Ертӳҫӗсен
1 Иисус Нави́н вилнӗ хыҫҫӑн Израиль ҫыннисем* Иеговӑран: «Ханаансемпе ҫапӑҫма пирӗнтен кам кайӗ?» — тесе ыйтнӑ. 2 Иегова: «Иуда кайӗ, — тенӗ. — Эпӗ ҫак ҫӗре унӑн аллине паратӑп». 3 Иуда йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсене, Симео́н йӑхӗнчисене, ҫапла каланӑ: «Пире шӑпа тӑрӑх лекнӗ ҫӗре ханаансемпе ҫапӑҫма айтӑр пӗрле каяр. Кайран вара сире шӑпа тӑрӑх лекнӗ ҫӗре эпир сирӗнпе пӗрле кайӑпӑр». Вара Симео́н йӑхӗнчисем вӗсемпе пӗрле кайнӑ.
4 Иуда йӑхӗнчисем ханаансемпе ферезейсене хирӗҫ тухсан, Иегова ҫав халӑхсене вӗсен аллине панӑ. Вара лешӗсем Везекра 10 000 ҫынна вӗлернӗ. 5 Унта вӗсем Адо́ни-Везекпа тӗл пулнӑ. Унпа ҫапӑҫса ханаансемпе ферезейсене ҫӗнтернӗ. 6 Адо́ни-Везе́к тарнӑ, анчах та вӗсем ӑна хӑваласа ҫитсе ярса тытнӑ та унӑн аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ. 7 Адо́ни-Везе́к ҫапла каланӑ: «Аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ 70 патша ман сӗтел ҫинчен ӳкнӗ апата пуҫтаратчӗҫ. Хам мӗн тӑваттӑм, Турӑ мана ҫавнах турӗ». Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ, вӑл ҫавӑнта вилнӗ.
8 Кайран Иуда йӑхӗнчисем Иерусалимпа ҫапӑҫнӑ та ӑна ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем унта пурӑнакансене хӗҫпе вӗлернӗ, хулине вара ҫунтарса янӑ. 9 Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем сӑрт-тусем ҫинче тата Негевпа Шефелӑра пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫма кайнӑ. 10 Иуда йӑхӗнчисем Хевронра (унччен Хевро́н Кириа́ф-Арба́ ятлӑ пулнӑ) пурӑнакан ханаансемпе ҫапӑҫнӑ. Вара вӗсем Шешая, Ахимана тата Фалмая ҫӗнтернӗ.
11 Ҫав вырӑнтан вӗсем Давира кайса унта пурӑнакансемпе ҫапӑҫнӑ. (Унччен Дави́р хулине Кириа́ф-Сефе́р тенӗ.) 12 Вара Хале́в ҫапла каланӑ: «Кам Кириа́ф-Сефе́р ҫине тапӑнса ӑна ярса илӗ, ҫавна хамӑн хӗрӗме Ахсӑна качча парӑп». 13 Хулана Гофонии́л — Хале́в шӑллӗн Кена́зӑн ывӑлӗ — ярса илнӗ. Вара Хале́в ӑна хӑйӗн хӗрне Ахсӑна качча панӑ. 14 Упӑшкин килне кайма тухнӑ чухне А́хса хӑйӗн ашшӗнчен хир ыйтма упӑшкине ӳкӗте кӗртнӗ. А́хса ашак ҫинчен аннӑ*, вара Хале́в унран ыйтнӑ: «Сана мӗн кирлӗ?» 15 А́хса ҫапла хуравланӑ: «Пиллесем мана. Эсӗ мана кӑнтӑр енче* ҫӗр патӑн, Гулло́ф-Маима* та парсам». Вара Хале́в ӑна Тури Гуллофа тата Анатри Гуллофа панӑ.
16 Моисей хуньӑшӗн, кене́й ҫыннин Иофо́рӑн, йӑхӗнчисем Иуда йӑхӗнчисемпе пӗрле Пальма хулинчен тухса Арадран кӑнтӑралла выртакан Иуда пушхирне кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем ҫавӑнти халӑх хушшинче пурӑнма пуҫланӑ. 17 Иуда йӑхӗнчисем хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрле, Симео́н йӑхӗнчисемпе пӗрле, Цефафра пурӑнакан ханаансем ҫине тапӑннӑ та хулине аркатнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хулана Хо́рма* тесе ят панӑ. 18 Кайран Иуда йӑхӗнчисем Га́за, Аскало́н тата Екро́н хулисемпе вӗсен ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫӗнсе илнӗ. 19 Иегова вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем сӑрт-тусене ярса илнӗ, анчах та айлӑмра пурӑнакансене хӑваласа ярайман, мӗншӗн тесен лешӗсен тимӗр ҫаваллӑ ҫар ураписем* пулнӑ. 20 Моисей сӑмах панӑ пек, Хевро́н хулине Халева панӑ, вӑл вара ҫавӑнтан Ена́кӑн виҫӗ ывӑлне хӑваласа янӑ.
21 Вениамин йӑхӗнчисем Иерусалимра пурӑнакан иевусейсене хӑваласа яман, ҫавӑнпа та иевусейсем халӗ те Иерусалимра вӗсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ.
22 Ҫав хушӑра Иосиф йӑхӗнчисем Вефи́ль хули ҫине вӑрҫӑпа кайнӑ, Иегова вӗсемпе пӗрле пулнӑ. 23 Вӗсен разведчикӗсем Вефиле сӑнама пуҫланӑ (унччен ҫав хула Луз ятлӑ пулнӑ). 24 Вӗсем хуларан тухакан ҫынна курнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: «Хулана мӗнле кӗмеллине кӑтарт, вара сана тивмӗпӗр*». 25 Ҫав ҫын хулана мӗнле кӗмеллине кӑтартнӑ, вара лешӗсем хулара пурӑнакансене хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, ҫав ҫынпа унӑн ҫемйине вара янӑ. 26 Вӑл хетсен ҫӗрне кайнӑ, унта хула туса лартнӑ та ӑна Луз тесе ят панӑ. Вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек ятлӑ.
27 Мана́ссия йӑхӗнчисем Беф-Санра, Фаанахра, Дорта, Ивлеамра, Мегиддора тата вӗсен ҫумӗнчи* хуласенче пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем унтах пурӑнма юлнӑ. 28 Израиль ҫыннисем вӑйлӑрах пулса тӑрсан ханаансене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ, анчах хӑваласа яма вара пурне те хӑваласа яман.
29 Ефрем йӑхӗнчисем Газерти ханаансене хӑваласа яман, ханаансем Газерта вӗсем хушшинче пурӑнма юлнӑ.
30 Завуло́н йӑхӗнчисем Китронра тата Наглолра пурӑнакансене хӑваласа яман, ханаансем вӗсем хушшинче пурӑнма юлнӑ. Ханаансене ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерме пуҫланӑ.
31 Аси́р йӑхӗнчисем Аккора пурӑнакансене, Сидонра, Ахлавра, Ахзивра, Хелвӑра, Афекра тата Реховра пурӑнакансене хӑваласа яман. 32 Аси́р йӑхӗнчисем ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ханаансене хӑваласа яман.
33 Неффали́м йӑхӗнчисем Вефсамисра тата Беф-Анафра пурӑнакансене хӑваласа яман, вӗсем ҫав ҫӗрте пурӑнакан ханаансем хушшинче пурӑннӑ. Неффали́м йӑхӗнчисем Вефсамисра тата Беф-Анафра пурӑнакансене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ.
34 Аморейсем Дан йӑхӗнчисене айлӑма анма паман, ҫавӑнпа лешӗсен сӑрт-тусем ҫинче пурӑнма тивнӗ. 35 Аморейсем малалла та Хере́с тӑвӗ ҫинче, Аиалонра тата Шаалбимра пурӑннӑ. Анчах Иосиф йӑхӗнчисем вӑйланса ҫитсен* лешӗсене ирӗксӗрлесе хӑйсемшӗн ӗҫлеттерме пуҫланӑ. 36 Аморейсен ҫӗрӗ Акрави́м ту каҫҫинчен* пуҫланса Селӑран тӑвалла сарӑлса выртнӑ.