11-мӗш сыпӑк
Ҫак кунсем — юлашкисем!
1. Тӗнчере пулса иртнине кура, мӗншӗн нумайӑшӗ ҫухалса каяҫҫӗ, анчах тӗнчере мӗн пулса иртни пирки тӗрӗс ӑнлантарса панине ӑҫта тупма пулать?
МӖНЛЕ-ХА пирӗн лӑпкӑ мар тӗнче ҫакӑн пек лару-тӑру патне ҫитнӗ? Мӗн кӗтет пире? Эсӗ хӑвӑн умна ҫакӑн пек ыйтусем тӑратнӑ-и? Тӗнчери паянхи лару-тӑрӑва кура, нумайӑшӗ ҫухалса каяҫҫӗ. Пуласлӑх мӗн илсе килет — таврара вӑрҫӑсем, чирсем тата преступленисем кӑна вӗт. Правительствӑсен пуҫлӑхӗсем ҫине шанчӑк сахал. Анчах та Турӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче ҫак лӑпкӑ мар кунсен чӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса парать. Библи, шанчӑклӑ кӗнеке пулса, пире эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине курма пулӑшать. Эпир ҫак япаласен системин юлашки кунӗсенче пурӑннине кӑтартать вӑл (2 Тимофей 3:1, ҪТ).
2. Иисуса вӗренекенӗсем мӗнле ыйту панӑ, тата вӑл вӗсене мӗнле хуравланӑ?
2 Тӗслӗхрен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем тӑратнӑ ыйтусем ҫине мӗн хуравланине илер. Иисус виличчен виҫӗ кун маларах вӗсем ыйтнӑ унран: «Эсӗ килессипе тӗнче [«япаласен системи», ҪТ] пӗтессин палли епле пулӗ?»(Матфей 24:3)a. Ҫакӑн ҫине хурав парса, Иисус ҫак Турра хирӗҫ пыракан япаласен системин юлашки кунӗсем ҫитнине уҫҫӑн кӑтартакан ӗҫсемпе лару-тӑру пирки каланӑ.
3. Иисус ертсе пыма пуҫласанах, мӗншӗн ҫӗр ҫинчи лару-тӑру япӑхланса кайнӑ?
3 Малтанхи сыпӑкра кӑтартнӑ тӑрӑх, Библи вӑхӑчӗпе килӗшӳллӗн, Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пырать. Анчах та ҫакӑ пулма пултарать-и? Таврара пӗтӗмпех лайӑхланса мар, япӑхланса кӑна пырать вӗт-ха. Шӑпах ҫакӑ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине кӑтартать те ӗнтӗ. Мӗнле-ха вара? Псалом 109:2-мӗшӗнчен эпир Иисусӑн темӗнле вӑхӑт хушши «тӑшманӗсем хушшинче» ертсе пымаллине пӗлетпӗр. Чӑнах та, унӑн пӗлӗтри Патша тивӗҫӗпе тунӑ ӗҫсенчен пӗрремӗшӗ — сатанапа унӑн демонла пулса кайнӑ ангелӗсене ҫӗр ҫывӑхне хӑваласа яни (Апокалипсис 12:9). Кайран мӗн пулнӑ-ха вара? Шӑпах Апокалипсис 12:12-мӗшӗнче мӗн калани пулса тухнӑ та: «Ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем! Сире хуйхӑ: шуйттан хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ». Халӗ эпир ҫав сахал юлнӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр.
4. Юлашки кунсен хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсем мӗнлерех, тата вӗсем мӗне кӑтартаҫҫӗ? (Рамкӑра ҫырнине пӑх.)
4 Ҫавӑнпа та Иисусран хӑй пуррипе япаласен системин пӗтессин палли пирки ыйтнӑ чух унӑн хуравӗ куҫа уҫса панинчен тӗлӗнмелле мар. Паллӑна кӗрекен тӗрлӗ ӗҫсене 102-мӗш страницӑри рамкӑра кӑтартнӑ. Куратӑн пулӗ, Павел, Петр тата Иоанн христиан апостолӗсем юлашки кунсен тата хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсем пирки каланӑ. Ҫапла, юлашки кунсен палли ҫав тери хуйхӑллӑ лару-тӑру пирки калать. Анчах та ҫак пророкла каланисем пурнӑҫланса пыни, ҫынсене ҫак усал системӑн вӗҫӗ ҫывхарса килнине ҫирӗп шантармалла. Юлашки кунсен хӑшпӗр тӗп уйрӑмлӑхӗсемпе лайӑхрах паллашар.
ЮЛАШКИ КУНСЕН УЙРӐМЛӐХӖСЕМ
5, 6. Вӑрҫӑсемпе выҫлӑх пирки пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?
5 «Халӑх ҫине халӑх тӑрӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх тӑрӗ» (Матфей 24:7; Апокалипсис 6:4). Эрнест Хемингуэй ҫыравҫӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пирки «ҫӗр ҫинчи ҫав тери юнлӑ, тытса чарайми ҫапӑҫу» тесе каланӑ. «Тӗнче улшӑну ҫулӗсенче — 1914—1919» («The World in the Crucible — 1914—1919») кӗнекере каланӑ тӑрӑх «ҫак вӑрҫӑ халиччен пулман вӑйпа иртнӗ, этемлӗхӗн историйӗнчи пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи. Вӑл хӑйӗн вӑхӑчӗпе, вӑйӗпе тата мӗн чухлӗ ҫӗре ярса илнипе ҫак таранччен пулнисенчен тата шухӑшласа илме пултарнисенчен те чылай ирттернӗ». Ун хыҫҫӑн Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланса кайнӑ, вӑл вара Пӗрремӗшӗнчен тата хӑрушӑрах пулнӑ. «Ҫирӗммӗш ӗмӗрте,— тет истори профессорӗ Хью Томас,— автомат, танк, Б-52 бомбардировщик, ядерлӑ бомба тата, юлашкинчен, ракетӑллӑ снарядсем хуҫаланаҫҫӗ. Ҫак ӗмӗр ытти ӗмӗрсенче пулнӑ вӑрҫӑсенчен юнлӑрах тата хӑрушӑрах вӑрҫӑсемпе паллӑ». Ҫапла, вӑрҫӑ хатӗрӗсене пӗтересси пирки нумай каланӑ, «Сивӗ вӑрҫӑ» та пӗтнӗ. Анчах та, пӗр отчет пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрҫӑ хатӗрӗсене палӑртса хунӑ чухлӗ пӗтерсен те, тата 10 000-рен 20 000 таран ядерлӑ хӗҫпӑшал юлать, ку Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче хута янӑ хӗҫпӑшал вӑйӗнчен 900 хутчен ирттерет.
6 «Выҫлӑхсем... пулӗҫ» (Матфей 24:7; Апокалипсис 6:5, 6, 8). 1914-мӗш ҫултанпа пӗр 20 хутчен те пулин питӗ вӑйлӑ выҫлӑх пулнӑ. Вӑл Бангладеш, Бурунди, Греци, Инди, Камбоджа, Китай, Нигери, Раҫҫей, Руанда, Сомали, Судан тата Эфиопи ҫӗршывӗсене пырса тивнӗ. Анчах выҫлӑх пур чухне те апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе пулса каймасть. «Юлашки темиҫе вунҫуллӑх хушшинче апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хурасси ҫынсен шутӗнчен хӑвӑртрах ӳснӗ»,— ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ агрономсемпе экономистсен ушкӑнӗ. «Анчах сахалтан та 800 миллион ҫын тарӑн чухӑнлӑхра пурӑннӑ пирки вӗсем, ҫав нумайлӑха пӑхмасӑрах, хӑйсене выҫлӑхран ҫӑлма пултаракан чи кирлӗ апата та илме пултараймаҫҫӗ». Тепӗр чух политикӑна пула. Торонто университетӗнчи Абделгалиил Элмекки докторӗ тӗслӗх валли икӗ ҫӗршыв илсе кӑтартать: вӗсем ҫӗршыв тулашне питӗ нумай апат-ҫимӗҫ сутнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйсен ҫыннисем пинӗ-пинӗпе выҫӑпа аптӑранӑ. Правительствӑсем ют ҫӗршывсен валютисемпе, гражданӗсене тӑрантарас тесе мар, ытларах хӑйсен вӑрҫисене ирттерме усӑ курасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ пулмалла. Элмекки докторӗ мӗнле пӗтӗмлетӳ патне ҫитнӗ? Нумай чухне выҫлӑх «апат-ҫимӗҫе мӗнле пайласа валеҫнинчен тата правительство политикинчен килет».
7. Паянхи фактсем эпидемисем пирки мӗн калаҫҫӗ?
7 «Мурсем» (Лука 21:11; Апокалипсис 6:8). 1918—1919-мӗш ҫулсенче «испанка» эпидемийӗ сахалтан та 21 миллион пурнӑҫа татнӑ. «Этемлӗхӗн пӗтӗм историйӗнче халиччен нихӑҫан та ҫавӑн чухлӗ ҫынна тата ҫавӑн пек хӑвӑрт вӗлерекен пулман»,— ҫырать А.А.Хоулинг «Аслӑ эпидеми» кӗнекере («The Great Epidemic»). Паян та эпидемисем алхасаҫҫӗ-ха. Кашни ҫул ракран ҫичӗ миллиона яхӑн ҫын вилет, вар-хырӑм чирӗсем 1,5 миллиона яхӑн кӑкӑр ача тата пӗчӗк ача пурнӑҫне татаҫҫӗ, туберкулезран вара 1,5 миллион ытла ҫын вилет. Сывлав ҫулӗсен чирӗсем, ытларах чухне ӳпке шыҫни, ҫулсерен пилӗк ҫула ҫитеймен икӗ миллиона яхӑн ачана вилӗм патне илсе ҫитереҫҫӗ. Тата 2,5 миллиард, шухӑшласа илме ҫук шут — ҫӗр ҫинчи ҫынсен шучӗн ҫуррине яхӑн,— шыв ҫитмен пирки, е таса мар пулнӑ пирки тата япӑх санитари условисем пирки тухнӑ чирсемпе аптӑрать. СПИД — ҫынсем эпидемисене, медицина ҫитӗнӗвӗсем пысӑк пулнӑ пулин те, тӗп тӑвайманнине кӑтартакансенчен тата тепӗр япала.
8. Ҫынсем «укҫана хапсӑнакан» пулни мӗнрен курӑнать?
8 «Ҫынсем... укҫана хапсӑнакан...пулӗҫ» (2 Тимофей 3:2). Тӗнчен тӗрлӗ ҫӗршывӗсенче ҫынсем мул пухма хытӑ хапсӑнни курӑнать. «Ҫитӗнӳсем тунине» час-часах ӗҫ укҫи виҫипе танлаштараҫҫӗ, «тӗллеве пурнӑҫа кӗртнине» вара — пурлӑхпа. «Америкӑри обществӑн витерекен вӑйӗсенчен пӗри — пурлӑх енчен ҫителӗклӗ пулма тӑрӑшни, ҫакӑн пӗлтерӗшӗ ытти пысӑк суту-илӳ рынокӗсенче те ӳсет»,— тесе каланӑ пӗр реклама агентствин вице-президенчӗ. Эсӗ пурӑннӑ вырӑнта та ҫакӑн пекки ҫук-и?
9. Ачасем ашшӗ-амӑшне итлеменни пирки мӗн калама пулать?
9 «Ашшӗ-амӑшӗсене пӑхӑнмӗҫ» (2 Тимофей 3:2). Паян ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем тата ытти ҫынсем хӑйсемех ачасенчен нумайӑшӗ хисеплеме тата итлеме пӑрахнине кураҫҫӗ. Час-часах ҫакӑ ачасем ашшӗ-амӑшӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене хирӗҫленине е вӗсем тунӑ пек тума хӑтланнине кӑтартать. Ытларах та ытларах ачасем ӗненӳ ҫухатса шкулти йӗркесене, закона, тӗне тата ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӑтам шкулти пӗр опытлӑ вӗрентекен калать: «Вӗсем мӗн хисеплени сахал». Телее, Турӑран хӑракан нумай ача хӑйсене лайӑх тытаҫҫӗ.
10, 11. Ҫынсем хытӑ чунлӑ пулнӑ пирки тата вӗсен хушшинче тӑванла туйӑмсем ҫукки пирки мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?
10 «Хытӑ кӑмӑллӑ» (2 Тимофей 3:3). «Хытӑ кӑмӑллӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «алла хӑнӑхман, усал, ҫынпа пӗрле хуйхӑрма пултарайман» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ паянхи пусмӑрлакансене мӗнле лайӑх кӑтартса парать! «Пурнӑҫра пӑлхав, юн тата хӑрушлӑх ҫав тери нумай, кулленхи пӗлтерӳсене пӗлме хурҫӑ нервӑсем кирлӗ»,— тенӗ пӗр редакци статьинче. Пӗр участковӑй полицейски вара ҫула ҫитмен ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫӗсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шутламаннине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ: «Вӗсем хӑйсене: „Ыран мӗн пулассине пӗлместӗп. Эпӗ хамӑнне паянах илӗп“,— тенӗ пек туйӑнать».
11 «Пӗр-пӗрне юратмӗҫ» (2 Тимофей 3:2). Ҫапла куҫарнӑ «чӗресӗр, чунсӑр ҫын» тенине пӗлтерекен тата «тӑванла туйӑмсем ҫителӗксӗррине» кӑтартакан грек сӑмахне («Ҫӗнӗ Халал теологийӗн халӑхсем хушшинчи словарӗ» [«The New International Dictionary of New Testament Theology»]). Ҫапла, ӑшӑ ҫыхӑнусем чи кирлӗ вырӑнта та — ҫемьере те — тӑтӑшах ҫук. Мӑшӑрӗсемпе, ачисемпе, ватӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе те хытӑ чунлӑ тытнисем пирки каласа панисем нумайланни пӑшӑрхантарать. Акӑ тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗн шухӑшӗ: «Ҫынсем хушшинчи пусмӑр — ҫутӑлтарса яни е тапни, ҫӗҫӗпе тирни е пӑшалпа пени —пирӗн обществӑра ытти пур ҫӗртен те ытларах ҫемьере тӗл пулать».
12. Ҫынсем Турра сӑмахпа кӑна юратаҫҫӗ тесе мӗншӗн калама пулать?
12 «Турра юрӑхлӑ пурӑнакансем пек курӑнӗҫ, ӑшӗсенче вӑл пурнӑҫа юратмӗҫ» (2 Тимофей 3:5). Библин ҫынсен пурнӑҫне лайӑх еннелле улӑштарма вӑй пур (Ефес 4:22—24). Анчах паян нумайӑшӗ тӗнпе чаршав вырӑнне усӑ кураҫҫӗ, ун хыҫӗнче вӗсем тӗрӗс мар, Турӑ юратман, ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ултава, ҫаратнине, ар хутшӑнӗвӗсен тасамарлӑхне тӗн пуҫлӑхӗсем тӑтӑшах тӳрре кӑлараҫҫӗ. Нумай тӗнсем юрату пирки вӗрентеҫҫӗ, анчах хӑйсем вӑрҫӑсене хӳтӗлеҫҫӗ. «Ҫӳлти Турӑ ячӗпе,— палӑртнӑ «Индиа тудей» журналти пӗр редакци статьинче,— ҫынсем хӑйсемпе пӗр тӗн тытса пыракансене хирӗҫ чи тискер япаласем тӑваҫҫӗ». Чӑннипе каласан, пирӗн вӑхӑтри чи юнлӑ хирӗҫӳсем — Пӗрремӗшпе Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫисем — христиан тӗнчин чӗринче тапранса кайнӑ.
13. Ҫӗре пӗтерни пирки мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?
13 «Ҫӗре пӗтерекенсем» (Апокалипсис 11:18). Пӗтӗм тӗнчери 1 600 ученӑй, ҫав шутрах Нобель премийӗн 104 лауреачӗ, «Пӑлханнӑ ученӑйсен союзӗ» кӑларнӑ асӑрхаттару айӗнче алӑ пуснӑ; унта каланӑ: «Этемпе ҫутҫанталӑк кӗҫех хире-хирӗҫ пырса ҫапӑнӗҫ. [...] Тата темиҫе вунҫуллӑх, вара пирӗн ҫине килсе тухнӑ хӑрушлӑха ирттерсе ямалли самант иртсе каять». Ҫынсен пурнӑҫшӑн хӑрушӑ ӗҫӗсем «тӗнчене ҫав тери улӑштарса яма пултараҫҫӗ, вара пурнӑҫа эпир пӗлнӗ мелсемпе тытса тӑма май пулмасть»,—тесе каланӑ пӗлтерӳре. Озон сийӗ сахалланса пыни, шыв вараланни, вӑрмансене касса пӗтерни, тӑпра пулӑхлӑхӗ чакни тата чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен нумай ушкӑнӗ пӗтсе пыни — ҫаксене пӗр кӗтсе тӑмасӑр татса памалли ыйтусем тесе илсе кӑтартнӑ. «Эпир пурнӑҫ ҫипӗсен кӑткӑс ҫыхӑнӑвне хутшӑнса кӗни,— каланӑ «Пӑлханнӑ ученӑйсен союзӗн» пӗлтерӗвӗ,— пӗтӗм ҫӗрӗпе япӑхлатса яма пултарать, ҫав шутрах, биологи системисене аркатни патне илсе ҫитерме пултарать, эпир вара вӗсен ҫыхӑнтаракан вӑйӗсене лайӑхах ӑнланмастпӑр-ха».
14. Матфей 24:14-мӗш сӑвви пирӗн кунсенче пурнӑҫланнине эсӗ мӗнле ҫирӗплетсе пама пултаратӑн?
14 «Пур халӑхсене те пӗлтерме, Турӑ Патшалӑхӗн ҫак Евангелийӗ пӗтӗм тӗнчене сарӑлӗ» (Матфей 24:14). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗтӗм халӑхсене пӗлтерме сарӑласси ҫинчен каланӑ Иисус. Турӑ пулӑшнипе тата пилленипе миллионшар Иегова Свидетелӗсем ҫак проповедь ӗҫӗнче тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре миллиардшар сехет ирттереҫҫӗ (Матфей 28:19, 20). Ҫапла, ырӑ хыпара сармасан, юн тӑкнӑшӑн хӑйсем айӑплӑ пулнине ӑнланаҫҫӗ Свидетельсем (Иезекииль 3:18, 19). Тата ҫулсерен пиншер ҫын тав тусах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара йышӑннишӗн тата чӑн христиансен енне — Иегова Свидетелӗсен енне — тӑнишӗн питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем. Иеговӑшӑн ӗҫлени тата ҫапла майпа Турӑ ҫинчен пӗлӳ пани — чи пысӑк та паха чыс. Ҫак ырӑ хыпар пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарӑлсан вара, ҫак усал система пӗтет.
ФАКТСЕНЕ ПӖЛ ТЕ ӖҪЛЕ
15. Паянхи усал система мӗнле пӗтет?
15 Анчах ҫак система мӗнле пӗтет? Библире «пит пысӑк хуйхӑ» пирки каланӑ, вӑл ҫак тӗнчен политика вӑйӗсем «аслӑ Вавилон», суя тӗнӗн тӗнче империйӗ, ҫине тапӑннипе пуҫланать (Матфей 24:21; Апокалипсис 17:5, 16). Ҫав вӑхӑтра «хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫуттине кӑтартмӗ, ҫӑлтӑрсем пӗлӗт ҫинчен тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ», тесе каланӑ Иисус (Матфей 24:29). Ҫакӑ пӗлӗтри пулӑмсене те пӗлтерме пултарать. Темӗнле пулсан та, тӗн тӗнчин ҫутатакан ҫӑлтӑрӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ те пӗтереҫҫӗ. Унтан «Магог ҫӗрӗнчи Гог» текен сатана Иегова халӑхӗ ҫине тапӑнас шутпа киревсӗр ҫынсемпе усӑ курать. Анчах сатана ӑнӑҫлӑ пулмасть, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн халӑхне ҫӑлать (Иезекииль 38:1, 2, 14—23). «Пит пысӑк хуйхӑн» чи вӑйлӑ тапхӑрӗ Армагеддонра — «Пурне те тытса тӑракан Туррӑн... аслӑ кунӗнчи... вӑрҫинче» — ҫитет. Ҫав вӑрҫӑ сатанан ҫӗр ҫинчи организацийӗсенчен нимӗн те хӑвармасть тата чӗрӗ юлнӑ этемлӗхе вӗҫӗмсӗр пиллӗхсемпе киленме май парать (Апокалипсис 7:9, 14; 11:15; 16:14, 16; 21:3, 4).
16. Юлашки кунсен асӑннӑ уйрӑмлӑхӗсем пирӗн вӑхӑтпа ҫыхӑннине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир?
16 Юлашки кунсене сӑнлакан пророкла каланисен хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсене историри урӑх тапхӑрсемпе ҫыхӑнтарма пулать пек. Анчах та пӗтӗмӗшпе илсен, кӑтартнӑ паллӑсем пирӗн кунсем ҫине кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗх валли: ҫын аллинчи пӳрне йӗрӗсем никамӑннипе те танлаштарма ҫук ӳкерчӗк тӑваҫҫӗ. Кунта та ҫаплах, юлашки кунсен палӑртнӑ уйрӑмлӑхӗсен, е пулса иртнисен, хӑйсен ӳкерчӗкӗ пур. Вӗсем хӑйне майлӑ «пӳрне йӗрӗсене» йӗркелеҫҫӗ, ҫавсем нимӗнле урӑх вӑхӑт тапхӑрӗпе те ҫыхӑнман. Ҫак ӗҫсемпе пӗрле Библи халӗ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлать тесе каланине пӑхса тухсан, фактсем пӗтӗмлетме ирӗк параҫҫӗ: эпир чӑнах та юлашки кунсенче пурӑнатпӑр. Унтан та ытла, Библин уҫӑмлӑ ҫирӗплетӗвӗсем паянхи усал системи часах пӗтессе кӑтартаҫҫӗ.
17. Эпир юлашки кунсенче пурӑннине пӗлни пире мӗн тума хистемелле?
17 Эпир юлашки кунсенче пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та эсӗ мӗн тӑвӑн? Шухӑшласа пӑх кӑна: питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килет пулсан, эпир хыпалансах сыхланма мӗн кирлине тӑватпӑр. Кунта та ҫаплах: Библире паянхи система пирки каланисем пире мӗн те пулин тума хистемелле (Матфей 16:1—3). Хамӑр тӗнче системин юлашки кунӗсенче пурӑннине уҫҫӑн куратпӑр эпир. Ҫакӑ пире Турӑ пиллӗхне илес тесен, кирлӗ улшӑнусем тума хистемелле (2 Петр 3:3; 10—12). Хӑйӗн пирки ҫӑлӑнӑҫ илсе килекен тесе каласа, Иисус ҫине тӑрсах чӗнет: «Хӑвӑра астӑвӑр; сирӗн чӗрӗрсем ытлашши ҫисе, ӳсӗрӗлсе ҫӳресе, пурнӑҫшӑн тӑрӑшса ан йывӑрланччӑр, вӑл кун сирӗншӗн сасартӑк ҫитмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те вӑл кун таната пек карса илӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр; ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:34—36).
[Сноска]
a Хӑшпӗр Библисенче «япаласен системи» вырӑнне «тӗнче» сӑмахпа усӑ курнӑ. У. Е. Вайнӑн «Ҫӗнӗ Халалри сӑмахсен словарӗнче» («Expository Dictionary of New Testament Words») аи-он грек сӑмахӗ «пӗр-пӗр паллӑ мар вӑхӑт тапхӑрне е мӗнле те пулин ӗҫсемпе палӑрнӑ вӑхӑта пӗлтерет» тенӗ. Паркхерстӑн «Ҫӗнӗ Халал валли грекла-акӑлчанла словарӗнче» («Greek and English Lexicon to the New Testament», 17-мӗш страница) Еврейсем 1:2-мӗшӗнче аи-о-нес (нумайлӑ хисеп) сӑмахпа мӗнле усӑ курнине ӑнлантарнӑ чух «япаласен системи» сӑмахсене кӗртнӗ. Апла пулсан, «япаласен системи» тесе куҫарни грекла каланипе килӗшӳллӗ.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Библи каланӑ тӑрӑх, Христос ертсе пыма пуҫланӑ вӑхӑтра, тӗнчере мӗнле ӗҫсем пулса иртмелле пулнӑ?
Юлашки кунсен хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсем мӗнле?
Мӗне пула эсӗ эпир юлашки кунсенче пурӑннине ӗненетӗн?
[102-мӗш страницӑри рамка]
ЮЛАШКИ КУНСЕН ХӐШПӖР УЙРӐМЛӐХӖСЕМ
• Халиччен курман вӑрҫӑсем (Матфей 24:7; Апокалипсис 6:4).
• Выҫлӑх (Матфей 24:7; Апокалипсис 6:5, 6, 8).
• Эпидемисем (Лука 21:11; Апокалипсис 6:8).
• Йӗркесӗр ӗҫсем нумайланса пыни (Матфей 24:12).
• Ҫӗре пӗтерса пыни (Апокалипсис 11:18).
• Ҫӗр чӗтреннисем (Матфей 24:7).
• Тӳсме йывӑр саманасем (2 Тимофей 3:1).
• Укҫана ытла та юратни (2 Тимофей 3:2).
• Ашшӗ-амӑшне итлеменни (2 Тимофей 3:2).
• Тӑвансем хушшинчи ӑшӑ ҫыхӑнусем ҫитменни (2 Тимофей 3:2).
• Киленӳсене юратни Турра юратнинчен вӑйлӑрах (2 Тимофей 3:4).
• Хӑйне хӑй тытма пултарайманни (2 Тимофей 3:3).
• Ырра юратманни (2 Тимофей 3:3).
• Ҫывхарса килекен хӑрушлӑха шута илменни (Матфей 24:39).
• Мӑшкӑлҫӑсем юлашки кунсен ҫирӗплетӗвӗсене йышӑнмаҫҫӗ (2 Петр 3:3, 4).
• Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерни (Матфей 24:14).
[101-мӗш страницӑри страниципех ӳкерчӗк]