Тупмалли
Иегова Свидетелӗсем
ХАЛӐХ
1—4-мӗш уроксем
Иегова Свидетелӗсем 240 ҫӗршывпа территорире пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хушшинче тӗрлӗ халӑхран тата тӗрлӗ культурӑран тухнӑ ҫынсем пур. Ҫак ҫынсене мӗн пӗрлештерет? Иегова Свидетелӗсем камсем вӗсем?
ПИРӖН ӖҪ-ХӖЛ
5—14-мӗш уроксем
Эпир ырӑ хыпар сарнине пӗтӗм тӗнчипе лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эпир Библи вӗренме тата Турра пуҫҫапма Турӑ Патшалӑхӗн залӗсенче пуҫтарӑнатпӑр. Пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ тата тӗлпулусене кам пыма пултарать?
ПИРӖН ОРГАНИЗАЦИ
15—28-мӗш уроксем
Вӑл коммерципе ҫыхӑнман пӗтӗм тӗнчери тӗн организацийӗ, ҫав организацире тӑракансем Турӑшӑн хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Ҫак организаци мӗнле йӗркепе ӗҫлесе тӑрать? Ертсе пырас ӗҫе камсем туса тӑраҫҫӗ тата тӑкаксене саплаштарма укҫа-тенкӗ ӑҫтан тупаҫҫӗ? Паян Туррӑн ирӗкне чӑннипех те ҫак ҫынсем туса тӑраҫҫӗ-и?