Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • dg 4 пайӗ, 9—10 с.
  • Турӑ пире хӑй мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерет

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ пире хӑй мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерет
  • Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Хуравӗсем ӑҫта?
  • Туррӑн парни
  • Турӑ ҫинчен пӗлӳ паракан кӗнеке
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Библи вӑл — Туррӑн хыпарӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
dg 4 пайӗ, 9—10 с.

4-мӗш пайӗ

Турӑ пире хӑй мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерет

1, 2. Ҫынсен таса кӑмӑлпа панӑ ыйтӑвӗсем ҫине Турӑ хурав панине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

ЮРАТАКАН Турӑ хӑй мӗн тума шутласа хунине хӑйне шыракан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене пӗлтерет. Пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине вӑл хурав парать, сӑмахран, ҫакӑн пек ыйту: мӗншӗн вӑл хӗн-асапа пулма парать?

2 Библи пӗлтерет: «Ӑна [Турра] шыратӑн пулсассӑн, тупӑн Ӑна». «Тӳпере вӑрттӑнлӑха уҫан Турӑ пур». «Ҫӳлхуҫа Турӑ Хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне Хӑйӗн чурисене, пророксене, пӗлтермесӗр нимӗн те тумасть-ҫке» (1 Ҫулсеренхи 28:9; Даниил 2:28; Амос 3:7).

Хуравӗсем ӑҫта?

3. Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма пани ҫинчен эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

3 Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма пани тата ҫав тӗлӗшрен вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен Турӑ пире усӑ парас тесе пӗлтернӗ хыпартан пӗлме пулать. Ҫав хыпар — унӑн Сӑмахӗ, Библи. «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет, вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет» (2 Тимофей 3:16, 17).

4, 5. Мӗне пула Библи — хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке?

4 Библи — чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке. Унта этемлӗх историйӗ ҫинчен тӗп-тӗрӗс пӗлтернӗ, унсӑр пуҫне ҫынсене пултаричченех пулнӑ ӗҫсем ҫинчен те каланӑ. Вӑл паянхи кун та усӑллӑ, мӗншӗн тесен Библире хальхи вӑхӑтри ӗҫсем ҫинчен те, пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен те малтанах каласа хунӑ пулнӑ.

5 Историе тӗп-тӗрӗс кӑтартса парас енчен унпа нимӗнле кӗнеке те танлашаймасть. Сӑмахран, авалхи классиксен темиҫе алҫырӑвӗ кӑна упранса юлнӑ. Анчах та Библин е унӑн пайӗсен алҫырӑвӗсен шучӗ нумай: Еврей Ҫырӑвӗн («Авалхи Халалӑн» 39 кӗнекин) — 6 000 яхӑн, Христианла Грек Ҫырӑвӗн («Ҫӗнӗ Халалӑн» 27 кӗнекин) — 13 000 яхӑн.

6. Мӗншӗн хальхи Библи Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ чи малтанхи Библирен улшӑнса тӑмасть теме пулать?

6 Библие ҫырма хавхалантарнӑ Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫав алҫырусен копийӗсенчи текст пӗр улшӑнмасӑр сыхланса юлтӑр тесе сӑнаса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та хальхи вӑхӑтра усӑ куракан Библисем чи малтанхи Сӑваплӑ Ҫыруран нимпе те уйӑрӑлса тӑмаҫҫӗ теме пулать. Ҫавна ӑнланма пулӑшакан тепӗр фактор вӑл — Христианла Грек Ҫырӑвӗн алҫырӑвӗсен хӑш-пӗр копийӗсене ҫырнӑ чухне оригинала ҫырнӑранпа ҫӗр ҫул та иртменни. Авалхи писательсен паянхи куна сыхланса юлнӑ алҫырӑвӗсен копийӗсенчен сахалӑшне кӑна автор ҫырнӑ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе ҫӗр ҫултан ҫырнӑ тесе палӑртнӑ.

Туррӑн парни

7. Библи мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ?

7 Библи — историре питӗ анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке. Ӑна виҫӗ миллиард экземпляра яхӑн пичетлесе кӑларнӑ. Урӑх нимӗнле кӗнекене те ҫавӑн чухлӗ кӑларман. Библие е унӑн пайӗсене 2 400 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Апла пулсан, ҫывхартса шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен 98 проценчӗ ӑна илсе вулама пултарать.

8—10. Библие тӗпчеме кирлине кӑтартакан мӗнле сӑлтавсем пур?

8 Кӗнеке хӑй пирки Турӑран тет пулсан тата унӑн пур енчен те тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пур пулсан, пирӗн ӑна тӗпчесе пӑхмалла паллах. Вӑл эпир мӗншӗн пурӑннине, тӗнчери лару-тӑрӑвӑн пӗлтерӗшне тата малашне мӗн пулассине ӑнлантарса парать. Урӑх нимӗнле кӗнеке те ҫавна тума пултараймасть.

9 Ҫапла, Библи вӑл — Турӑ этемлӗхе пӗлтернӗ хыпар. Библие Турӑ хӑйӗн ӗҫ тӑвакан вӑйӗпе, е святой сывлӑшӗпе, витӗм кӳрсе тӑнипе 40 яхӑн ҫын ҫырнӑ. Апла пулсан, Турӑ пирӗнпе хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ калаҫать. Павел апостол ҫырнӑ: «Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр» (1 Фессалоника 2:13).

10 Авраам Линкольн, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штачӗсен 16-мӗш президенчӗ, Библи пирки «Турӑ ҫынна хӑҫан та пулин панӑ парнесенчен чи пахи... Унсӑрӑн эпир мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине пӗлмен пулӑттӑмӑр» тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫав чи паха парне пире хӗн-асап мӗнле пуҫланса кайни, мӗншӗн Турӑ вӗсене пулма пани тата ҫав тӗлӗшрен вӑл мӗн тума шут тытни ҫинчен мӗн калать?

[10-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Библи вӑл — Турӑ этемлӗхе пӗлтернӗ хыпар

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр