Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • kl 3 сыпӑк, 23—31 с.
  • Чӑн Турӑ — кам вӑл?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑн Турӑ — кам вӑл?
  • Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЧӐН ТУРРӐН ЯЧӖ ПУР
  • МӖНШӖН ТУРӐ ЯЧӖПЕ УСӐ КУРМАЛЛА
  • ЧӐН ТУРРӐН ПАХА ЕНӖСЕМ
  • «ЫРӐ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ХӖРХЕНЕКЕН»
  • ВӐРАХ ТӲСӖМЛӖ, УНШӐН ПУР ҪЫН ТА ПӖРЕХ, ТӲРӖ
  • «ҪӲЛХУҪА, ПИРӖН ТУРРӐМӐР, ПӖР ҪӲЛХУҪА»
  • Турӑн ячӗ пур
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
kl 3 сыпӑк, 23—31 с.

3-мӗш сыпӑк

Чӑн Турӑ — кам вӑл?

1. Мӗншӗн нумай ҫынсем Библин пӗрремӗш сӑмахӗсемпе килӗшеҫҫӗ?

УЯР каҫ тӳпене пӑхнӑ чух шутласа кӑларма ҫук ҫӑлтӑрсем савӑнтарса тӗлӗнтермеҫҫӗ-и сана? Вӗсем пуррине эсӗ мӗнле ӑнлантаратӑн? Йӑлтӑркка чечексем, питӗ илемлӗ чӗвӗлтетекен кайӑксем, тинӗсре чӑмакан хӑватлӑ китсем пирки мӗн шутлатӑн тата эсӗ? Ҫакӑн пек япаласем пирки чарӑнмасӑр калама пулать. Ҫавсем пурте ӑнсӑртран пулса кайма пултарайман. Нумайӑшӗ Библин пӗрремӗш сӑмахӗсемпе килӗшнинчен тӗлӗнмелле мар: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пултарни 1:1).

2. Библи Турӑ пирки мӗн калать тата пире мӗн тума хистет?

2 Паян ҫынсем Турӑ ҫинчен питӗ тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Хӑшпӗрисем Турӑ вӑл — темӗнле вӑй теҫҫӗ. Миллионӗ миллионӗпе вилнисене пуҫҫапаҫҫӗ те, Турӑ ҫитме ҫук аякра теҫҫӗ. Анчах Библи Турӑ вӑл — темӗнле вӑй мар пулнине, унпа эпир хутшӑнма пултарнине тата вӑл пирӗнпе кашнинпе тарӑннӑн интересленнине уҫса парать. Ҫавӑнпа Библи Турра шырама хистет, «Турӑ пире пурсӑмӑра та ҫывӑх тӑрать» тет вӑл (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27).

3. Мӗншӗн Турра ӳкерсе кӑтартма пулмасть?

3 Турӑ мӗнле сӑн-питлӗ? Турӑ ҫыннисенчен хӑшпӗрисем кӑна унӑн мухтавӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӗсене панӑ курӑнусенче Турӑ хӑйне аслӑ вырӑнӗнче ларнине кӑтартнӑ, тата унран хисеп, ҫав вӑхӑтрах хӑратакан туйӑм ҫуратакан ҫутӑ сарӑлнӑ. Анчах та ҫакна куракан ҫынсем нихӑҫан та Туррӑн сӑн-питне сӑнласа паман (Даниил 7:9, 10; Апокалипсис 4:2, 3). «Турӑ вӑл сывлӑш», вӑл ӳт-пӳсӗр пулнӑ пирки тӑвайман вӗсем ҫавна (Иоанн 4:24). «Турра никам та нихӑҫан та курман» пирки пирӗн Пултаракана ӳт-пӳллӗ кӑтартма пулмасть (Иоанн 1:18; Тухни 33:20). Ҫапах та, Библи пире Турӑ пирки питӗ нумай каласа парать.

ЧӐН ТУРРӐН ЯЧӖ ПУР

4. Библи Турра мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ титулсем парать?

4 Библире Турра ҫакӑн пек сӑмахсемпе сӑнланӑ: «Пурне те Пултаракан Турӑ», «Ҫӳлти Турӑ», «Пултаракан», «Аслӑ Вӗрентекен», «Патша Турӑ», «Ӗмӗрсенӗн... Патши» (Пултарни 17:1; Псалом 49:14; Екклесиаст 12:1, СК; Исаия 30:20, ҪТ; Апостолсен ӗҫӗсем 4:24; 1 Тимофей 1:17). Эпир Туррӑн ҫак титулӗсем пирки шухӑшласа пӑхсан, ун ҫинчен ытларах пӗлме пултаратпӑр.

5. Турӑ мӗн ятлӑ, тата унӑн ячӗ Еврей Ҫырӑвӗсенче миҫе хутчен тӗл пулать?

5 Анчах та Туррӑн ячӗ пур, вӑл пӗр Еврей Ҫырӑвӗсенче кӑна 7 000 хута яхӑн тӗл пулать — унӑн титулӗсенчен те тӑтӑшрах. Пӗр 1 900 ҫула яхӑн каялла еврейсем тӗшмӗше пула Турӑ ятне калама пӑрахнӑ. Библине ҫырнӑ еврей чӗлхинче уҫӑ саспаллисем пулман. Ҫавӑнпа Моисей, Давид тата авалхи ытти ҫынсем Турӑ ятне кӗрекен тӑватӑ хупӑ саспаллине (יהוה) мӗнле каланине тӗп-тӗрӗс пӗлме ҫук. Хӑшпӗр ученӑйсем Турӑ ятне «Яхве» тесе каланӑ теҫҫӗ, анчах та вӗсем кун пирки иккӗленеҫҫӗ. «Иегова» тесе каланипе нумай вӑхӑт хушши усӑ курнӑ, ҫавӑн пек каланисене нумай чӗлхесенче те йышӑннӑ (Осия 12:5 ҫине пӑх).

МӖНШӖН ТУРӐ ЯЧӖПЕ УСӐ КУРМАЛЛА

6. Псалом 82:19-мӗшӗнче Иегова пирки мӗн каланӑ, тата мӗншӗн пирӗн ӑна ятран чӗнмелле?

6 Иегова — ҫак хӑйне евӗр пӗртен-пӗр ят Турра ытти турӑсенчен уйӑрать. Ҫавӑнпа вӑл Библире тӑтӑшах тӗл пулать, ытларах еврей текстӗнче. Тӑлмачӑсенчен нумайӑшӗ хӑйсен куҫарӗвӗсенче Турӑ ячӗпе усӑ курмаҫҫӗ, анчах та Г. П. Павский куҫарнӑ Псалом 82:19-мӗшӗнче уҫҫӑн каланӑ: «Иегова ятлӑскер, Пӗр Эсӗ кӑна пӗтӗм ҫӗр ҫинчи ҫӳлти Турӑ». Ҫавӑнпа та Турӑ ҫинчен каланӑ чух ӑна ячӗпе чӗнни вырӑнлӑ.

7. Мӗн пӗлетпӗр эпир Иегова Турӑ пирки унӑн ячӗн пӗлтерӗшӗнчен?

7 Иегова ят — «пул» пӗлтерӗшлӗ еврей глаголӗн форми. Ҫавӑнпа Турӑ ячӗ «Вӑл пулма парать» тенине пӗлтерет. Ҫапла майпа Иегова хӑй аслӑ шухӑшсен Турри пулнине ӑнлантарать. Вӑл яланах вӗсене пурнӑҫлать. Ҫынсем нихӑҫан та хӑйсен шухӑшӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланасса питех шанма пултарайман пирки пӗр чӑн Турӑ кӑна ҫак ятпа ҫӳреме тивӗҫлӗ (Иаков 4:13, 14). Пӗр Иегова кӑна калама пултарать: «Ман ҫӑвартан тухнӑ сӑмах вӑл... Эпӗ мӗн хушнине тӑвать вӑл» (Исаия 55:11).

8. Иегова Моисей урлӑ хӑй мӗнле шухӑш тытни ҫинчен пӗлтернӗ?

8 Еврей халӑхӗн патриархӗсем Авраам, Исаак тата Иаков «Иеговӑн ятне асӑнса чӗннӗ» (ҪТ), анчах та вӗсем унӑн пӗлтерӗшне пӗтӗмпех ӑнланман (Пултарни 21:33; 26:25; 32:9; Тухни 6:3). Иегова вӗсен ӑруне, Израиль халӑхне, Египетри чуралӑхран хӑтарма шут тытнине пӗлтерсен тата вӗсене пурӑнма «сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре» пама сӑмах парсан, ҫакӑ ӗненмелле мар пек туйӑннӑ (Тухни 3:17). Ҫавна пӑхмасӑрах, Турӑ Моисей пророка ҫапла хушса, хӑйӗн ячӗн нихӑҫан улшӑнман пӗлтерӗшне кӑтартнӑ: «Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [«Иегова», МАК], аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ. Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр» (Тухни 3:15).

9. Фараон хӑйне Иеговӑпа мӗнле тытнӑ?

9 Моисей фараонран, Египет патшинчен, Израиль халӑхне пушхире Иеговӑна пуҫҫапма яма ыйтнӑ. Анчах та хӑйне турӑ вырӑнне шутлакан тата Египет туррисене пуҫҫапакан фараон хуравланӑ: «Эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль ывӑлӗсене кӑларса ямашкӑн Турӑ [«Иегова», МАК] вӑл камах вара? эпӗ Турра [«Иеговӑна», МАК] пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп» (Тухни 5:1, 2).

10. Израиль халӑхӗпе мӗн тума шутланине пурнӑҫлас тесе мӗн тунӑ Иегова авалхи Египетра?

10 Вара Иегова, хӑйӗн ячӗ пӗлтерӗшӗпе килӗшсе пырса, хӑйӗн шухӑшне утӑм хыҫҫӑн утӑм пурнӑҫлама пуҫлать. Вӑл авалхи Египет халӑхӗ ҫине вунӑ асап ярать. Юлашки асап вӑхӑтӗнче Египетри малтан ҫуралнисем пурте вилеҫҫӗ, ҫав шутра мӑнкӑмӑллӑ фараон ывӑлӗ те. Вара Египет ҫыннисем Израиль халӑхне хӑйсен ҫӗрӗнчен тухса кайма тархаслама пуҫлаҫҫӗ. Анчах та хӑшпӗр Египет ҫыннисен кӑмӑлне Иегова вӑй-хӑвачӗ ҫав-тери хускатнӑ, вара вӗсем Израиль халӑхӗпе хутшӑнса вӗсемпе пӗрле Египетран тухса кайнӑ (Тухни 12:35—38).

11. Иегова Хӗрлӗ тинӗс патӗнче мӗнле хӑватлӑ ӗҫ тунӑ, тата унӑн тӑшманӗсен мӗн пӗлме тивнӗ?

11 Кутӑн фараон хӑйӗн ҫӗршер вӑрҫӑ урапинчен тӑракан ҫарӗпе чурисене хыҫалтан хӑвалама ыткӑннӑ. Египет ҫыннисем вӗсене хӑваласа ҫитесси кӑшт кӑна юлсан, Турӑ тӗлӗнмелле майпа Хӗрлӗ тинӗс шывӗсене уйӑрса янӑ та, Израиль халӑхӗ тинӗс тӗпӗ урлӑ каҫма пултарнӑ. Хӑвалаканнисем пулса тӑнӑ хушша ыткӑннӑ, анчах та Иегова «вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ». Вара Египет ҫар ҫыннисем кӑшкӑрса янӑ: «Израиль ҫыннисенчен тарар, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе Египет ҫыннисене ҫӗнтерсе пырать». Анчах та ытла кая юлнӑ вӗсем. Тем пысӑкӑш шыв стенисем йӑтӑнса аннӑ та «фараонӑн пӗтӗм ҫарне, урапаллӑ ҫарне, юланутҫисене хупласа хунӑ» (Тухни 14:22—25, 28). Ун чухне Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларнӑ, ҫав ӗҫ паян кунччен те манӑҫа тухман (Иисус Навин 2:9—11).

12, 13. а) Турӑ ячӗ паян пирӗншӗн мӗне пӗлтерет? б) Ҫынсен мӗне питӗ вӗренмелле тата мӗншӗн?

12 Туррӑн мухтавлӑ ячӗ паян пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн ячӗ, Иегова,— вӑл хӑйӗн пур шухӑшӗсене пурнӑҫлассин никӗсӗ. Ку ҫавӑн пекех унӑн ҫӗре чи малтанах рай тӑвас шухӑшӗпе те ҫыхӑннӑ (Пултарни 1:28; 2:8). Ҫакна тӑвас тесе Турӑ, хӑй каланӑ пек, хӑйӗн аслӑ влаҫӗн хальхи тӑшманӗсене пӗтерсе хурӗ: «Эпӗ Турӑ [«Иегова», МАК] иккенне пӗлӗҫ» (Иезекииль 38:23). Ун чух вӑл хӑйӗн сӑмахне тытса хӑйне пуҫҫапакансене ҫӗнӗ тӳрӗ тӗнче парнелӗ (2 Петр 3:13).

13 Турӑ ырлассине кӗтекен ҫынсен унӑн ятне ӗненсе чӗнме вӗренмелле. Библи сӑмах парать: «Турӑ [«Иегова», ҪТ] ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» (Рим 10:13). Ҫапла, Иегова ячӗ тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Иеговӑна хамӑрӑн Турӑ тата Ҫӑлакан тесе чӗнсен, эсӗ вӗҫӗмсӗр телей илме тивӗҫ пулӑн.

ЧӐН ТУРРӐН ПАХА ЕНӖСЕМ

14. Туррӑн мӗнле тӗп паха енӗсене асӑрхаттарать Библи?

14 Израиле Египетран ирӗке кӑларни ҫинчен калакан пӗлтерӗве пӑхса тухнӑ чух Турӑ хӑйӗн килӗшӳллӗн ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ тӗп паха енне палӑртнине куратпӑр эпир. Хӑйне фараонпа мӗнле тытни унӑн хисеп, ҫав вӑхӑтрах хӑрамалли туйӑм ҫуратакан вӑйне уҫать (Тухни 9:16). Ҫав йывӑр лару-тӑрӑва чаплӑн татса пани унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑлӑхне кӑтартать (Рим 11:33). Кутӑн тӑшманӗсене тата хӑйӗн халӑхне пусмӑрлакансене наказани парса вӑл тӳрӗлӗхне палӑртнӑ (Саккуна астутарни 32:4). Туррӑн чи паллӑ паха енӗ — юрату. Авраам йӑхне сӑмах панине тытса вӑл иксӗлми юратӑвне кӑтартнӑ (Саккуна астутарни 7:8). Унсӑр пуҫне, юратуне вӑл хӑшпӗр Египет ҫыннисене хӑйсен суя туррисене сирсе ярса, хӑйсен ырӑлӑхӗшӗн пӗртен-пӗр чӑн Турӑ енне ҫаврӑнма ирӗк парса кӑтартнӑ.

15, 16. Турӑ юратуне мӗнле кӑтартать?

15 Библине вуласа пырса, эсӗ юрату вӑл — Туррӑн тӗп паха енӗ пулнине курӑн, вӑл ӑна тӗрлӗрен палӑртать. Тӗслӗхрен, юратнипе вӑл Пултаракан пулса, ангелсене пурнӑҫ парнеленӗ. Ҫӗршер миллион ангел Турра юратса мухтаҫҫӗ (Иов 38:4, 7; Даниил 7:10). Ҫавӑн пекех Турӑ юратуне Ҫӗре пултарнипе тата ӑна ҫынсен телейлӗ пурнӑҫӗ валли хатӗрленипе кӑтартнӑ (Пултарни 1:1, 26—28; Псалом 113:24).

16 Турӑ юратнипе пире мӗн чухлӗ ырӑ тунине шутласа пӗтерме те ҫук. Чи пӗрремӗшӗ: Турӑ пире ҫав-тери юратса тата ҫав-тери тӗлӗнмелле пултарнӑ, ҫавна пула эпир вара пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултаратпӑр (Псалом 138:14). «Пӗлӗт ҫинчен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса» кӑтартать вӑл юратӑвне (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17). Турӑ ҫавӑн пекех «хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матфей 5:45). Юратнипе Пултаракан пире пӗлӳсем парать те хӑйне савӑнса пуҫҫапма пулӑшать. Чӑннипех, «Турӑ Вӑл — юрату» (1 Иоанн 4:8). Анчах унӑн тата ытти нумай паха енӗсем пур.

«ЫРӐ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ХӖРХЕНЕКЕН»

17. Тухни 34:6, 7-мӗшӗнчен эпир Турӑ пирки мӗн пӗлетпӗр?

17 Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн та, малтанхи пекех, Израиль ҫыннисен Турра лайӑхрах пӗлсе ҫитмелле пулнӑ. Моисей ҫакна ӑнланса кӗл тунӑ: «Эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, йӑлӑнатӑп: Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана, Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупмашкӑн эпӗ Сана пӗлсе ҫитем» (Тухни 33:13). Туррӑн сӑмахӗсене итлесен, Моисей ӑна лайӑхрах пӗлнӗ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ХК], Ҫӳлхуҫа, этеме юратакан [«хӗрхенекен», ХК], ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ, тӳрӗлӗхе упракан, ырӑлӑхне пин сыпӑка ҫитиччен кӑтартса тӑракан, айӑпа, усал ӗҫе, ҫылӑха каҫаракан, анчах хаса памасӑр хӑварман» (Тухни 34:6, 7). Турӑ юратӑвӑпе тӳрӗлӗхӗ пӗр-пӗрне танлаштараҫҫӗ; пӗлсе тӑрсах ҫылӑха кӗрекенсене вӑл япӑх ӗҫсем тунӑ хыҫҫӑн мӗн пулассинчен хӳтӗлемест.

18. Иегова хӗрхенни мӗнре курӑнать?

18 Моисей пӗлнӗ тӑрӑх Турӑ хӗрхенӗвне кӑтартать. Хӗрхенекен ҫын хӗн кураканпа пӗрле хуйхӑрать, вӑл унӑн асапне ҫӑмӑллатасшӑн тӑрӑшать. Турӑ та этемлӗхе хӗрхеннине юлашкинчен йывӑрлӑхсене, чирсене тата вилӗме пӗтерес тесе тӑрӑшнипе кӑтартать (Апокалипсис 21:3—5). Турра пуҫҫапакансем ҫак тӗнчери лару-тӑрушӑн хӗн курма тата мӗн те пулин шутламасӑр тунишӗн инкеке лекме пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсем Иеговӑран йӑвашшӑн пулӑшу ыйтсан, вӑл вӗсене лӑплантарать тата пулӑшать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пуҫҫапакансемшӗн ырӑ кӑмӑллӑн тӑрӑшать (Псалом 85:15; 1 Петр 5:6, 7).

19. Мӗншӗн Турра тулли ырӑлӑхлӑ теме пулать?

19 Хӑшпӗр власть тытакан ҫынсем ыттисемпе хӑйсене хаяр тытаҫҫӗ. Иегова пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн йӑваш ӗҫлекенӗсене вӗҫӗмсӗр ырӑлӑх кӑтартать! Пӗтӗм тӗнчери чи аслӑ влаҫа тытса тӑрать пулсан та, вӑл хӑйне ҫынсемпе тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ тытать (Псалом 8:4, 5; Лука 6:35). Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫынсем хӑйсене кӑмӑл тума ыйтсан, Иегова вӗсене ырӑлӑхне кӑтартать (Тухни 22:26, 27; Лука 18:13, 14). Паллах, кама та пулин ырлама тата хӗрхенме Туррӑн тивӗҫӗ мар (Тухни 33:19). Ҫавӑнпа та, пирӗн Турӑ хӗрхенӗвӗпе ырӑлӑхне питӗ хакламалла (Псалом 144:1, 8).

ВӐРАХ ТӲСӖМЛӖ, УНШӐН ПУР ҪЫН ТА ПӖРЕХ, ТӲРӖ

20. Иегова вӑрах тӳсӗмлӗ тата уншӑн пур ҫын та пӗрех пулни мӗнрен курӑнать?

20 Иегова вӑрах тӳсӗмлӗ. Анчах та вӑл ним тумасӑр ларманни фараонпа унӑн ҫарне Хӗрлӗ тинӗсре пӗтернӗ тӗслӗхрен курӑнать. Иеговӑшӑн ҫавӑн пекех пур ҫын та пӗрех. Ҫавӑнпа та Турӑ халӑхӗ, Израиль, хӑй яланах ҫылӑха кӗнӗшӗн, юлашкинчен унӑн ырӑлӑхне ҫухатнӑ. Халӗ Турӑ пуҫҫапакансене пур халӑхран та пуҫтарать, анчах та унӑн тӗрӗс ҫулӗсемпе килӗшӳллӗ пыракансене кӑна (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35).

21. а) Апокалипсис 15:2—4-мӗшӗнче Турӑ пирки мӗн пӗлтернӗ? б) Туррӑн нормисемпе килӗшсе пурӑнма мӗн пулӑшать пире?

21 Апокалипсис ятлӑ Библи кӗнекинче Туррӑн тӳрӗ «сучӗсем» пирки пӗлни кирлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ангелсем юрлани ҫинчен пӗлтерет: «Ей Турӑ, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем пысӑк, тӗлӗнмелле! Ей святойсенӗн Патши! Санӑн ҫулусем таса, тӗрӗс. Ей Турӑ, Санран кам хӑрамӗ, Санӑн ятна кам мухтамӗ? Пӗр Эсӗ анчах таса, пур халӑхсем те Сан умна килсе, Сана пуҫҫапӗҫ: Санӑн сутусем пуҫланчӗҫ ӗнтӗ» (Апокалипсис 15:2—4). Эпир Иегова нормисемпе килӗшсе пурӑнатпӑр пулсан, ҫапла майпа эпир Турӑран хӑранине тата ӑна кирлӗ пек хисепленине кӑтартатпӑр. Эпир Туррӑн ӑслӑлӑхӗпе юратӑвӗ пирки астӑватпӑр пулсан, ҫакна тума ҫӑмӑл. Унӑн пур заповечӗсем те пире ырӑ кӳреҫҫӗ (Исаия 48:17, 18).

«ҪӲЛХУҪА, ПИРӖН ТУРРӐМӐР, ПӖР ҪӲЛХУҪА»

22. Мӗншӗн Библине тӗплӗн шухӑшласа йышӑнакан ҫынсем Троицӑна пуҫҫапмаҫҫӗ?

22 Авалхи Египет ҫыннисем нумай турра пуҫҫапнӑ, анчах Иегова — «кӗвӗҫекен Турӑ» (Тухни 20:5). Моисей Израиль ҫыннисене: «Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, пӗр Ҫӳлхуҫа»,— тесе аса илтернӗ (Саккуна астутарни 6:4). Иисус Христос ҫак сӑмахсене тепӗр хут каланӑ (Марк 12:28, 29). Ҫавӑнпа та Библине Турӑ Сӑмахӗ тесе шутлакан ҫынсем Троицӑна, е виҫӗ сӑнлӑ турра, пуҫҫапмаҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла, «Троица» сӑмах Библире ҫук. Чӑн Турӑпа Иисус Христос пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ (Иоанн 14:28; 1 Коринф 15:28). Туррӑн святой сывлӑшӗ — вӑл Иеговӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ, Пурне те Пултаракан унпа хӑйӗн шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ чух усӑ курать (Пултарни 1:2; Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—4, 32, 33; 2 Петр 1:20, 21).

23. а) Мӗнле санӑн юрату Турӑ патне ӳсӗ? б) Иисус Турра юратасси пирки мӗн каланӑ, тата Христос ҫинчен мӗн пӗлмелле?

23 Иегова мӗнлерех тӗлӗнмелле Турӑ пулнине пӑхса тухсан, вӑл пуҫҫапассине тивӗҫлӗ тесе шутлама пуҫламарӑн-и эсӗ? Унӑн Сӑмахне, Библине, вӗренсе пырса, эсӗ унпа лайӑхрах паллашӑн тата санӑн ӗмӗрлӗх ырӑлӑхпа телейшӗн вӑл мӗн тума ыйтнине пӗлӗн (Матфей 5:3, 6). Унсӑр пуҫне, эсӗ Турра ытларах юратма пуҫлӑн. Иисус каланӑ: «Хӑвӑн Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм хӑватупа юрат» (Марк 12:30). Иисус Турра ҫавӑн пекех юратни пирки иккӗленмелли ҫук. Анчах Иисус Христос пирки мӗн каланӑ-ха Библире? Вӑл Иеговӑн шухӑшӗсенче мӗнле вырӑн йышӑнать?

ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ

Турӑ мӗн ятлӑ, тата унӑн ячӗ Еврей Ҫырӑвӗсенче миҫе хутчен тӗл пулать?

Мӗншӗн Турӑ ячӗпе усӑ курмалла?

Иегова Туррӑн мӗнле паха енӗсем сана ытларах килӗшеҫҫӗ?

[29-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Пур япалана та Пултаракана лайӑх пӗлетӗн-и эсӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр