1-мӗш сыпӑк
Сана телейлӗ пуласлӑх кӗтет!
1, 2. Пултаракан сана мӗн сӗнет?
ҪЫВӐХ ҫыннӑн ҫирӗп ытамӗ. Сӗтел хушшинче юлташсемпе ахӑлтатса кулни. Ачасен кӑмӑла ҫемҫетекен вӑййи. Ҫакӑн пек самантсем пире савӑнӑҫ параҫҫӗ. Анчах та нумайӑшӗ умне пурнӑҫ темӗн чухлӗ йывӑр ыйтусем кӑларса тӑратать. Санпала та ҫакӑн пекки килсе тухрӗ пулсан, шанчӑкна ан ҫухат.
2 Сана телейлӗ пултӑр та ырӑран та ырӑ условисенче, питӗ лайӑх ҫынсем хушшинче пурӑнтӑр тет Турӑ. Ку ӗмӗт кӑна мар, Турӑ сана телейлӗ пурнӑҫ уҫҫине сӗнет. Ҫав уҫӑ — пӗлӳ.
3. Мӗнле пӗлӗве телей уҫҫи теме пулать, тата мӗншӗн эпир Турӑ ҫавӑн пек пӗлӳ парасса шанма пултаратпӑр?
3 Калаҫу этем ӑслӑлӑхӗнчен чылай иртекен уйрӑм пӗлӳ пирки пырать. Ку вӑл — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ (Ытарлӑн каланисем 2:5). Пӗр 2000 ҫул маларах Библине ҫыракансенчен пӗри каланӑ: «Кирек хӑш ҫурта та кам та пулин лартать, пурне те туса ҫитерекенӗ Турӑ» (Еврейсем 3:4). Пурне те Пултараканӑн пӗлӗвӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑх-халӗ! Турӑ ҫӑлтӑрсен шутне пӗлет тата вӗсене ятсем парать тесе каланӑ Библире. Ҫакӑ питӗ тӗлӗнмелле вара: пӗр пирӗн Галактикӑра кӑна ҫӗршер миллиард ҫӑлтӑр, астрономсем вара ҫӗр миллиарда яхӑн галактика пур теҫҫӗ! (Псалом 146:4). Турӑ ҫавӑн пекех пирӗн ҫинчен те пӗтӗмпех пӗлет; ҫавӑнпа та кам-ха пирӗн чи кирлӗ ыйтусем ҫине туллин хуравлама пултарӗ? (Матфей 10:30).
4. Мӗншӗн эпир Турӑ пире пурӑнма вӗрентессе кӗтме пултаратпӑр, тата мӗнле кӗнекере ҫавӑн пек вӗрентни пур?
4 Машина юсакан икӗ арҫын ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ваннӑ вырӑна юсас шанчӑка ҫухатса вӗсенчен пӗри ӗҫ хатӗрӗсене пӑрахать. Тепри васкамасӑр ҫӗмӗрӗлнине тӳрлетет, машинӑна тапратать те йӑл кулать — двигатель лайӑххӑнах ӗҫлет. Вӗсенчен хӑшӗнче завод панӑ усӑ курма вӗрентекен кӗнеке пулнине тавҫӑрса илме йывӑр мар. Турӑ та ҫавӑн пекех пире пурӑнма вӗрентекен кӗнеке пани ҫинчен шутлани тӗрӗс мар-ши? Тен, эсӗ пӗлетӗн: Библи хӑйне шӑпах пирӗн Пултаракан вӗрентӗвӗн тата Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ кӗнеки тет (2 Тимофей 3:16).
5. Библири пӗлӳсем мӗн тери хаклӑ?
5 Библи калани тӗрӗс пулсан, унта мӗн чухлӗ питӗ хаклӑ пӗлӳ пурри пирки шухӑшласа пӑх кӑна! Ытарлӑн каланисем 2:1—5-мӗшӗнче Библи пире ӑслӑлӑха ҫӗр ӑшне чавса пытарнӑ пурлӑха шыранӑ пек шырама хавхалантарать, анчах та ҫынсен шухӑшӗсен «ҫӗрӗнче» мар, Турӑ Сӑмахӗнче. Эпир Библире шыратпӑр пулсан, Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ тупатпӑрах. Турӑ эпир пурне те пултарайманнине тата пире мӗн кирлине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл пире мирлӗ, телейлӗ пурӑнма пулӑшас тесе кӑтартусем парать (Псалом 102:14; Исаия 48:17). Унсӑр пуҫне, Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ хумхантаракан ырӑ хыпар сӗнет.
ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ
6. Иисус ҫынсене Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ пирки мӗн тесе шантарнӑ?
6 Иисус Христос — вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ — Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳн ҫак енне уҫҫӑн каласа панӑ: «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вӑл — Сана, пӗр чӑн Турра, тата Ху янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Шухӑшласа пӑх — ҫак пӗлӳ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пырать!
7. Турӑ эпир ан вилччӗр тесе шут тытни пирки мӗнле ҫирӗплетӳсем пур?
7 Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пурнӑҫланма пултарайман ӗмӗт тесе сирсе яма ан васка. Ун вырӑнне, тӗслӗхрен, этем организмне мӗнле пултарнине сӑнаса пӑх. Унра пӗтӗмпех тӗлӗнмелле тӗплӗн шухӑшласа хунӑ, ҫавӑнпа эпир илтетпӗр, куратпӑр, тутӑ, шӑршӑ тата хыпашлав туйӑмне пӗлетпӗр. Туйӑм органӗсем пулӑшнипе пире савӑнӑҫ паракан япаласем питӗ нумай ҫӗр ҫинче: тутлӑ апат-ҫимӗҫ, кайӑксен ҫепӗҫ юрри, ырӑ шӑршӑ саракан чечексем, илемлӗ тавралӑх, кӑмӑллӑ юлташла ҫыхӑнусем! Ҫак пӗтӗм япалапа киленме вара эпир хамӑрӑн тӗлӗнмелле пуҫ мимине пула пултаратпӑр, вӑл темӗнле хӑватлӑ компьютертан та ирттерет. Пирӗн Пултаракан эпир вилсе ҫакна пурне те ҫухатччӗр тесе чӑннипех эсӗ ҫавӑн пек шутлатӑн-и? Унӑн пире телейлӗ тата ӗмӗр пурӑнтарас кӑмӑл пур тесе шухӑшлани тӗрӗсрех мар-ши? Халӗ эсӗ Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ саншӑн мӗне пӗлтернине куратӑн.
РАЙРИ ПУРНӐҪ
8. Библи этемлӗх пуласлӑхӗ пирки мӗн калать?
8 Библи ҫӗрпе этемлӗх пуласлӑхӗ ҫинчен мӗн каланине пӗр сӑмахпа палӑртма пулать: Рай! Иисус Христос пӗр вилекен ҫынна: «Манпа пӗрле райра пулӑн»,— тенӗ чух ҫавна асра тытнӑ (Лука 23:43). Паллах, Рай пирки шантарни ҫав ҫынна пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ, Адампа Ева, телейлӗ пурӑннӑ вырӑна аса илтернӗ. Турӑ вӗсене пултарсассӑн, вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ тата Пултаракан йӗркелесе туса хунӑ парк евӗр садра пурӑннӑ. Ӑна Едем сачӗ ятне пани — ку «киленӳ сачӗ» тенине пӗлтерет — вырӑнлӑ пулнӑ.
9. Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
9 Мӗнлерех илемлӗ пулнӑ ҫав сад! Вӑл чӑн-чӑн рай пулнӑ. Унӑн лаштра симӗс ӳсентӑранӗсем хушшинче сӗткенлӗ ҫимӗҫ паракан улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳснӗ. Адампа Ева хӑйсем пурӑннӑ вырӑна тӗпченӗ, тутлӑ, тасаран та таса шыва ӗҫнӗ тата йывӑҫсем ҫинчи ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ — вӗсене нимӗн те чӑрмантарман та, хӑратман та. Чӗрчунсем те вӗсене нимӗнле сиен те кӳмен, Турӑ Адампа Евӑна вӗсемпе юратса хуҫаланма хушнӑ. Унсӑр пуҫне, пӗрремӗш этем мӑшӑрӗн питӗ лайӑх сывлӑх пулнӑ. Турра итлесе пурӑннӑ чухне вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ пурӑнма пултарнӑ. Вӗсене ҫав тери интереслӗ ӗҫ хушнӑ — хӑйсен чаплӑ, рай евӗр килӗшӗн тӑрӑшма. Турӑ Адампа Евӑна хушнӑ: «Ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр». Вӗсен тата вӗсен малалли ӑрӑвӗн Рая пӗтӗм планета илемлӗ те ытарма ҫук вырӑн пулса тӑриччен сармалла пулнӑ (Пултарни 1:28).
10. Иисус Рай пирки каланӑ чух мӗн асра тытнӑ?
10 Анчах та Иисус, Рай пирки каланӑ чух, вилекен ҫынна тахҫан иртнӗ кунсене аса илтересшӗн пулман. Иисус пуласлӑх пирки каланӑ! Пӗр-пӗр кун пирӗн ҫӗр рай пулса тӑрасса пӗлнӗ вӑл. Ҫапла майпа, Турӑ хӑй этемлӗхпе ҫӗр ҫинчен малтан мӗн шутласа хунине пурнӑҫлать (Исаия 55:11). Рай малтан мӗнле пулнӑ пекех пулать! Мӗнлерех курӑнса тӑракан пулать-ши вӑл? Ҫак ыйту ҫине хуравлама Турӑ Сӑмахне, Библине, ирӗк парӑпӑр.
ПУЛАС РАЙРИ ПУРНӐҪ
11. Пулас Райра чирсемпе, ватлӑхпа тата вилӗмпе мӗн пулать?
11 Урӑх чир те, ватлӑх та, вилӗм те пулмӗ. «Ун чух суккӑррисен куҫӗсем уҫӑлӗҫ, илтменнисен хӑлхисем те илтӗҫ. Ун чух уксаххи те пӑлан пек сиксе тӑрӗ, чӗлхесӗррисен чӗлхи те юрлӗ» (Исаия 35:5, 6). «Турӑ хӑй те вӗсемпе [ҫынсемпе] пӗрле пулса... Турӑ вӗсен куҫӗнчи пур куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, вилӗм пулмӗ ӗнтӗ, йӗрӳ те, улашу та, чир те урӑх пулас ҫук: ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Апокалипсис 21:3, 4).
12. Мӗншӗн эпир пулас Райра преступлени тӑвасси, пусмӑрласси тата усал ӗҫ тӑвасси пулмасть тесе ҫирӗп шанма пултаратпӑр?
12 Преступлени тӑвасси, пусмӑрласси тата усал ӗҫ тӑвасси ӗмӗрлӗхе чарӑнӗ. «Усал ӗҫ тӑвакансем пӗтӗҫ... Вӑраха каймӗ ӗнтӗ, усал ҫын пӗтсе ларӗ; ...пӑхӑн та, вӑл пулмӗ. Йӑвашшисене ҫӗр тивӗ» (Псалом 36:9—11). «Йӗркесӗр ҫынсем пӗтӗҫ ҫӗр ҫинчен, ултавлисем те тӗп пулӗҫ ун ҫинчен» (Ытарлӑн каланисем 2:22, СК).
13. Турӑ мир мӗнле тӑвать?
13 Пӗтӗм ҫӗр ҫинче мир сарӑлӗ. Турӑ «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех вӑрҫӑсене чарчӗ, ҫӗмӗренсене ҫӗмӗрчӗ, сӑнӑсене хуҫрӗ» (Псалом 45:10). «Ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫуталса тӑрӗ, уйӑх чарӑниччен тулли канӑҫлӑх пулӗ» (Псалом 71:7).
14, 15. Пулас Райри ҫурт-йӗр, ӗҫ тата апат-ҫимӗҫ пирки мӗн каланӑ?
14 Лайӑх ҫурт–йӗр тата пур енчен те ҫырлахтаракан ӗҫ пулӗ. «Ҫуртсем туса вӗсенче пурӑнӗҫ... Урӑххисем пурӑнччӑр тесе тумӗҫ, урӑххи ҫиччӗр тесе лартмӗҫ; мӗншӗн тесен Манӑн халӑхӑн кунҫулӗ йывӑҫ кунҫулӗ пек пулӗ, Эпӗ йышӑннисем хӑйсен аллипе тунӑ япаласемпе нумайччен усӑ курӗҫ. Усӑсӑр ӗҫлемӗҫ, ачисене те хуйхӑшӑн ҫуратмӗҫ» (Исаия 65:21—23, СК).
15 Сывлӑхшӑн усӑллӑ апат-ҫимӗҫ туллиех пулӗ. «Ҫӗр ҫинче те, тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ ӑнса пулӗ» (Псалом 71:16). «Ҫӗр хӑй ҫимӗҫне пачӗ: Турӑ, пирӗн Туррӑмӑр, пиллетӗр пире» (Псалом 66:7).
16. Мӗншӗн Райри пурнӑҫ киленӳ пулӗ?
16 Райри ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫ киленӳ пулӗ. «Тӳрӗ ҫынсене ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29). «Пушхирпе типӗ ҫӗр хавасланӗҫ тата ҫын пурӑнман ҫӗршыв та савӑнӗ те нарцисс евӗр чечекленӗ» (Исаия 35:1, СК).
ПӖЛӲ ТАТА САНӐН ПУЛАСЛӐХ
17. а) Райра пурӑнас тесен, мӗн тумалла санӑн? б) Турӑ ҫӗр ҫинче пурне те тӗппипех улӑштарма шутланине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир?
17 Райра пурӑнас килет пулсан, сана Турӑ ҫинчен пӗлӳ илме нимӗн те чӑрмантармалла мар. Турӑ ҫынсене юратать, ҫӗре рай тӑвас тесе пурне те тӑвӗ. Тата, мӗнпур асапа тата тӗнчери тӗрӗсмарлӑха пӗтересси санӑн ирӗкӳнте пулнӑ пулсан, эсӗ ҫавна тумастӑнччӗ-ши? Ҫакнах пирӗн Турӑран кӗтмелле мар-ши? Турӑ ҫак хирӗҫӳсемпе ҫурӑлакан системӑна пӗтерет те ӑна пур енчен те лайӑх правительствӑпа улӑштарать — Библи ҫав вӑхӑт ҫинчен уҫҫӑн калать (Даниил 2:44). Анчах та Библи ун ҫинчен кӑна каламасть. Мӗнле майпа пӗтессинчен хӑтӑлса, Турӑ сӑмах панӑ ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма юлассине ӑнлантарать вӑл (2 Петр 3:13; 1 Иоанн 2:17).
18. Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ сан пурнӑҫунта халӗ мӗнле палӑрма пултарать?
18 Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ сана халех усӑ пама пултарать. Библире пирӗн пурнӑҫри чи тарӑн та хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав пур. Вӑл вӗрентнине йышӑнсан, эсӗ Турӑпа туслашма пултаратӑн. Ку вара питӗ пысӑк чыс! Санӑн чӗрӳнте Турӑ кӑна пама пултаракан канлӗх пулӗ (Рим 15:13, 33). Ҫакӑн ҫинчен пӗлес тесе эсӗ хӑвӑн пурнӑҫунта чи кирлӗ те паха ӗҫе тытӑнтӑн. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан, Турӑ ҫинчен калакан пӗлӗве илес тенишӗн эсӗ нихӑҫан та ӳкӗнмӗн.
19. Ҫитес сыпӑкра мӗнле ыйту сӳтсе явӑпӑр?
19 Эпир Библине тӗпчетпӗр, мӗншӗн тесен шӑпах унта Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ пур. Анчах та вӑл ҫынсен ӑслӑлӑхӗн кӗнеки кӑна маррине ӑҫтан пӗлетпӗр эпир? Ҫак ыйтӑва тепӗр сыпӑкра сӳтсе явӑпӑр.
ХӐВӐН ПӖЛӲСЕНЕ ТӖРӖСЛЕ
Мӗншӗн Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ ӗмӗрлӗх телей патне илсе пыма пултарать?
Ҫӗр ҫинчи пулас райра пурнӑҫ мӗнле пулать?
Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ халӗ мӗнле усӑ парать?