Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • fy 14 сыпӑк, 163—172 с.
  • Ватлӑха пӗрле кӗтсе илни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ватлӑха пӗрле кӗтсе илни
  • Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АЧАСЕМ ХӐЙСЕМ ТӖЛЛӖН ПУРӐНМА ПУҪЛАНИНЕ ХӐНӐХӐР
  • ХУТШӐНӐВА ҪӖНӖЛӖХ КӖРТӖР
  • МӐНУКӐРСЕМПЕ САВӐНӐР
  • ҪУЛСЕМ ИРТСЕ ПЫНИНЕ ХӐНӐХӐР
  • МӐШӐРА ҪУХАТНИНЕ МӖНЛЕ ЧӐТСА ИРТТЕРМЕЛЛЕ
  • ТУРӐ ВАТӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ХАКЛАТЬ
  • Ҫемйӗр валли шанчӑклӑ пуласлӑх хатӗрлӗр
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Ватӑ ҫынна хисепле
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
fy 14 сыпӑк, 163—172 с.

ВУНТӐВАТТӐМӖШ СЫПӐК

Ватлӑха пӗрле кӗтсе илни

1, 2. а) Ҫулсем иртнӗ май ҫынсенче мӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ? ӑ) Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Турра юрӑхлӑ пулма тӑрӑшнӑ ҫынсем мӗншӗн ватлӑхра та кӑмӑлӗсене тултарма пултарнӑ?

ҪУЛСЕМ иртсе пынӑ май пурнӑҫра нумай улшӑну пулса иртет. Вӑй чакни пире малтанхи пекех хастар пулма памасть. Тӗкӗр ҫине пӑхсан эпир пит пӗркеленсе пынине, ҫӳҫ шуралса, тата та сахалланса пынине асӑрхатпӑр. Хӑш-пӗр чухне, тен, манса каясси пулкалать. Ачасем авланнӑ е качча кайнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе хутшӑнусем урӑхланаҫҫӗ, мӑнуксем пулсан вара каллех улшӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫыннӑн пенсие тухнӑ хыҫҫӑн хӑнӑхнӑ пурнӑҫ йӗрки йӑлт улшӑнать.

2 Чӑн та, ватлӑхра ҫынна питӗ йывӑр килме пултарать (Екклесиаст 12:​1—8). Ҫапах та айтӑр ӗлӗк-авал пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем вилӗмрен пӑрӑнма пултарайман пулин те, хӑйсен пурнӑҫӗнче ӑслӑлӑх пухнӑ тата ӑнланма вӗреннӗ, ҫакӑ ватлӑхра вӗсен кӑмӑлне тултарнӑ (Пултарни 25:8; 35:29; Иов 12:12; 42:17). Вӗсене ватлӑх кунӗсенче телейлӗ пулма мӗн пулӑшнӑ? Паллах, эпир паян Библире тупакан принципсемпе килӗшӳллӗ пурӑнни (Псалом 118:105; 2 Тимофей 3:​16, 17).

3. Ватӑ хӗрарӑмсемпе арҫынсене Павел апостол мӗнле канаш панӑ?

3 Павел апостол Тит патне ҫырнӑ чухне ватӑ ҫынсене ӑслӑ канаш панӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ватӑ ҫынсем сыхӑ [«чаруллӑ», ҪТ], йӗркеллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулччӑр; ҫирӗп ӗненччӗр, хытӑ юратчӑр, тӳсӗмлӗ пулччӑр; ватӑ хӗрарӑмсем хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ ҫынна килӗшӳллӗ пек тытчӑр, элекҫӗ ан пулччӑр, ӗҫке ан ярӑнччӑр, ырра вӗрентчӗр» (Тит 2:2, 3). Ҫак сӑмахсене тимлесен, вӗсем ватлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене хӑюллӑн кӗтсе илме пулӑшаҫҫӗ.

АЧАСЕМ ХӐЙСЕМ ТӖЛЛӖН ПУРӐНМА ПУҪЛАНИНЕ ХӐНӐХӐР

4, 5. Ачисем тӑван килтен тухса кайни ҫине нумай ашшӗ-амӑшӗ мӗнле пӑхать тата хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ лару-тӑрӑва мӗнле хӑнӑхать?

4 Пурнӑҫри улшӑнусене хӑнӑхмалла. Ҫитӗннӗ ачасем тӑван килтен тухса кайнӑ тата мӑшӑрланнӑ чухне ҫакӑн пекки пулать те ӗнтӗ! Нумай ашшӗ-амӑшӗшӗн ҫакӑ ватлӑх ҫывхарнине кӑтартакан пӗрремӗш паллӑ. Ачисем ҫитӗнни ашшӗ-амӑшне савӑнтарать пулин те, вӗсене час-часах ачисене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хатӗрлеме пурне те туни-туманни шухӑшлаттарать. Тен, ашшӗ-амӑшне халӗ килте ачисемсӗр тунсӑх пусать.

5 Паллах, ачисем килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн та ашшӗ-амӑшӗ ачисем ырӑ курса пурӑннипе пурӑнманни пирки интересленет. «Хӑйсен пурте йӗркеллӗ пулнине мана пӗлтерес тесе вӗсем час-часах ҫырса тӑнӑ пулсан, эпӗ телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм»,— тет пӗр амӑшӗ. Пӗр ашшӗ каласа парать: «Пирӗн хӗр килтен кайсан пире питӗ йывӑр пулчӗ. Пирӗн ҫемьере тем ҫитменни тӳрех палӑрчӗ: вӗт эпир пурне те пӗрле тума хӑнӑхнӑ». Ачисем килте урӑх пурӑнманнине ҫак ашшӗ-амӑшӗ мӗнле хӑнӑхнӑ-ха? Нумай тӗлӗшрен ытти ҫынсемшӗн тӑрӑшнине тата вӗсене пулӑшнине пула.

6. Ҫемьери хутшӑнусем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗн пулӑшать?

6 Ачисем мӑшӑрланнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗн пурнӑҫӗ улшӑнать. Пултарни 2:24-мӗшӗнче каланӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ». Пуҫ пуласси, виҫеллӗ йӗрке тытса тӑрасси тӗлӗшӗпе Библи принципӗсене йышӑнни ашшӗ-амӑшне пурин ҫине те тӗрӗс пӑхма пулӑшать (1 Коринф 11:3; 14:​33, 40).

7. Пӗр ашшӗ, хӗрӗсем качча тухсан тата килтен кайсан, мӗнле лайӑх йышӑну тунӑ?

7 Пӗр мӑшӑра икӗ хӗрӗ качча тухнӑ тата килтен кайнӑ хыҫҫӑн хӑйсен пурнӑҫӗ усӑсӑр иртнӗн туйӑннӑ. Малтанах ашшӗ кӗрӳшӗсем ҫине ҫилленнӗ. Анчах та пуҫ пуласси ҫинчен калакан принцип пирки шухӑшланӑ май вӑл халӗ кӗрӳшӗсем хӑйсен ҫемйишӗн яваплӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа хӗрӗсем хӑйӗнчен канаш ыйтнӑ чухне вӑл ҫакӑн пирки упӑшкисем мӗн шухӑшланине ыйтнӑ тата май килнӗ таран кӗрӳшӗсен шухӑшне тытса тӑма тӑрӑшнӑ. Халӗ кӗрӳшӗсем хӑйсене ҫак ашшӗпе туссем пекех тытаҫҫӗ тата унӑн канашӗсене савӑнсах йышӑнаҫҫӗ.

8, 9. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫитӗннӗ ачисем хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫланине мӗнле хӑнӑхнӑ?

8 Ҫамрӑк мӑшӑр Библие хирӗҫлекеннине нимӗн те тумасть пулин те, ашшӗ-амӑшӗ мӗнле туни лайӑхрах тесе шутланӑ пек тумасть пулсан мӗн тумалла-ха? «Эпир вӗсене яланах Иегова мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшатпӑр,— калать ачисем мӑшӑрланнӑ пӗр мӑшӑр,— хамӑр вӗсен йышӑнӑвӗпе килӗшмен чухне вара эпир тавлашмастпӑр, ачасене пулӑшма тата хавхалантарма тӑрӑшатпӑр».

9 Азири хӑш-пӗр ҫӗршывра амӑшӗсене ывӑлӗсем ирӗклӗ пулса тӑнипе килӗшме уйрӑмах питӗ йывӑр. Анчах вӗсем христиансен йӗркине тата пуҫ пулассине хисеплеҫҫӗ пулсан, кинӗсемпе сахалтарах хирӗҫкеленине асӑрхаҫҫӗ. Пӗр христианка шутланӑ тӑрӑх, ывӑлӗсем тӑван килтен тухса кайни уншӑн «тата ытларах пархатарлӑ пулма пулӑшакан ҫӑлкуҫ» пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑлӗсем хӑйсен ҫӗнӗ тивӗҫлӗхӗсене лайӑх туса тӑнине курса питӗ савӑнать. Хӑйсем ватӑлса пынӑҫемӗн ҫакӑ вара ӑна упӑшкипе сывлӑх тата кӑмӑл-туйӑм енӗпе пулакан йывӑрлӑхсене ҫӑмӑллӑнрах чӑтса ирттерме пулӑшать.

ХУТШӐНӐВА ҪӖНӖЛӖХ КӖРТӖР

166-мӗш страницӑри ӳкерчӗксем

Ватлӑха пӗрле кӗтсе илнӗ май, пӗр-пӗрне юратнине шантарса калӑр

10, 11. Вӑтам ҫулсенче пулакан хӑш-пӗр танатаран пӑрӑнма Библири мӗнле канаш пулӑшать?

10 Вӑтам ҫулсене ҫитни ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Хӑш-пӗр арҫын ҫамрӑкрах курӑнас тесе урӑхла тӑхӑнма тытӑнать. Нумай хӗрарӑма менотӑхтава пула пулакан улшӑнусем хумхантараҫҫӗ. Шел пулин те, вӑтам ҫулсенчи хӑш-пӗр ҫын ҫамрӑкраххисемпе якӑлтатса мӑшӑрне кӳрентерет тата кӗвӗҫтерет. Турра юрӑхлӑ пулас текен ҫамрӑк мар арҫынсем вара «ырӑ ӑслӑ», ҫавӑнпа та тӗрӗс мар туртӑмӗсене пусараҫҫӗ (1 Петр 4:7). Ҫавӑн евӗрлех ӑслӑ-тӑнлӑ христианкӑсем те упӑшкисене юратни тата Иеговӑна юрас килни хавхалантарнипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗп тума тӑрӑшаҫҫӗ.

11 Турӑ Лемуил патшана «ырӑ арӑм» пирки мухтаса ҫырма хавхалантарнӑ, ҫав арӑм упӑшкине «ӗмӗрех ырӑ туса савӑнтар[ать], нихӑҫан та усал тум[асть]». Арӑмне вӑтам ҫулсенче кӑмӑлӗ улшӑннине ҫӗнтерме хӑш-пӗр чухне питӗ йывӑр пулнине христианин упӑшка, паллах ӗнтӗ, ӑнланӗ. Юратни ӑна мухтама хавхалантарӗ (Ытарӑшсем 31:10, 12, 28).

12. Ҫулсем иртнӗ май мӑшӑрсем мӗнле ҫывӑхланма пултараҫҫӗ?

12 Ачасене ӳстернӗ май эсир иксӗр те, тен, ачӑрсене кирлишӗн тӑрӑшса хӑвӑра килӗшекеннине тӑвассинчен хатӗр пулсах пӑрӑннӑ. Халӗ ачасем уйрӑм пурӑннӑ чухне хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑ пурӑнӑҫу ҫине тимлеме вӑхӑт тепӗр хут ҫитрӗ. «Хӗрӗмсем килтен тухса кайсан, эпӗ хам арӑма килӗштернине ҫӗнӗрен кӑтартма пуҫларӑм»,— калать пӗр упӑшка. Тепри ҫапла калать: «Эпир пӗр-пӗрин сывлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, хусканусем тумалли пирки пӗр-пӗрне аса илтеретпӗр». Хӑйсене пӗччен туяс мар тесе вӗсем арӑмӗпе пухури тусӗсене тата ыттисене те хӑнана чӗнеҫҫӗ. Ҫапла, ыттисемпе интересленсен нумай пиллӗх илме пулать. Унтан та ытла, ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать (Филиппӑ 2:4; Еврейсем 13:2, 16).

13. Уҫӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулни ватлӑха пӗрле кӗтсе илекен мӑшӑрсен хутшӑнӑвӗсенче мӗнле вырӑн йышӑнать?

13 Ҫителӗклӗ калаҫманнине пула хутшӑнӑва татӑлма ан парӑр. Пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫӑр (Ытарӑшсем 17:27). «Эпир хамӑра хисеплӗн тытма, пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшатпӑр, ҫакӑ вара пире пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма пулӑшать»,— калать пӗр упӑшка. Арӑмӗ унпа килӗшет: «Ҫулсем иртсе пынӑ май пӗрле чей ӗҫме, калаҫса илме тата мӗн те пулин пӗрле тума пулнипе кӑмӑла тултарма пуҫларӑмӑр». Эсир уҫӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулни иксӗрӗн хушӑри ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме тата Сатана, ҫемьене аркатакан, тапӑннисене сирсе яма пулӑшма пултарать.

МӐНУКӐРСЕМПЕ САВӐНӐР

14. Тимофее христианин пек вӗрентсе ӳстернинче асламӑшӗн тӳпи мӗнле?

14 Мӑнуксем — ваттисен «пуҫкӑшӑлӗ» (Ытарӑшсем 17:6). Мӑнуксемпе хутшӑнни чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулма пултарать — хавхалантарать, вӑй кӗртет. Библи Лоида ятлӑ асламӑшӗ пирки ырӑпа асӑнать, вӑл Евника хӗрӗпе пӗчӗк мӑнукне, Тимофее, хӑйӗн ӗненӗвӗ пирки каласа панӑ. Ҫак ача хӑйӗн амӑшӗпе асламӑшӗ Библири чӑнлӑха хакланине пӗлсе ӳснӗ (2 Тимофей 1:5; 3:14, 15).

15. Мӑнуксене вӗрентес енпе аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ мӗн тума пултарать, анчах вӗсен мӗнрен пӑрӑнмалла?

15 Шӑп ҫак енпе аслашшӗ-асламӑшӗсем, кукашшӗ-кукамӑшӗсем нумай тума пултараҫҫӗ. Аслашшӗсемпе асламӑшӗсем, кукашшӗсемпе кукамӑшӗсем, эсир Иегова шухӑшласа хунисем ҫинчен хӑвӑр пӗлнисене ачӑрсене каласа панӑ ӗнтӗ. Халӗ эсир ҫак пӗлӳсене тепӗр ӑрӑва каласа пама пултаратӑр! Библире ҫырса панӑ пулни-иртнине аслашшӗ е асламӑшӗ, кукашшӗ е кукамӑшӗ каласа панине ачасем час-часах тимлесех итлеҫҫӗ. Паллах, ашшӗн ачисен чӗрине Библири чӑнлӑх вӑрлӑхне акас яваплӑхне эсир хӑвӑр ҫине илмӗр (Саккуна астутарни 6:7). Эсир ӑна пулӑшатӑр кӑна. Сирӗн кӗллӗр псалом юрлаканӑн пекех пултӑр: «Эй Турӑҫӑм, ватӑлса ҫитиччен, ҫӳҫӗм шураличчен, ҫак ӑрӑва Санӑн вӑй-хӑвату ҫинчен пӗлтериччен, пӗтӗм килес ӑрӑва Санӑн хӑвату ҫинчен пӗлтериччен... ан пӑрахсам мана» (Псалом 70:18—19; 77:​5, 6).

16. Ҫемьере йывӑр лару-тӑру пулса ан тухтӑр тесе аслашшӗ-асламӑшӗсем, кукашшӗ-кукамӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

16 Шел пулин те, хӑш-пӗр чухне аслашшӗ-асламӑшӗсем, кукашшӗ-кукамӑшӗсем мӑнукӗсене питӗ иртӗхтереҫҫӗ, ҫавна пула ашшӗ-амӑшӗпе вӗсен хушшинче хирӗҫу пулма пултарать. Анчах эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулнине пула, тен, мӑнукӑрсене ашшӗ-амӑшне каласа парас теменнине сире каласа пама ҫӑмӑлтарах пулӗ. Хӑш-пӗр чухне мӑнуксем хӑйсене иртӗнтерекен аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ ашшӗ-амӑшӗ енче мар, хӑйсен енче пуласса шанаҫҫӗ. Ҫакӑн пек чухне мӗн тумалла? Ӑслӑлӑх кӑтартӑр тата мӑнукӑрсене ашшӗ-амӑшне пурне те тӗп-тӗрӗс каласа пама сӗнӗр. Вӗсем ҫакӑн пек Иеговӑна савӑнтарнине ӑнлантарса парӑр (Эфес 6:1—3). Кирлӗ пулсан, вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе маларах калаҫса мӑнукӑрсене калаҫу тӗлне хатӗрлес енпе хӑвӑр пулӑшӑвӑра сӗнӗр. Ҫулсем иртнӗ май пухнӑ опытпа мӑнукӑрсене паллаштарӑр. Эсир суйманни тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни вӗсене усӑ пама пултарать.

ҪУЛСЕМ ИРТСЕ ПЫНИНЕ ХӐНӐХӐР

17. Ватӑ христиансен, псалом юрлакан пекех, мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулмалла?

17 Ҫулсем иртеҫҫӗ, ҫын сасартӑк хӑй малтан мӗн тума хӑнӑхнине е тӑвас тенине пурне те тума пултарайманнине ӑнланса илет. Ҫыннӑн хӑй ватӑлса пыни ҫине мӗнле пӑхмалла? Хӑв пирки халӗ те 30 ҫулта тесе шутлама пулать, анчах та тӗкӗр сутӑнчӑкла урӑххине «калать». Алла усма кирлӗ мар. Псалом юрлакан Иеговӑран тархасласа ыйтнӑ: «Ватлӑхӑм кунӗсенче тӗртсе ан ярсам мана; вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана». Псалом юрлакан пек ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулма шут тытмалла. Вӑл каланӑ: «Эпӗ вара яланах [Сана] шанса тӑрӑп, Сана мухтанӑҫем мухтавлӑп» (Псалом 70:9, 14).

18. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн ватӑ тӑвансем чи пысӑк усӑ пама хӑйсен вӑхӑчӗпе мӗнле усӑ курма пултараҫҫӗ?

18 Нумайӑшӗ пенсие тухнӑ хыҫҫӑн Иеговӑна тата ытларах мухтава кӑларма маларах хатӗрленет. Халӗ пенсире пулнӑ пӗр ашшӗ калать: «Эпӗ хӗрӗм шкул пӗтерсен хам мӗн тӑвассине маларах палӑртса хутӑм. Эпӗ тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫлама шут тытрӑм тата Иеговӑна туллинрех ӗҫлесе тӑрас тесе хамӑн ӗҫе сутса ятӑм. Кӗлӗре Иеговӑна кӑтартса-ертсе пыма ыйтрӑм». Сире кӗҫех пенсие тухма тивет пулсан, хамӑрӑн Аслӑ Пултараканӑн сӑмахӗсем сире йӑпатчӑр: «Ватлӑхӑр ҫитиччен те Эпӗ ҫавӑн пекех пулӑп, сире ҫӳҫӗр шураличченех Эпех йӑтса ҫӳрӗп» (Исаия 46:4).

19. Ватӑ ҫынсене мӗнле канаш панӑ?

19 Пенсионер пурнӑҫне хӑнӑхма, тен, йывӑр. Павел апостол ватӑ арҫынсене «чаруллӑ пулма» сӗннӗ. Чаруллӑ пулас тесен лӑпкӑ пурнӑҫ шырас туртӑм хыҫҫӑн каясран хӑвна алра тытмалла. Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн кун йӗркине пӑхӑнни тата харпӑр хӑйне тытма пӗлни, тен, унчченхинчен ытларах та кирлӗ. Ҫавӑнпа ӗҫлӗ пулӑр, «хӑвӑр ӗҫлени Ҫӳлхуҫа умӗнче харама каяс ҫуккине пӗлсе Унӑн ӗҫне яланах тӑрӑшса туса тӑрӑр» (1 Коринф 15:58). Ытти ҫынсене ытларах пулӑшӑр (2 Коринф 6:13). Чылай христианин ҫакна хӑйӗн ҫулӗсем май панӑ таран хастаррӑн ырӑ хыпар сарса тӑвать. Ҫулсем иртсе пынине пӑхмасӑр «ҫирӗп ӗненӗр, хытӑ юратӑр, тӳсӗмлӗ пулӑр» (Тит 2:2).

МӐШӐРА ҪУХАТНИНЕ МӖНЛЕ ЧӐТСА ИРТТЕРМЕЛЛЕ

20, 21. а) Ку тӗнчере хӑҫан та пулин мӑшӑрсене мӗн уйӑрать? ӑ) Тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрсене Анна мӗнле лайӑх тӗслӗх парать?

20 Ҫакӑ тем пек йывӑр пулин те, ку тӗнчере хӑҫан та пулин мӑшӑрсене вилӗм уйӑрать. Тӑлӑха юлнӑ христиансем хӑйсем юратнӑ ҫыннисем халӗ ҫывӑрнине пӗлеҫҫӗ тата вӗсемпе ҫӗнӗрен тӗл пуласса ҫирӗп шанаҫҫӗ (Иоанн 11:​11, 25). Анчах та уйрӑлу ҫав-ҫавах асаплантарать. Чӗрӗ юлнин ӑна мӗнле чӑтса ирттермелле?a

21 Библири пӗр-пӗр ҫын епле тытни пирки шухӑшлани питӗ пулӑшать. Анна мӑшӑрӗпе ҫичӗ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ, эпир ун ҫинчен вулакан лару-тӑру вӑхӑтӗнче вӑл 84 ҫулта пулнӑ. Анна упӑшки вилнишӗн хуйхӑрни пирки иккӗленме ҫук. Ӑна мӗн вӑй панӑ-ха? Вӑл ир те, каҫ та Турӑ Ҫуртӗнче Иеговӑна ӗҫлесе тӑнӑ (Лука 2:36—38). Паллах, Анна пӗрмаях кӗлӗ туса Турра ӗҫлесе тӑни тӑлӑх арӑм пулнӑран хуйхӑрнине тата пӗчченлӗх туйӑмне сиплекен чаплӑ эмел пулнӑ.

22. Хӑш-пӗр тӑлӑх мӑшӑр пӗчченлӗхе мӗнле парӑнтарать?

22 «Никампа та калаҫма пулманни маншӑн халӗ чи йывӑрри,— каласа парать вунӑ ҫул каялла тӑлӑха юлнӑ 72 ҫулти пӗр хӗрарӑм.— Упӑшкам мана яланах тимлӗ итлетчӗ. Эпир пуху тата хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен калаҫаттӑмӑр». Тепӗр тӑлӑх арӑм калать: «Вӑхӑт сиплет пулин те, ҫын хӑйӗн вӑхӑчӗпе мӗнле усӑ курни „сывалса ҫитме“ пулӑшать тени тӗрӗсрех пек туйӑнать мана. Эсӗ халӗ ыттисене лайӑхрах ӑнланатӑн тата вӗсене ытларах пулӑшма пултаратӑн». «Ыттисене йӑпатни хӑвӑн ҫухатӑвна чӑтса ирттерме питӗ пулӑшать»,— килӗшет унпа 67 ҫулти тӑлӑх арҫын.

ТУРӐ ВАТӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ХАКЛАТЬ

23, 24. Ватӑ ҫынсене, уйрӑмах мӑшӑрӗсене ҫухатнисене, Библи мӗнле йӑпатать?

23 Вилӗм юратнӑ мӑшӑра илсе каять пулин те, Иегова яланах шанчӑклӑ тӑрса юлать. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Давид патша юрланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫаран пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтрӑм, ҫакна ҫеҫ ӗмӗтленетӗп: ӗмӗрӗм тӑршшӗпе куллен-кунах Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче пуласчӗ, Ҫӳлхуҫа илемне курса тӑрасчӗ, Унӑн [сӑваплӑ] Керменне ҫӳресчӗ» (Псалом 26:4).

24 «Тӑлӑх арӑмсене — пӗр пулӑшакансӑр тӑрса юлнӑскерсене — пулӑшсах тӑр»,— чӗнсе каланӑ Павел апостол (1 Тимофей 5:3). Ҫак чӗнӳри канаш ҫывӑх хурӑнташӗсем пулман тивӗҫлӗ тӑлӑх арӑмсем пухуран укҫа-тенкӗ е япала енӗпе пулӑшу илме пултарнине кӑтартать. Апла пулин те, «пулӑшсах тӑр», е хисеп ту, тени вӗсене хакламаллине те кӑтартать. Иегова хӑйсене хакланине тата яланах пулӑшнине пӗлни мӑшӑрӗсӗр тӑрса юлнисене мӗн тери йӑпатать! (Иаков 1:27.)

25. Ватӑ ҫынсемшӗн мӗнле тӗллев чи кирли пулса тӑрать?

25 «Ватӑсенӗн илемӗ — кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ»,— ҫирӗплетсе каланӑ Турӑ Сӑмахӗнче. «Мухтав тӳпи — шуралнӑ ҫӳҫ, вӑл — тӳрӗлӗх ҫулӗ ҫинче» (Ытарӑшсем 16:31; 20:29). Мӑшӑрланнӑ е каллех пӗччен пулсан та, Иеговӑна ӗҫлесе тӑрассине хӑвӑрӑн пурнӑҫӑрта малалла та малти вырӑна лартӑр. Ун чухне пурнӑҫӑр Турра халех юрӑхлӑ пулӗ, эсир вара ватлӑхпа ҫыхӑннӑ асапсем пулман тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк илӗр (Псалом 36:​3—5; Исаия 65:20).

a Ку ыйтусене тӗплӗнрех Хурал башнин, Библисен тата трактатсен обществи пичетлесе кӑларнӑ «Когда умер близкий тебе человек» брошюрӑра сӳтсе явнӑ.

БИБЛИРИ ҪАК ПРИНЦИПСЕМ ВАТЛӐХА ПӖРЛЕ КӖТСЕ ИЛЕКЕН МӐШӐРСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШАҪҪӖ?

Мӑнуксем — ваттисен «пуҫкӑшӑлӗ» (Ытарӑшсем 17:6).

Ватӑлсан Иеговӑна ӗҫлесе тӑма ҫӗнӗ майсем уҫӑлма пултараҫҫӗ (Псалом 70:9, 14).

Ватӑ ҫынсене чаруллӑ пулма сӗнеҫҫӗ (Тит 2:2, ҪТ).

Мӑшӑрӗсӗр юлнисем питӗ хуйхӑраҫҫӗ пулин те, Библире йӑпату тупма пултараҫҫӗ (Иоанн 11:​11, 25).

Иегова ватӑлнӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хаклать (Ытарӑшсем 16:31).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр