Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lc 11—17 с.
  • Ҫакна кам шутласа кӑларнӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫакна кам шутласа кӑларнӑ?
  • Пурнӑҫа пултарнӑ-и?
  • Подзаголовоксем
  • Кит ишкӗчӗ
  • Чайка ҫуначӗ
  • Чайка ури
  • Ҫакӑншӑн кам мухтава тивӗҫлӗ?
  • Пӗтӗмлетӳ
Пурнӑҫа пултарнӑ-и?
lc 11—17 с.

Ҫакна кам шутласа кӑларнӑ?

Юлашки вӑхӑтра ученӑйсемпе инженерсем чӑннипех те ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсенчен вӗренме пуҫланӑ (Иов 12:7, 8). Вӗсем ҫӗнӗ япаласем тӑвас е пуррине лайӑхлатас тесе ҫут ҫанталӑкри тӗрлӗ чӗр чунӑн тата ӳсен-тӑранӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ те вӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак инженери пайне биомиметика теҫҫӗ. Малалла илсе панӑ тӗслӗхсене пӑхса тухнӑ май, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ҫак тӗлӗнмелле конструкцисем пурришӗн чӑннипе кам мухтава тивӗҫлӗ?

Кит ишкӗчӗ

Самолет тӑвакан конструкторсем курпунлӑ китран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Ҫитӗнсе ҫитнӗ кит 30 тоннӑна яхӑн таять — пит йывӑр тиесе хунӑ машина чухлех. Кит кӗлетки ҫителӗклӗ таран хытӑ, ишкӗчӗсем пысӑк ҫунатсем евӗр. Анчах та ҫак 12 метр вӑрӑмӑш улӑп шывра тӗлӗнмелле йӑрӑ ишсе ҫӳрет.

Ҫак авкаланма пултарайман пек курӑнакан чӗр чун мӗнле майпа пӗр енчен тепӗр енне вӑр-вар ишме пултарни ученӑйсене пуринчен ытла интереслентернӗ. Вӗсем вӑрттӑнлӑхӗ китӑн ишкӗчӗсенче пулнине асӑрханӑ. Кит ишкӗчӗн малти пайӗ самолет ҫуначӗ пек яка мар, вӑл кӑтрашка тата унта мӑкӑрӑлса тӑракан темиҫе рет пур.

Кит шывра хӑвӑрттӑн ишнӗ чухне ҫак мӑкӑрӑлчӑксем ӑна ҫӳлелле ҫӑмӑллӑнах ишсе хӑпарма пулӑшаҫҫӗ тата шывӗ те сахалтарах чӑрмантарать. Мӗнле майпа? Ҫут ҫанталӑк ҫинчен калакан пӗр журналта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кит ҫӳлелле тӳррӗн тенӗ пекех ишсе хӑпарнӑ чухне те шыв юхӑмӗ, мӑкӑрӑлчӑксене пула, унӑн ишкӗчӗсем ҫийӗпе пӗрпек, тикӗс юхса иртет (Natural History)10.

Ҫут ҫанталӑкри тӗлӗнмелле ӗҫсен патенчӗн хуҫи кам?

Ҫакна пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курма пулать? Кит ишкӗчне тӗпе хурса тунӑ самолетсен ҫуначӗсем валли сывлӑш юхӑмне кирлӗ пек яма пулӑшакан тӗрлӗ хатӗр сахалрах кирлӗ пулать. Ҫакӑн пек ҫунатсем шанчӑклӑрах пулаҫҫӗ, вӗсене пӑхса-юсаса тӑма та ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ. Кӗҫех «курпунлӑ кит ишкӗчӗсем ҫинчи пек мӑкӑрӑлчӑксем кашни самолет ҫинче пулӗҫ» тесе шутлать Джон Лонг, биомеханика енӗпе ӗҫлекен специалист11.

Чайка ҫуначӗ

Самолетсен ҫунаттисене кайӑк ҫуначӗ евӗрлӗ тунине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та нумаях пулмасть инженерсем самолет ҫунаттисене кайӑкӑнни пекех тӑвас енчен пысӑк утӑмсем тунӑ. «Нью сайентист» журналта каланӑ тӑрӑх, «Флорида университетӗнчи конструкторсем механизмсемпе усӑ курса аякран тытса пымалли самолет моделӗ тунӑ, вӑл чайка пекех ярӑнса вӗҫме, чул пек вӑркӑнса анма тата ҫӳлелле хӑвӑрт вӗҫсе хӑпарма пултарать»12.

Ҫунаттисене чавсапа хулпуҫҫи сыпписем тӗлӗнче хуҫлатнине пула чайка питӗ вӑр-вар вӗҫет. Ҫавӑн пек хуҫланакан ҫунат тӗслӗхӗпе усӑ курса инженерсем «60 сантиметрлӑ самолет моделӗ ҫине унӑн ҫуначӗсен хусканӑвне йӗркелекен тимӗр тӗнӗлсемпе ҫыхӑнтарнӑ пӗчӗк мотор лартнӑ» тенӗ «Нью сайентист» журналта. Ҫунатсене ҫавнашкал ӑсталаса туни пӗчӗк самолета ҫӳллӗ ҫуртсем хушшипе кукӑр-макӑр, вӑрт-варт пӑркаланса вӗҫме май парать. Хӑш-пӗр ҫар ҫыннисем пысӑк хуласенче хими тата биологи хӗҫ-пӑшалне шыраса тупас тесе ҫакӑн пек самолет туса кӑларасшӑн.

Чайка ури

Чайка пӑр ҫинче тӑнӑ чухне те шӑнмасть. Мӗне пула? Сивӗ ҫӗрте пурӑнакан хӑш-пӗр чӗр чунсен пӗр уйрӑмлӑхне пула.

Ӑшӑ, куҫса тӑнӑран, кӗлеткерех юлать. Ура лаппинче сивӗ упранать

Ҫав уйрӑмлӑх вӑл — хире-хирӗҫ юхакан шӗвексем пӗр-пӗрне хӑйӗн ӑшшине пама пултарни. Ҫакна ӑнланас тесе ҫума-ҫумӑн выртакан икӗ пӑрӑх тӑрӑх шыв юхни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Пӗр пӑрӑхӗнче вӗри шыв юхать, тепринче — сивви. Сивӗ шывӗ те, вӗри шывӗ те пӗр еннелле юхаҫҫӗ пулсан, ӑшӑ шыв хӑйӗн ӑшшине ҫурри майлӑ кӑна парать. Анчах ӑшӑ шывпа сивӗ шыв хире-хирӗҫ юхаҫҫӗ пулсан, ӑшӑ шыв хӑйӗн ӑшшине 100 процента яхӑн парать.

Чайка пӑр ҫинче тӑнӑ чухне ӑшӑ юн ура лаппинчен килекен сивӗ юна хӑйӗн ӑшшине парать. Ҫапла вара кайӑк кӗлетки сивӗнмест, ӑшши те ура лаппинчен тухса каймасть. Инженер-механик тата авиаци инженерӗ Артур Фраас ҫак системӑна «ӑшӑ парса тӑракан чи паха системӑсенчен пӗри» тенӗ13. Вӑл ҫав тери паха пулнӑран инженерсем унпа усӑ кураҫҫӗ.

Ҫакӑншӑн кам мухтава тивӗҫлӗ?

Автомобиль конструкторӗсем кузовок пуллӑн тӗлӗнмелле яка, ҫирӗп кӗлетки евӗрлӗ автомобиль тӑваҫҫӗ

Хальхи вӑхӑтра аэронавтика енӗпе ӗҫлекен тата космоса тӗпчекен наци управленийӗ (NASA) скорпион евӗрлӗ утакан нумай ураллӑ робот туса кӑларас тесе ӗҫлет, Финляндири инженерсем вара ултӑ ураллӑ трактор шутласа кӑларнӑ, вӑл, питӗ пысӑк хурт-кӑпшанкӑ пекех, пысӑк чӑрмавсем урлӑ утса каҫма пултарать. Ытти тӗпчевҫӗсем хыр йӗкелӗн хуппи евӗрлӗ уҫӑлма та, хупӑнма та пултаракан питӗ пӗчӗк клапансенчен тӑракан пир-авӑр материалне туса кӑларнӑ. Уҫӑлассипе хупӑнасси вара ҫын температуринчен килет. Автомобиль туса кӑларакансем пӗр пуллӑн (кузовок) тӗлӗнмелле яка кӗлеткине аса илтерекен машина туса кӑларас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Ытти специалистсем бронежилет валли ҫӑмӑлтарах тата ҫирӗпрех материал туса кӑлармашкӑн моллюскӑн (морское ушко) хӑй ҫине пырса ҫапӑнакан япаласен вӑйне чакаракан енӗсене тӗпчеҫҫӗ.

Дельфин эхолокацийӗ ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ эхолокаторсенчен ирттерет

Ҫут ҫанталӑкран нумай усӑллӑ япалана вӗренме май пулнӑран ученӑйсем чӗрӗ ҫут ҫанталӑк паракан шухӑшсене каталога пухса хунӑ. «Экономист» журналта каланӑ тӑрӑх, инженерсем «мӗнле те пулин япала шутласа кӑларассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене татса парас тесе, ҫав каталога пӑхса, кирлӗ шухӑшсем шыраса тупма пултараҫҫӗ. Ҫав каталогри чӗрӗ ҫут ҫанталӑкран илнӗ шухӑшсене «биологи патенчӗ» теҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех патент хуҫи — пӗр ҫын е мӗнле те пулин компани, вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ шухӑшӗ е мӗн те пулин шутласа кӑларни ҫинчен ыттисене законлӑ йӗркепе пӗлтереҫҫӗ. Биологи патенчӗсен каталогӗ пирки «Экономист» журналта акӑ мӗн каланӑ: «Биомиметика ыйтусене ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа татса панине «биологи патенчӗ» тенипе ученӑйсем вара, чӑннипе каласан, ҫут ҫанталӑк — патент хуҫи пулнипе килӗшнӗ»14.

Ученӑйсем моллюскӑн (морское ушко) хӑй ҫине пырса ҫапӑнакан япаласен вӑйне чакаракан енӗсене тӗпчеҫҫӗ

Мӗнле майпа-ха ҫут ҫанталӑкӑн ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӑста шухӑшсем ҫуралнӑ? Ученӑйсенчен нумайӑшӗ ҫут ҫанталӑкри тӗлӗнтермӗшсем пурте миллион ҫул хушшинче эволюцие пула пулса кайнӑ теҫҫӗ. Анчах та ученӑйсем хушшинче пачах урӑхла шухӑшлакансем те пур. 2005 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ «Нью-Йорк таймс» хаҫатра Майкл Бихи микробиолог акӑ ҫапла ҫырнӑ: «Шухӑшласа туни [ҫут ҫанталӑкра] уҫҫӑн курӑнса тӑни пире тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ӗнентерӳллӗ калама май парать: мӗн те пулин кӑвакал пек курӑнать, утать тата нартлатать пулсан, ҫакна хирӗҫ нимех те калама ҫук пулсан, эпир тӳрех ку — кӑвакал тетпӗр». Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? «Мӗне те пулин тӗплӗн шухӑшласа туни ҫав тери уҫҫӑн курӑнса тӑнӑран кӑна ӑна тӑваканӗ ҫук тесе калама юрамасть»,— тет Бихи15.

Геккон ятлӑ калта молекулӑсен пӗр-пӗрин патне туртакан вӑйне пула стена тӑрӑх хӑпарма та, яка мачча тӑрӑх утма та пултарать

Шанчӑклӑрах та лайӑхрах самолет ҫуначӗ шутласа кӑларнӑ инженер хӑй ӗҫӗшӗн мухтава тивӗҫлӗ. Суран ҫыхмалли нумай тӗлӗшрен усӑллӑ материал, тумтир ҫӗлеме лайӑхрах пусма е перекетлӗрех ӗҫлекен двигатель туса кӑларакан та ӗҫӗсене ырласа йышӑннине тивӗҫлӗ. Анчах та автор прависене пӑсса ҫын шухӑшӗпе е ӗҫӗпе вӑрттӑн усӑ курса мӗн те пулин туса кӑларакан закона пӑсакан тата преступник шутланать.

Ҫакӑн пек фактсем ҫинчен тата шухӑшласа пӑхар-ха: пысӑк квалификациллӗ специалистсем инженери енӗпе кӑткӑс ыйтусене татса парас тесе ҫут ҫанталӑкри тӗлӗнмелле ӑста тунӑ япаласенчен вӗренеҫҫӗ. Ҫапах та ҫаксем пурте эволюцие пула пулнӑ теҫҫӗ. Сирӗн шутпа ҫакӑ тӗрӗс-и? Мӗнле те пулин япалан копийӗ те конструктор пурри ҫинчен пӗлтерет пулсан, оригиналӗ пирки вара мӗн калама пулать? Чӑннипе вара, кам ытларах чыса тивӗҫлӗ: опытлӑ мастер-и е унран вӗренсе пыракан?

Пӗтӗмлетӳ

Тӗнчене тӗплӗн шухӑшласа пултарнине кӑтартакан фактсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсенчен нумайӑшӗ Павел апостол пек калать: «[Туррӑн] курӑнми тӑракан ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ вара Хӑй пултарнӑ япаласенчен тӗнчене пултарнӑранпах курӑнса тӑрать» (Рим 1:19, 20).

Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

  • Ҫут ҫанталӑкри тӗлӗнтермӗшсем ӑнсӑртран пулса кайнӑ тенине ӗненни тӗрӗс-ши?

  • Пурнӑҫа тӗплӗн шухӑшласа тунӑ пек туйӑнать кӑна тесе каласан, эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

Шухӑшласа пултарнӑ-и?

Копи конструктор пуррине кӑтартать тӑк, оригинал пирки мӗн калама пулать?

Сӳс

  • Ҫынсем шухӑшласа кӑларни. Кевлар — ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ ҫирӗп сӳс, унпа бронежилетсем тата ытти япаласем тума усӑ кураҫҫӗ. Кевлар туса кӑларма пысӑк температура тата ирӗлтерекен, сиенлӗ йӳҫек шӗвексем кирлӗ.

  • Ҫут ҫанталӑк. Крестовик эрешмен ҫичӗ тӗрлӗ пурҫӑн туса кӑларать. Чи ҫирӗппипе эрешмен картин каркасне тума усӑ кураҫҫӗ, унӑн ҫипписем ҫӗр мамӑкӗнчен ҫӑмӑлтарах, анчах танлаштаруллӑ ҫирӗплӗхӗ хурҫӑ пралукӗннинчен тата кевларӑннинчен пысӑкрах. Эрешмен картине футбол вылямалли уй пысӑкӑш — унӑн ҫипписен хулӑнӑшӗ 1 сантиметр, вӗсен хушши 4 сантиметр таран — ӳстерсен, вӑл хӑватлӑ пысӑк самолета тытса чарма пултарнӑ пулӗччӗ! Эрешменсене пурҫӑн туса кӑларма пӳлӗмри температура та ҫитет, вӗсем ирӗлтерекен шӗвек вырӑнне ахаль шывпах усӑ кураҫҫӗ.

Навигаци

  • Ҫынсем шухӑшласа кӑларни. Хӑш-пӗр пысӑк самолетсен автопилот, е компьютер программи, пур, вӑл самолета пӗр ҫӗршывран теприне вӗҫнӗ чухне тытса пыма кӑна мар, ҫӗр ҫине антарса лартма та пултарать. Эксперимент тумалли ҫакӑн пек пӗр программӑн компьютерӗ вара кредит карточки пысӑкӑш.

  • Ҫут ҫанталӑк. Монарх-лӗпӗшӗн пуҫ мимийӗ авторучка шарикӗнчен пысӑк мар. Вӑл пӗчӗк вӑрманта чарӑнас тесе Канадӑран Мексикӑна 3 000 ҫухрӑм вӗҫет. Ҫак лӗпӗш хӗвеле пӑхса ҫул тупать тата хӗвел пӗлӗтре куҫса пыни тӑрӑх хӑйӗн ҫулне тӳрлетме пултарать.

Линзӑсем

  • Ҫынсем шухӑшласа кӑларни. Инженерсем 8 500 линзӑран тӑракан, булавка пуҫӗ пысӑкӑш, якатнӑ чулсенчен тунӑ искусственнӑй куҫ шутласа кӑларнӑ. Ҫакӑн пек оптика линзисемпе пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен детекторсенче тата ҫав тери ҫинҫе те шар евӗрлӗ камерӑсенче усӑ курма пулать.

  • Ҫут ҫанталӑк. Йӗп вӑррин (стрекоза) кашни куҫӗ 30 000 яхӑн питӗ пӗчӗк линзӑран тӑрать. Кашни линзи уйрӑм ӳкерчӗк тӑвать, вӗсенчен вара пӗр ӳкерчӗк пуҫтарӑнать. Йӗп вӑррин куҫӗ куҫса ҫӳрекен япаласене лайӑх курать тата тавралӑха анлӑн курма май парать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр