Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 18 урок, 30—31 с.
  • Ӗмӗрлӗхех Турӑ тусӗ пулса тӑр!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӗмӗрлӗхех Турӑ тусӗ пулса тӑр!
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑшӑн, чӑн-чӑн ирӗклӗх Турришӗн, ӗҫлесе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пыракан ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Иегова сана чӑн-чӑн ирӗклӗх патне илсе пытӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Турӑ сана хӑйӗн тусӗ пулма чӗнет
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
Ытларах пӗлӗр
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 18 урок, 30—31 с.

18-МӖШ УРОК

Ӗмӗрлӗхех Турӑ тусӗ пулса тӑр!

Тус тупас тесен, вӑй хумалла; анчах туслӑх малалла аталантӑр тесен те вӑй хумалла. Турӑпа туслӑх тупса ҫав туслӑха малалла аталантарас тесе вӑй хуни сана нумай пиллӗх парӗ. Иисус хӑйне ӗненекенсене каланӑ: «Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

Two men in Paradise

Эсӗ халӗ ирӗкпе савӑнма пултаратӑн. Эсӗ Сатана саракан тӗрӗс мар вӗрентӗвсемпе суяран ирӗк илме пултаратӑн. Эсӗ Иеговӑна пӗлмен милионшер ҫынсен пурнӑҫӗнчи шанчӑксӑрлӑхран ирӗк илме пултаратӑн (Рим 8:22). Турӑ тусӗсем «вилӗмрен хӑранинчен» те ирӗк илнӗ (Еврейсем 2:14, 15).

Эсӗ Туррӑн ҫӗн тӗнчери ирӗклӗхпе савӑнма пултаратӑн. Малашлӑхра илме пултаракан ирӗклӗх мӗнле аван! Ҫӗр ҫинчи Райра вӑрҫӑсенчен, чирсенчен тата преступлени тӑвассинчен ирӗклӗх пулӗ. Чухӑнлӑхпа выҫлӑхран ирӗклӗх пулӗ. Ватлӑхпа вилӗмрен ирӗклӗх пулӗ. Хӑранинчен, пусмӑрланинчен тата тӗрӗсмарлӑхран ирӗклӗх пулӗ. Библи Турӑ ҫинчен калать: «Хӑвӑн аллуна уҫатӑн та, пур чуна та кӑмӑл курса тӑрантаратӑн» (Псалом 144:16).

Туррӑн тусӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — вӑл Турӑ унпа кам туслӑх шыракана пурне те паракан хаклӑ парне (Рим 6:23). Вӗҫӗ-хӗррисӗр пурнӑҫ сана мӗн пама пултарни ҫинчен шутласа пӑх кӑна!

A man and a little girl look at an animal, and a woman paints

Санӑн вӑхӑт нумай ӗҫ валли пулать. Эсӗ музыка инструменчӗсемпе выляма вӗренесшӗн пуль. Е эсӗ ӳкерме вӗренесшӗн е столяр ӗҫне пӗлесшӗн. Тен, эсӗ чӗрчунсемпе ӳсентӑрансене нумайтарах пӗлесшӗн. Сана ҫулҫӳрев туртать тата эсӗ тӗрлӗ ҫӗршывсемпе халӑхсене курасшӑн пуль. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫаксене пурне те тума май парать!

Санӑн нумай туссем тупма вӑхӑт пулӗ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кам Турӑ тусӗ пулнисенчен нумайӑшне пӗлме май парӗ. Эсӗ вӗсен пултарулӑхӗсемпе паха енӗсене пӗлӗн тата вӗсем те санӑн тусусем пулӗҫ. Эсӗ вӗсене юратӑн, вӗсем те сана юратӗҫ (1 Коринф 13:8). Вӗҫӗ-хӗррисӗр пурнӑҫ сана ҫӗр ҫинчи пур ҫыншӑн та тус пулма май парӗ. Анчах та пуринчен те лайӑххи вӑл — Иеговӑпа сан хушшинчи туслӑх ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫирӗпленсе те ҫирӗпленсех пыни. Ӗмӗрлӗхех Турӑ тусӗ пулса тӑр!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр