2-мӗш пайӗ
Хӗн-асапран хӑтӑлнӑ ҫӗр
1, 2. Нумайӑшӗ мӗн пирки урӑхла шухӑшлать?
АНЧАХ та пӗтӗм тӗнчипе миллионшар ҫын пачах урӑхла шухӑшлать. Вӗсем этемлӗхӗн тӗлӗнмелле пуласлӑх пулассине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинче пӗр усал та, пӗр хӗн-асап та кӗҫех пулмӗ теҫҫӗ. Вӗсем часах япӑххи пӗтӗмпех пӗтессе тата ҫӗнӗ тӗнче пуласса ӗненеҫҫӗ. Ҫав ҫӗнӗ тӗнчен никӗсне хальхи вӑхӑтрах хывма пуҫланӑ теҫҫӗ вӗсем.
2 Ҫав ҫынсем ҫӗнӗ тӗнчере вӑрҫӑ, хаярлӑх, йӗркесӗр ӗҫсем, тӗрӗсмарлӑх тата чухӑнлӑх пулмассине ӗненеҫҫӗ. Ҫав тӗнчере чир-чӗр те, хуйхӑ-суйхӑ та, куҫҫуль тӑкасси те, вилӗм те пулмӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе савӑнса пурӑнӗҫ. Вилнисем те чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара вӗсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулӗ!
3, 4. Мӗншӗн ҫав ҫынсем хӑйсен шухӑшӗ тӗрӗс пулни пирки иккӗленмеҫҫӗ?
3 Ҫавӑн пек шухӑшлани пушӑ ӗмӗт кӑна-ши? Ҫук. Ҫав шухӑш ҫирӗп ӗненӳ — рай пулатех текен ӗненӳ — ҫинче никӗсленсе тӑрать (Еврейсем 11:1). Мӗншӗн вӗсем хытӑ шанса тӑраҫҫӗ? Мӗншӗн тесен Ҫут тӗнчене тунӑ, пурне те тума пултаракан Турӑ ҫавӑн пирки сӑмах панӑ.
4 Турӑ сӑмах панисем пирки Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ». «Суймашкӑн Турӑ этем мар... Каланине тумасть-им Вӑл? калать те тумасть-и?» «Саваоф Ҫӳлхуҫа тупа тусах калать... Эпӗ мӗнле шутланӑ — ҫаплах пулӗ; Эпӗ мӗнле палӑртнӑ — ҫаплах килсе тухӗ» (Иисус Навин 23:14; Йыша шутлани 23:19; Исаия 14:24, 25).
5. Мӗнле ыйтусем ҫине хурав памалла?
5 Анчах та Турӑ ҫӗр ҫинче рай тума шутласа хунӑ пулсан, мӗншӗн-ха вӑл япӑх ӗҫсене пулма панӑ? Мӗншӗн вӑл пӗтӗм усаллӑха пӗтермешкӗн ултӑ пин ҫул хушши кӗтсе тӑнӑ? Темиҫе ӗмӗр хушши пыракан хӗн-асап Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшманнине е вӑл ҫуккине кӑтартса парать-ши?