Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kl 19 сыпӑк, 181—191 с.
  • Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарсан

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарсан
  • Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АРМАГЕДДОН ХЫҪҪӐН — ПӖТӖМ ҪӖРӖПЕ РАЙ
  • ҪЫНСЕН ОБЩЕСТВИНЧИ УЛШӐНУСЕМ
  • ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛНИН САВӐНӐҪӖ
  • ЮЛАШКИНЧЕН ҪИТМЕНЛӖХСӖР!
  • ЭСӖ МӖН ТӐВӐН?
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Сана телейлӗ пуласлӑх кӗтет!
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Вилнисене чӗртсе тӑратни. Ҫакӑнтан эпир Турӑ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
kl 19 сыпӑк, 181—191 с.

19-мӗш сыпӑк

Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарсан

1, 2. Иегова «пултарнине» мӗнле пӑсса хунӑ?

ПИТӖ чаплӑ ӳкерчӗке анчах туса пӗтернӗ паллӑ художник ҫинчен шухӑшласа пӑх тейӗпӗр. Ӳкерчӗкӗ питӗ лайӑх пулнӑ — чӑн-чӑн шедевр! Анчах та ҫӗрле кӗвӗҫекен ҫын ӳкерчӗке пӑсса хурать. Ҫакӑ художник чӗрине мӗнлерех ыраттарнине ӑнланмалла. Унӑн ҫак ирсӗр ҫынна мӗнлерех тӗрмене хуптарас килет пулӗ! Ҫавӑн пекех, вӑл хӑйӗн ӗҫӗн малтанхи илемне тем пекех тавӑрасшӑн пулнине ӑнланма пулать.

2 Ҫав художник пекех Иегова та чӑн-чӑн шедевр тунӑ — вӑл Ҫӗре пултарнӑ та унта ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Арҫынпа хӗрарӑма пултарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ: «Питех те аван» (Пултарни 1:31). Адампа Ева Туррӑн ачисем пулнӑ, вӑл вӗсене юратнӑ. Вӑл вӗсем валли телейлӗ, питӗ лайӑх пуласлӑх шутласа хунӑ. Сатана вара вӗсене пӑлхав ҫӗклеме ҫавӑрнӑ пулсан та, Туррӑн питӗ чаплӑ ӗҫӗ юсама май ҫук пӑсӑлман (Пултарни 3:23, 24; 6:11, 12).

3. Мӗн вӑл «чӑн-чӑн пурнӑҫ»?

3 Турӑ ӗҫе тӳрлетесшӗн. Вӑл пире хӑй малтан мӗнле шухӑшласа хунӑ пек пурӑнтарасшӑн. Пирӗн кӗске те канӑҫсӑр пурнӑҫ Иегова шутласа хунӑ «чӑн пурнӑҫпа» нимӗнле те танлашаймасть. Пире Турӑ парасшӑн «чӑн пурнӑҫ» — вӑл пур енчен те лайӑх лару-тӑрури «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» (1 Тимофей 6:12, 19, ҪТ).

4, 5. а) Мӗне пула пирӗн Райра пурӑнас шанчӑк пурнӑҫланать? б) Мӗншӗн пирӗн пулассипе ҫыхӑннӑ шанчӑк пирки тарӑннӑн шухӑшламалла?

4 Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ Иегова умӗнчи яваплӑхпа ҫыхӑннӑ (Иаков 4:17). Анчах ҫак пӗлӳсемпе усӑ курса тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ еннелле туртӑнса, эсӗ мӗнле пиллӗхсем илесси пирки шутласа пӑх кӑна. Хӑйӗн Сӑмахӗнче, Библире, Иегова Турӑ кӗҫех килекен ҫӗр ҫинчи райри пурнӑҫӑн питӗ илемлӗ ӳкерчӗкне кӑтартса панӑ. Эпир вара, Иегова халӑхӗ, Турӑшӑн, паллах, ҫав парне пирки кӑна ӗҫлеместпӗр. Эпир Турӑшӑн ӑна юратнипе ӗҫлетпӗр (Марк 12:29, 30). Унсӑр пуҫне, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫа Иеговӑран ӗҫлесе илейместпӗр. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вӑл — Турӑ парни (Рим 6:23). Ҫав пурнӑҫ пирки шухӑшлани лайӑх, мӗншӗн тесен Рай пулассине шанни пире Иегова Турӑ «Хӑйне шыракансене» юратса «тавӑрнине» асра тытарать (Еврейсем 11:6). Пирӗн ӑсра тата чӗрере пурӑнакан шанчӑк пире ҫак Сатана тӗнчин пур йывӑрлӑхӗсене те ҫӗнтерме пулӑшать (Иеремия 23:20).

5 Халӗ Библири ҫӗр ҫинчи пулас Райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫинчен калакан шанчӑка тимлесе пӑхар. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарнӑ вӑхӑтри пурнӑҫ мӗнлерех пулать?

АРМАГЕДДОН ХЫҪҪӐН — ПӖТӖМ ҪӖРӖПЕ РАЙ

6. Мӗн вӑл Армагеддон тата ҫынсемшӗн вӑл мӗне пӗлтерет?

6 Маларах кӑтартнӑ тӑрӑх Турӑ часах ҫак япаласен усал системине пӗтерет. Тӗнче питӗ хӑвӑрт Библире Армагеддон тенӗ вӑхӑт патне ҫывхарса пырать. Ҫак сӑмах хӑшпӗр ҫынсене хирӗҫекен ҫӗршывсем кӑларнӑ ядерлӑ катастрофа пирки шухӑшлаттарать, анчах Армагеддон ҫинчен ҫакӑн пек шутлани тӗрӗс мар. Апокалипсис 16:14—16-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Армагеддон вӑл — «пурне те тытса тӑракан Туррӑн ҫав аслӑ кунӗнчи вӑрҫи». Вӑл вӑрҫа «ҫӗр ҫинчи патшасем», е пур халӑхсем те, хутшӑнаҫҫӗ. Иегова Туррӑн Ывӑлӗ, Патша, кӗҫех ҫак вӑрҫа пуҫлать. Вӑл мӗнпе пӗтни паллӑ. Турӑ Патшалӑхне хирӗҫ тӑракансене тата ҫавӑн пекех Сатанан усал системин пайне кӗрекенсене пурне те пӗтереҫҫӗ. Иеговӑна пӗтӗм чунтан парӑннӑ ҫынсем кӑна чӗрӗ юлаҫҫӗ (Апокалипсис 7:9, 14; 19:11—21).

7. Сатанапа унӑн демонӗсем Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра ӑҫта пулаҫҫӗ, тата ҫакӑ этемлӗхе мӗнле усӑ парать?

7 Эсӗ ҫак питӗ хӑватлӑ ӗҫсене пурӑнса ирттернӗ тейӗпӗр. Турӑ сӑмах панӑ ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ мӗнлерех пулать-ши? (2 Петр 3:13). Мӗн пулать-ши тесе шутласа аптӑрама кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт ҫинчен Библи хӑй каласа парать, унӑн хыпарӗ вара савӑнтарса тӗлӗнтерет. Эпир Иисус Христос пин ҫул хушши Патшара ларнӑ чух сатанапа унӑн демонӗсен пӗтӗм влаҫне туртса илессинине, тата вӗсене тӗпсӗр вырӑна, унта вӗсем ним те тума пултараймаҫҫӗ, хупассине пӗлетпӗр. Вӑрттӑн пӑтратса тӑракан тата пире Турра хирӗҫ яма тӑрӑшакан чыссӑр усал сывлӑшсем урӑх пулмӗҫ. Мӗнле ҫӑлӑнӑҫ! (Апокалипсис 20:1—3).

8, 9. Ҫӗнӗ тӗнчере хуйхӑпа, чирсемпе тата ватлӑхпа мӗн пулать?

8 Хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсем пур чиртен те хӑтӑлаҫҫӗ (Исаия 33:24). Уксаххисем тӑрса утма, чупма тата ташлама пултараҫҫӗ. Нумай ҫул хушши сассӑр тӗнчере пурӑннӑ хыҫҫӑн хӑлхасӑр ҫынсем ытарма ҫук сасӑсем илтеҫҫӗ. Суккӑррисем пӗтӗм чӗререн хумханӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен куҫӗсем тӗссемпе формӑсен пуянлӑхне кураҫҫӗ (Исаия 35:5, 6). Тата вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен сӑнӗсене кураҫҫӗ! Малтанах вӗсен куҫӗсем савӑнӑҫ куҫҫулӗпе тулса тӗтреллӗ кӑтартӗҫ пулӗ-ха.

9 Шухӑшласа пӑх кӑна! Урӑх куҫлӑхсем, костыльсем, ал туйисем, эмелсем, шӑл юсамалли кабинетсем, урӑх нимӗнле больница та кирлӗ пулмаҫҫӗ! Урӑх нихӑҫан та психика пӑтранни тата депресси ҫынсене савӑнма чӑрмантармаҫҫӗ. Ачалӑхра нимӗнле чир те кӑмӑла пӑсмӗ. Ватлӑхӑн аркатакан витӗмӗ каялла таврӑнӗ (Иов 33:25). Пирӗн сывлӑхпа вӑй лайӑхланса пырӗҫ. Кашни ир эпир каҫхи хал кӗртекен ыйхӑран ҫӗнелнӗ вӑйпа тӑрӑпӑр, ҫӗнӗ кунӑн вӗресе тӑракан пурнӑҫне тата чуна килӗшекен ӗҫне тытӑнас тесе хӗпӗртесе кӗтӗпӗр.

10. Армагеддона пурӑнса ирттернисем мӗнле ӗҫе хутшӑнӗҫ?

10 Армагеддона пурӑнса ирттернисен нумай интереслӗ ӗҫ пулать. Вӗсем ҫӗре рай туса хураҫҫӗ. Таса мар кивӗ системӑран мӗн юлнине пурне те пӗтереҫҫӗ. Пушӑ вырӑнсемпе тӗттӗм кӗтессем вырӑнне садсем чечекленме пуҫлӗҫ тата парксем пулса тӑрӗҫ. Пурин те питӗ илемлӗ те кӑмӑла каякан кил-ҫурт пулать (Исаия 65:21). Майӗпен пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрӗ, вара пӗтӗм планета илемлӗхӗ Пултаракан Едем садӗнчех йышӑннӑ илемлӗх пекех килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫакӑн пек ҫӗнетмелли ӗҫе хутшӑнма мӗнлерех савӑнӑҫлӑ пулӗ!

11. Ҫынсем ҫутҫанталӑка мӗнле пӑхма пуҫлаҫҫӗ, тата вӗсемпе чӗрчунсем хушшинче мӗнле хутшӑнусем пулаҫҫӗ?

11 Ҫакӑ Турӑ ертсе пынипе пулать, ҫавӑнпа та тавралӑха сиен пулмасть. Ҫынсем чӗрчунсемпе килӗшсе пурӑнӗҫ. Вӗсем ҫӗре ӑс-тӑнпа тытса пырӗҫ, вара, чӗрчунсене шеллемесӗр вӗлерес вырӑнне, вӗсене юратса пӑхӗҫ. Шутласа пӑх: кашкӑрсемпе путексем, арӑслансемпе пӑрусем пӗрле ҫисе пурӑнаҫҫӗ — ун чух килти выльӑхсем хӑрушсӑрлӑхра пулӗҫ. Пӗчӗк ачасен те тискер кайӑксенчен хӑрамалла пулмасть, ҫӗнӗ тӗнчери лӑпкӑлӑха чӗресӗр, хытӑ чунлӑ ҫынсем урӑх пӑсмӗҫ (Исаия 11:6—8). Мӗнлерех мирлӗ пулӗ ун чухнехи пурнӑҫ!

ҪЫНСЕН ОБЩЕСТВИНЧИ УЛШӐНУСЕМ

12. Исаия 11:9-мӗшӗнче каланӑ сӑмахсем паян мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ, тата ҫак сӑмахсем Райра мӗнле пурнӑҫланӗҫ?

12 Исаия 11:9-мӗшӗнче мӗншӗн ҫӗр ҫинче нимӗнле усал ӗҫ те пулманни пирки ҫырса панӑ. Унта каланӑ: «Ҫӗр Турӑ [Иегова, ҪТ] ҫинчен калакан пӗлӳпе, тинӗс шывпа тулнӑ пек, тулӗ». Ҫак сӑмахсем ҫынсене кӑна тивеҫҫӗ, мӗншӗн тесен инстинкт ертсе пынипе пурӑнакан чӗрчунсем «Иегова ҫинчен калакан пӗлӳ» илме тата унпа килӗшӳллӗн улшӑнма пултараймаҫҫӗ. Анчах Пултаракан ҫинчен пӗлни ҫынсене улӑштарать. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе хӑвӑн пурнӑҫунта усӑ курса эсӗ хӑв та, тен, хӑшпӗр улшӑнусем турӑн пулӗ. Ҫакӑн пек миллионшар ҫынсем тӑваҫҫӗ. Ҫапла майпа, пророкла калани Иеговӑшӑн ӗҫлекенсем ҫинче пурнӑҫланма пуҫланӑ ӗнтӗ. Анчах та унта ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери ҫынсем ирсӗр туртӑмсенчен, пусмӑрлас кӑмӑлран хӑтӑлса ӗмӗрлӗхех мирлӗ пулса тӑнӑ вӑхӑт пирки каланӑ.

13. Ҫӗр ҫинче мӗнле вӗрентӳ программи пулӗ?

13 Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарсан мӗнлерех лайӑх пулать! Ун чухне Иисус Христос Патша тата унпа пӗрле 144 000 ертсе пынипе анлӑ вӗрентӳ ӗҫӗ пурнӑҫланӗ. Унта ҫӗнӗ «кӗнекесемпе» усӑ курӗҫ. Паллах, ҫаксем вӗсем — Туррӑн ҫырса хунӑ хушнисем, вӗсем ҫӗр ҫинче пурӑнакансем валли вӗрентмеллин никӗсӗ пулӗҫ (Апокалипсис 20:12). Ҫынсем ҫапӑҫма мар, мирлӗ пурӑнма вӗренӗҫ. Вилӗм кӳрекен пур хӗҫпӑшал та тӗп пулӗ (Псалом 45:10). Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнакансем пӗрне пӗри юратса, хисеплесе тата чысласа пурӑнма вӗренӗҫ.

14. Этемлӗх пӗр ҫемье пулсан, тӗнче мӗнле улшӑнӗ?

14 Этемлӗх ун чухне туслӑ ҫемье пулса тӑрӗ. Пӗрлӗхпе тата тӑванлӑх пулма нимӗн те чӑрмантармӗ (Псалом 132:1—3). Пӗр ҫурта та вӑрӑсенчен питӗрмелле пулмасть. Кашни чӗрере, кашни килте, ҫӗр ҫинчи кашни кӗтесре мир пулать (Михей 4:4).

ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛНИН САВӐНӐҪӖ

15. Ҫынсен мӗнле икӗ ушкӑнӗ ҫӗр ҫинче вилӗмрен чӗрӗлӗҫ?

15 Пинҫуллӑх вӑхӑтӗнче вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ. Туррӑн таса сывлӑшне, унӑн ӗҫ тӑвакан вӑйне, ӑнлансах хирӗҫ тӑрса ӳкӗнмесӗр Туррӑн уҫҫӑн каланӑ ирӗкне хирӗҫ каякансем вилӗмрен чӗрӗлмеҫҫӗ (Матфей 23:15, 33; Еврейсем 6:4—6). Паллах ӗнтӗ, кам святой сывлӑша хирӗҫ кайни-кайманнине Турӑ хӑй пӑхать. Анчах ҫынсен икӗ ушкӑнӗ чӑннипех вилӗмрен чӗрӗлет — «сӑваплисем тата сӑвапсӑррисем» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Чӗрӗлнӗ чух мӗнле те пулин йӗрке пулмалла, ҫавӑнпа та малтан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа сӑваплисем — Иеговӑна парӑнса ӗҫлекенӗсем — таврӑнаҫҫӗ тесе шутлани тӗрӗс (Еврейсем 11:35—39).

16. а) Ҫӗр ҫинче вилӗмрен чӗрӗлнӗ «сӑваплисем» хушшинче кам пулать? б) Авалхи шанчӑклӑ Турӑшӑн ӗҫлекенсенчен эсӗ кампа ху паллашасшӑн тата мӗншӗн?

16 Вӑрҫӑсем, ҫутҫанталӑкри инкексем тата вилнисем ҫинчен калакан пӗлтерӳсем вырӑнне, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вилӗмрен чӗрӗлнисем ҫинчен калакан савӑнӑҫлӑ хыпарсем илӗҫ. Ҫак шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем — Авель, Енох, Ной, Авраам, Сарра, Иов, Моисей, Раав, Руфь, Давид, Илия, Есфирь — чӗрӗлни ҫинчен пӗлме мӗнле ытарма ҫук савӑнӑҫлӑ пулать. Вӗсем Библире пулса иртнӗ нумай хумхантаракан ӗҫсем пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӗҫ! Иккӗленмелли ҫук, вӗсем тата нумай пулмасть вилнӗ тӳрӗ ҫынсем Сатана системи тӗп пулни, тата Иегова хӑйӗн таса ятне чапа кӑларни, тата хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларни ҫинчен пӗлме телейлӗ пулӗҫ.

17. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ытти вилӗмрен чӗрӗлнисене мӗнле пулӑшу парӗҫ?

17 Ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенсем чӗрӗлессин тепӗр тапхӑрӗ пуҫлансан, миллиардшар «сӑвапсӑррисем» вилӗм сӑнчӑрӗсенчен хӑтӑлнӑ чух ҫав тери пысӑк пулӑшу пама пултарӗҫ! Ҫынсенчен нумайӑшӗн Иегова ҫинчен пӗлме нихӑҫан та май пулман. Сатана «вӗсенӗн ӑсне... туйми тунӑ» (2 Коринф 4:4). Анчах шуйттан тӑрӑшни ахалех пулӗ. Сӑвапсӑррисем илемлӗ, мирлӗ ҫӗр ҫинче пурӑнма таврӑнӗҫ. Вӗсене Иеговӑпа унӑн Патшара ларакан Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен вӗрентме питӗ лайӑх йӗркеленӗ халӑх саламласа кӗтсе илӗ. Миллиардшар чӗрӗлнисем хӑйсен Пултараканне пӗлсе юратма пуҫласан, Иегова ҫинчен калакан пӗлӳ нихӑҫанхинчен те ытла ҫӗре тултарӗ.

18. Сан шутпа, эсӗ вилӗмрен чӗрӗлнӗ ҫывӑх ҫынсене тӗл пулнӑ чух мӗн туйӑн?

18 Мӗн чул савӑнӑҫ парӗ пире вилӗмрен чӗрӗлни! Пирӗнтен кам та пулин тӗп тӑшманран — вилӗмрен — мӗнле те пулин асап тӳсмен-ши? Чирпе, ватлӑхпа, инкекпе е пусмӑрпа ҫыхӑннӑ вилӗм юратупа туслӑх ҫыхӑнӑвӗсене татса, ҫывӑх ҫынна илсе кайнӑ пирки кам хуйхӑрман-ши? Вӗсемпе Райра каллех пӗрле пулма мӗнле савӑнӑҫлӑ пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑх кӑна. Ашшӗсемпе амӑшӗсем, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тусӗсемпе тӑванӗсем савӑннипе кулса тата йӗрсе пӗрне пӗри ыталаса илӗҫ.

ЮЛАШКИНЧЕН ҪИТМЕНЛӖХСӖР!

19. Пинҫуллӑх вӑхӑтӗнче мӗнле хӑватлӑ ӗҫ пулса иртет?

19 Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра хӑватлӑ ӗҫ пулса иртет. Ҫынсемшӗн ҫакӑ, паллах, чи паллӑ япала пулӗ ӗнтӗ. Иегова ертсе пынипе унӑн Ывӑлӗ хӑйӗн каҫарттаракан парнин хакӗпе кашни шанчӑклӑ та итлекен ҫыншӑн усӑ курӗ. Ҫапла ҫылӑх пӗтет те ҫынсем ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ (1 Иоанн 2:2; Апокалипсис 21:1—4).

20. а) Ҫитменлӗхсӗр пулни мӗне пӗлтерет? б) Армагеддона пурӑнса ирттернисем тата вилӗмрен чӗрӗлнисем хӑҫан чӑннипех чӗрӗлсе тӑрӗҫ?

20 Ҫитменлӗхсӗр! Мӗн вӑл? Ҫакӑ Адампа Евӑн Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑха кӗречченхи пулнӑ пурнӑҫа ҫӗнӗрен ҫитессине пӗлтерет. Ӳт-пӳ, ӑс-тӑн, кӑмӑл-туйӑм, нравственность, Библи тата ытти пур енчен те ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ ҫынсем Туррӑн нормисемпе пӗтӗмпех килӗшсе тӑрӗҫ. Анчах та ҫакӑ пур ҫын та пӗр пек пуласса пӗлтерет-и? Паллах, ҫук! Иегова пултарнисем — йывӑҫсем, чечексем, чӗрчунсем — вӗсем пурте Турӑ тӗрлӗ япаласене юратнине кӑтартаҫҫӗ. Пур ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн кашнин хӑйӗн кӑмӑлӗпе пултарулӑхӗ пулать. Вӗсем пурте Турӑ хатӗрленӗ пурнӑҫпа киленӗҫ. Апокалипсис 20:5-мӗшӗнче каланӑ: «Ытти вилнӗ ҫынсем пин ҫул иртмесӗр чӗрӗлмерӗҫ». Армагеддона пурӑнса ирттернӗ питӗ нумай ҫын пекех, чӗрӗлнӗ ҫынсем ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан кӑна пӗтӗмпех чӗрӗлсе тӑрӗҫ.

21. а) Христос ертсе пыракан пинҫуллӑх вӗҫӗнче мӗн пулса иртет? б) Сатанапа тата ӑна майлисемпе юлашкинчен мӗн пулать?

21 Ҫитменлӗхсӗр ҫынсене юлашки тӗрӗслев кӗтет. Пинҫуллӑх вӗҫӗнче сатанапа унӑн демонӗсене тӗпсӗр вырӑнтан кӑлараҫҫӗ те, вӗсене юлашки хут ҫынсене Иеговӑран уйӑрса яма ирӗк параҫҫӗ. Хӑшпӗрисем Турра юратнине манса, хӑйсен сиенлӗ туртӑмӗсем хыҫҫӑн кайӗҫ, анчах вӗсен пӑлхавӗ тӗп пулать. Иегова хӑйсем ҫинчен кӑна шутлакан ҫынсене тата ҫавӑн пекех сатанапа унӑн демонӗсене пӗтерет. Усал тӑвакансем пурте ӗмӗрлӗхех тӗп пулаҫҫӗ (Апокалипсис 20:7—10).

ЭСӖ МӖН ТӐВӐН?

22. Санӑн Райра мӗн тӑвас килет?

22 Ҫӗр ҫинчи райра пурӑнакансем тата Иегова Турра юратакансем умӗнче ӗмӗрлӗх хӑйӗн алӑкне уҫса парать. Унта пулмалли савӑнӑҫа эпир ӑнланса илме те пултараймастпӑр, анчах ҫав ҫынсем хушшинче эсӗ те пулма пултаратӑн. Ҫитменлӗхсӗр ҫынсен музыкӑри, искусствӑри тата ытти ҫӗрти произведенийӗсем ҫак кивӗ тӗнчен аслӑ ӑстасен чи паллӑ ӗҫӗсенчен те ирттерӗҫ! Ҫынсем ҫитменлӗхсӗр пулса тӑраҫҫӗ тата вӗсен вӑхӑт ҫителӗклӗ пулать вӗт. Эсӗ ҫитменлӗхсӗр ҫын пулсан, мӗн тума пултарни пирки шухӑшласа пӑх кӑна. Ҫавӑн пекех эсӗ тата ытти ҫынсем Иегова пултарнӑ япаласем ҫинчен мӗн чул нумай пӗлме пултарни ҫинчен шутласа пӑх — пирӗн Ҫут тӗнчери миллиардшар галактикасенчен пуҫласа субатомлӑ пайсем таран. Этемлӗх тунӑ ҫитӗнӳсем пирӗн юратакан ҫӳлти Атте, Иегова, чӗрине савӑнтарӗҫ (Псалом 150:1—6).

23. Райри пурнӑҫ мӗншӗн нихӑҫан та кичем пулмасть?

23 Пурнӑҫ кичем пулмасть. Пурнӑҫ малалла интереслӗрен те интереслӗ пулса пырӗ. Ҫапла вара, эсӗ куратӑн, Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳн вӗҫӗ-хӗрри ҫук (Рим 11:33). Ӗмӗрлӗх тӑршшӗнче ҫӗнӗ тӗпчевсем ирттерме чикӗсӗр майсем уҫӑлса пырӗҫ (Екклесиаст 3:11). Малалла та Иеговӑна пӗлсе пырса, эсӗ хӑвӑн пурнӑҫна тӑсма пултаратӑн — темиҫе ҫуллӑха мар, ӗмӗрлӗхе! (Псалом 21:27).

24, 25. Мӗншӗн санӑн халех Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла?

24 Ҫӗр ҫинчи райри питӗ лайӑх пуласлӑх темӗнле тӑкакпа вӑй хунине тивӗҫлӗ мар-ши? Кунта нимӗн те иккӗленмелли ҫук! Иегова сана питӗ чаплӑ пуласлӑхӑн уҫҫине парать. Ҫак уҫӑ — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ. Эсӗ унпа усӑ курӑн-и?

25 Эсӗ Иеговӑна юрататӑн пулсан, унӑн ирӗкне пурнӑҫланинче чӑн-чӑн савӑнӑҫ тупӑн (1 Иоанн 5:3). Ҫак ҫул ҫине тӑрсан, эсӗ тӗлӗнмелле пиллӗхсем илӗн! Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе усӑ курса, эсӗ ҫак пӗтекен тӗнчере те телейлӗрех пулӑн. Пулас парне вара питӗ хаклӑ, мӗншӗн тесен ҫак пӗлӳ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать! Халӗ ӗнтӗ вӑй хумалли вӑхӑт. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнас шухӑша ҫирӗп тытса пыр. Хӑв Иеговӑна юратнине кӑтарт. Унӑн таса ятне хисепле тата сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе кӑтарт. Иегова Турӑ вара, чӑн ӑслӑлӑхпа пӗлӳсен Ҫӑлкуҫӗ, саншӑн пӗтӗм чӗререн савӑнӗ (Иеремия 31:3; Софония 3:17). Тата вӑл сана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юратӗ!

ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ

Мӗн вӑл «чӑн-чӑн пурнӑҫ»?

Армагеддон хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн пулать?

Ҫӗр ҫинче кам вилӗмрен чӗрӗлет?

Мӗнле майпа этемлӗх ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрать, тата юлашкинчен ӑна мӗнле тӗрӗслев кӗтет?

Рай пирки шухӑшланӑ чух эсӗ мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн?

[188, 189-мӗш страницӑсенчи ӳкерчӗк]

Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ҫӗре тултарсан, эсӗ Райра пурӑнма шанатӑн-и?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр