1-мӗш пайӗ
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?
1, 2. Ҫынсем Турӑ пирки мӗнле ыйту параҫҫӗ тата мӗншӗн?
ЭСӖ хӑҫан та пулин хӑвӑнтан ҫапла ыйтнӑ пулӗ: «Турӑ пур пулсан тата вӑл пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать пулсан, мӗншӗн вӑл ҫав тери нумай хӗн-асапа пулма парать?» Пирӗн пурин те хӗн-хур курма тивнӗ е эпир ҫавӑн пек тертленекен ҫынсене пӗлетпӗр.
2 Чӑнах та, истори тӑршшӗпе ҫынсем вӑрҫа, хаярлӑха, йӗркесӗр ӗҫсене, тӗрӗсмарлӑха, чухӑнлӑха, чир-чӗре тата юратнӑ ҫывӑх ҫын вилнине пула асапланнӑ, хӗн курнӑ. ХХ ӗмӗрте кӑна вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫын вилнӗ. Ытти ҫӗр миллионӗшӗ вара аманнӑ е килсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Хальхи вӑхӑтра ытла нумай тискер ӗҫ пулнӑран ҫынсенчен чылайӑшӗ питӗ хытӑ хуйхӑрать, нумай куҫҫуль тӑкать тата нимле шанчӑк та ҫук тесе шутлать.
3, 4. Турӑ хӗн-асапа пулма пани пирки нумайӑшӗ мӗн шутлать?
3 Хӑшӗ-пӗрисем усалланса каяҫҫӗ те Турӑ пур пулсан та вӑл пирӗншӗн тӑрӑшмасть тесе шутлаҫҫӗ. Е вӗсем Турӑ ҫук тесе те шутлама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр арҫын, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче хӑйне урӑх халӑхран пулнӑшӑн хӗсӗрленине чӑтса ирттернӗскер тата ҫавна пула хӑйӗн ҫемйипе тусӗсене ҫухатнӑскер, ыйтнӑ: «Пире Турӑ кирлӗ пулнӑ чухне вӑл ӑҫта пулнӑ?» Тепӗр ҫын вара, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче, нацистсем миллионшар ҫынна вӗлернӗ чухне чӗрӗ юлнӑскер, хӗн-асап курса питӗ хуйхӑрнӑран ҫапла каланӑ: «Эсир манӑн чӗрене ҫулласа пӑхма пултарнӑ пулсан, наркӑмӑшланса пӗтнӗ пулӑттӑр».
4 Эппин, лайӑх Турӑ мӗншӗн япӑх ӗҫсене пулма панине нумай ҫын ӑнланмасть. Турӑ вӗсемшӗн чӑннипех тӑрӑшни е вӑл пурри пирки те вӗсем иккӗленеҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ этем пурнӑҫӗнче хӗн-асап яланах пулать тесе шутлать.