Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • 1 Иоанн 1
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

1 Иоанн. Кӗскен каласа пани

      • Пурнӑҫ паракан сӑмах (1—4)

      • Ҫутӑра ҫӳрӗр (5—7)

      • Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнса вӗсем ҫинчен каласа памалла (8—10)

1 Иоанн 1:9

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Хурал башни,

    2020/7⁠, 23 с.

  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
1 Иоанн 1:1–10

1 Иоанн

1 Эпир сирӗн пата чӑн малтанах мӗн пулни ҫинчен, хамӑр мӗн илтни ҫинчен, хамӑр куҫпа мӗн курни ҫинчен, хамӑр мӗн сӑнаса тӑни ҫинчен, алӑпа мӗн тытса пӑхни ҫинчен — пурнӑҫ паракан сӑмах ҫинчен — ҫырса пӗлтеретпӗр. 2 (Чӑнах та, эпир Атте паракан ӗмӗрлӗх пурнӑҫа пӗлтӗмӗр, ӑнлантӑмӑр тата ун ҫинчен сире каласа пӗлтеретпӗр.) 3 Эпир Аттепе тата унӑн Ывӑлӗ Иисус Христоспа пӗрлӗхре. Сирӗн те пирӗнпе пӗрлӗхре пулмалла пултӑр тесе эпир хамӑр курни-илтни ҫинчен сире каласа паратпӑр. 4 Ҫакна эпир пирӗн пурин те савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе ҫыратпӑр.

5 Ҫак хыпара эпир унран илтнӗ, ӑна эпир сире пӗлтеретпӗр: Турӑ вӑл — ҫутӑ, унра нимӗнле тӗттӗмлӗх те ҫук. 6 Эпир унпа пӗрлӗхре тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмлӗхре ҫӳретпӗр пулсан, эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр. 7 Анчах та, вӑл ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир те ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан, эпир пӗр-пӗринпе пӗрлӗхре тӑратпӑр тата унӑн Ывӑлӗн, Иисусӑн, юнӗ пире пур ҫылӑхран та тасатать.

8 Эпир хамӑр пирки ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан, хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук. 9 Эпир хамӑр ҫылӑхсене йышӑнса вӗсем ҫинчен каласа паратпӑр пулсан, Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарать тата пур усал ӗҫрен те тасатать, мӗншӗн тесен вӑл шанчӑклӑ та тӳрӗ. 10 Енчен те эпир ҫылӑх туман тетпӗр пулсан, ӑна суеҫӗ вырӑнне хуратпӑр тата пирӗн чӗрере унӑн сӑмахӗ ҫук.

Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр