗртенех хӑвӑра пӑшӑрхантарма ан парӑр (Матфей 6:25—34). Савӑнса пурӑнмашкӑн нумай укҫа кирлӗ мар. Библире: «Пуянлӑха хапсӑнасран сыхланӑр»,— тенӗ (Лука 12:15). Укҫа парса илмелли япаласенчен пӗри те хакӗпе мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа танлашаймасть. Ҫавӑнпа хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахӑр, Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем чи кирли пулнине яланах асра тытӑр. Ҫапла тусан сирӗн ҫемье телейлӗ пулӗ, Иегова сире пиллесех тӑрӗ (Еврейсем 13:5).

ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР...

  • Кивҫене кӗрес мар тесен пирӗн ҫемье мӗн тума пултарать?

  • Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене эпир мӑшӑрпа юлашки хут хӑҫан уҫҫӑн сӳтсе яврӑмӑр?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр