Эсфирь
1 Ҫак ӗҫ Ахашверо́ш* вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ (ку вӑл Индирен пуҫласа Эфио́пи* таран вырнаҫнӑ 127 провинцие* тытса тӑнӑ Ахашверо́ш). 2 Ун чухне Ахашверо́ш патша Сузӑ* крепоҫӗнче* престол ҫинче ларнӑ. 3 Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур кнеҫӗпе чиновникӗ валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Ун патне Пе́рси тата Ми́ди ҫар пуҫлӑхӗсем, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата провинцисен кнеҫӗсем пынӑ. 4 Вӑл вӗсене нумай кун хушши — 180 кун хушши — хӑйӗн патшалӑхӗн пуянлӑхне, чап-мухтавне тата аслӑлӑхне кӑтартнӑ. 5 Ҫавӑн хыҫҫӑн патша Сузӑ крепоҫӗнчи пур ҫын валли те — ятлӑ-сумлисем валли те, ахаль ҫынсем валли те — патша керменӗн сачӗн картишӗнче ҫичӗ куна тӑсӑлакан ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. 6 Картишне йӗтӗн, мамӑк пусмапа тата кӑвак тӗслӗ пусмапа илемлетнӗ. Ҫав пусмасене хаклӑ йышши пир-авӑртан тата пурпур* тӗслӗ ҫӑмран тунӑ кантрасемпе мрамор юпасем ҫинчи кӗмӗл ункӑсем ҫине тыттарнӑ. Порфи́р*, перламутр, шурӑ тата хура мрамор сарнӑ урайӗнче ылтӑнран тата кӗмӗлтен тунӑ выртмалли вырӑнсем пулнӑ.
7 Хӗрлӗ эрехе ылтӑн куркасене* ярса панӑ, куркисем вара пӗр пеккисем пулман. Эрехӗ пӗтме пӗлмен, мӗншӗн тесен патша питӗ пуян пулнӑ. 8 Ӗҫкӗ-ҫикӗре пӗр хушӑва тытса тӑмалла пулнӑ — никама та хистесе ӗҫтермелле пулман. Мӗншӗн тесен патша хӑйӗн керменӗнче ӗҫлесе тӑракансене хӑнасем хӑйсем ӗҫес килнӗ чухлӗ ӗҫчӗр тенӗ.
9 Ҫав вӑхӑтрах патша майри Вашти́* те Ахашверо́ш патшан керменӗнче хӗрарӑмсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
10 Ҫиччӗмӗш кунне, хӗрлӗ эрех ӗҫсен кӑмӑлӗ ҫӗкленсен, Ахашверо́ш патша хӑй ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫичӗ тарҫине — Мегумана, Бизфӑна, Харбонӑна, Бигфӑна, Авагфӑна, Зефара тата Каркаса — 11 пуҫне тюрбан* тӑхӑннӑ патша майрине Ваштие илсе килме хушнӑ. Вӑл питӗ хитре пулнӑран патша унӑн илемне халӑхсене тата кнеҫсене кӑтартас тенӗ. 12 Патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем патша майрине Ваштие патша мӗн тума хушнине каланӑ, анчах та лешӗ кутӑнланнӑ, пымастӑп тенӗ. Ҫавӑнпа патша питӗ хытӑ тарӑхнӑ, вӑл урсах кайнӑ.
13 Патша ӑсчахсемпе калаҫса пӑхнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫакӑн пекрех ыйтусене ӗлӗк-авал мӗнле татса панине пӗлнӗ*. (Патша законпа правӑна пӗлекенсемпе яланах канашланӑ. 14 Унӑн чи ҫывӑх канашҫисем Пе́рсин тата Ми́дин ҫичӗ кнеҫӗ пулнӑ: Карше́на, Шефа́р, Адма́фа, Фарси́с, Мере́с, Марсе́на тата Мемуха́н. Вӗсем патша патне кӗрсе ҫӳреме пултарнӑ тата патшалӑхра чи аслӑ вырӑн йышӑннӑ.) 15 Патша вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Закон тӑрӑх, патша майрипе Ваштипе мӗн тумалла? Эпӗ, Ахашверо́ш патша, хам ҫумра ӗҫлекенсем урлӑ каласа янӑ хушӑва вӑл итлемерӗ».
16 Мемуха́н вара патшапа кнеҫсене ҫапла каланӑ: «Патша майри Вашти́ патша умӗнче кӑна мар, Ахашверо́ш патшан пур провинцийӗнче пурӑнакан пӗтӗм кнеҫ, пӗтӗм халӑх умӗнче айӑпа кӗчӗ. 17 Мӗншӗн тесен патша майри мӗн туни ҫинчен пур хӗрарӑм та пӗлсен, вӗсем: „Ахашверо́ш патша Ваштие, патша майрине, хӑй патне чӗнтернӗ, лешӗ вара пыман“, — тесе упӑшкисене хисеплеме пӑрахӗҫ. 18 Пе́рси тата Ми́ди кнеҫӗсен арӑмӗсем патша майри хӑйне мӗнле тытнине пӗлсенех патшан кнеҫӗсемпе Вашти́ пекех калаҫма тытӑнӗҫ, вара пур ҫӗрте те хисеплеменни тата харкашу пулӗ. 19 Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл хушу кӑлартӑр, вара ӑна пӑрахӑҫлама юраман Пе́рси тата Ми́ди законӗсем шутне кӗртчӗр. Ҫав хушу тӑрӑх, Вашти́н урӑх нихӑҫан та Ахашверо́ш патша умне пырса тӑмалла мар. Тата ун вырӑнне патша майри пулма патша лайӑхрах хӗрарӑм туптӑр. 20 Патшан хушӑвне унӑн пысӑк патшалӑхӗнче пур ҫӗрте те пӗлтерсе тухсан вара, пур хӗрарӑм та хӑйӗн упӑшкине — вӑл ятлӑ-сумлӑ-и, ахаль ҫын-и — хисеплесе пурӑнӗ».
21 Ҫавӑн пек калани патшана та, кнеҫсене те килӗшнӗ. Вара патша Мемуха́н сӗннӗ пек тунӑ. 22 Вӑл хӑйӗн патшалӑхӗнчи пур провинцие унти ҫырулӑхпа тата кашни халӑх патне хӑйӗн чӗлхипе ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫырусенче упӑшкан хӑйӗн килӗнче пуҫ пулмалла тата хӑйӗн тӑван халӑхӗн чӗлхипе калаҫмалла* тенӗ.