17-МӖШ УРОК
Тус пултӑр тесен, санӑн хӑвӑн та тус пулмалла
Туслӑх юрату ҫинче никӗсленнӗ. Мӗн чухлӗ ытларах эсӗ Иегова ҫинчен пӗлӗн, ҫавӑн чухлӗ ытларах эсӗ ӑна юратма пуҫлӑн. Санӑн Турӑ патне юрату ӳснӗҫемӗн уншӑн ӗҫлес кӑмӑл ӳссе пырӗ. Ҫакӑ сана Иисус Христосӑн вӗренекенӗ пулма хистӗ (Матфей 28:19). Иегова Свидетелӗсен савӑнӑҫлӑ ҫемьипе ҫыхӑнса, эсӗ Турӑ туслӑхӗпе ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пултаратӑн. Мӗн тумалла сан вара?
Санӑн Турра юратнине унӑн законӗсене пӑхӑнса тӑнипе кӑтартмалла. «Турӑ заповечӗсене туса тӑни ӑна юратни пулать, унӑн заповӗчӗсем вара йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3).
Мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ кур. Иисус тӗслӗхшӗн истори каласа кӑтартнӑ. Ӑслӑ ҫын хӑйӗн пӳртне чул ҫине лартнӑ. Ӑссӑрри вара хӑйӗн пӳртне хӑйӑр ҫине лартнӑ. Пысӑк ҫил-тӑвӑл килсен чул ҫине лартнӑ пӳрт тӑрса юлнӑ. Хӑйӑр ҫине лартнӑ пӳрчӗ вара ӳксе ишӗлсе аннӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, кам ун вӗрентӗвӗсене итлет тата вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнать, вӗсем пӳртне чул ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын пек. Кам ун вӗрентӗвӗсене итлет, анчах вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнмасть, вӗсем вара хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын пек. Ҫак ик ҫынсенчен хӑшӗн пек пуласшӑн эсӗ? (Матфей 7:24—27).
Турра парӑнса пурӑнма шут тытни. Ҫакӑ вӑл Иегова патне кӗлӗ тунӑ чухне, унӑн ирӗкне ӗмӗрех тӑватӑп тесе ӑна каланине пӗлтерет. Турӑ ирӗкне туса пынипе эсӗ Иисус Христос вӗренекенӗ пулнине кӑтартатӑн (Матфей 11:29).
Шыва кӗни. «Унӑн ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне [шыва] кӗр» (Апостолсен ӗҫӗсем 22:16).
Турӑшӑн чунна парса ӗҫле. «Кирек мӗн тусан та, ҫыншӑн тунӑ пек ан тӑвӑр, Иеговӑшӑн тунӑ пек, чуна парса тӑвӑр» (Колоссы 3:23).