Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w20 март 30 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Ҫавнашкал материал
  • Пӗтӗм ҫӗре шыв илнинчен пуҫласа Египетран ирӗке тухиччен
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫемье Египета куҫса каять
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Египета усал патша тытса тӑрать
    Библи калавӗсен кӗнеки
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
w20 март 30 с.
Мадиан купсисем Иосифа Египета илсе каяҫҫӗ.

Эсир пӗлетӗр-и?

Израиль халӑхӗ Египетра чуралӑхра пулнине Библисӗр пуҫне тата мӗн ҫирӗплетсе парать?

Библи тӑрӑх, Мадиан ҫыннисем Иосифа Египета илсе кайнӑ хыҫҫӑн унта Ханаанран унӑн ашшӗ Иаков та хӑйӗн ҫемйипе пӗрле куҫса килнӗ. Вӗсем Нил юпписем хушшинчи Гесем ҫӗрӗнче вырнаҫнӑ (Пулт. 47:1, 6). Израиль халӑхӗ хӑвӑрт «йышлӑланса, вӑйлӑланса пынӑ», вара Египет ҫыннисем израильтянсенчен хӑрама пуҫланӑ, ҫавӑнпа вӗсене чурасем тунӑ (Тух. 1:7—14).

Хӑш-пӗр критиксем Библире мӗн ҫырнине ӗненсех каймаҫҫӗ, ҫакӑ халап ҫеҫ теҫҫӗ. Анчах та авалхи Египетра чурасем хушшинче семитсемa пулнине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем пур.

Ҫирӗплетӳсенчен пӗри — ӗлӗк-авал ҫынсем тӗпленсе пурӑннӑ вырӑнсем. Вӗсене археологсем Египетӑн ҫурҫӗр енче тупнӑ. Джон Бимсон тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗрте ял-хуласен сахалтан та ҫирӗммӗшӗнче семитсем пурӑннӑ. Джеймс Хоффмайер египтолог вара акӑ мӗн калать: «Пирӗн эрӑчченхи 1800 ҫулсенчен пуҫласа 1540 ҫулсем таран Египета хӗвеланӑҫ Азирен нумай семит ҫынни пурӑнма куҫнӑ... Ҫав тапхӑр Авраам, Исаак тата Иаков пурӑннӑ вӑхӑтпа пӗр килет. Шӑп ҫав тапхӑрта, Библире каланӑ тӑрӑх, Авраам тата Иаков выҫлӑха пула Египета кайнӑ, Исаак та унта кайма шутланӑ».

Тепӗр ҫирӗплетӳ — Египетӑн кӑнтӑр енче тупнӑ папирус. Ӑна пирӗн эрӑчченхи 2000 — 1600 ҫулсенче ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Унта Египетӑн кӑнтӑр енчи пӗр хуҫалӑхра ӗҫленӗ чурасен ячӗсене асӑннӑ. Ҫав ятсем хушшинче 40 ытла ят — семитла ят. Асӑннӑ чурасем апат пӗҫернӗ, пир-авӑр тӗртнӗ тата тӗрлӗ йывӑр ӗҫе туса тӑнӑ. Джеймс Хоффмайер ҫапла пӗтӗмлетсе калать: «[Египетӑн кӑнтӑр енче] Вифаидӑри пӗр хуҫалӑхра ҫеҫ 40 ытла семит ӗҫленӗ пулсан, вӗсем ҫав ҫӗршывра, уйрӑмах Нил юпписен таврашӗнче, нумаййӑн пулнӑ пулмалла».

Дэвид Рол археолог вара хӑш-пӗр чурасен ячӗсене Библирен илнӗ пекех туйӑнать тесе ҫырать. Сӑмахран, папирусра Иссахар, Асир тата Шифра ятсемпе пӗрпекрех ятсем тӗл пулаҫҫӗ (Тух. 1:3, 4, 15). «Ҫакӑ израильтянсем Египетра чурасем пулнине ҫирӗплетсе парать»,— тесе калать Девид Рол.

Джон Бимсон ҫапла пӗтӗмлетсе калать: «Библире израильтянсем ҫинчен мӗн ҫырса панине — вӗсем Египетра чурасем пулнине тата унтан тухнине — фактсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ».

a Семитсем тени Сим ятран пулса кайнӑ. Сим Нойӑн виҫӗ ывӑлӗнчен пӗри пулнӑ. Симран Элам, Ассири, Халдей, Еврей, Сири ҫыннисем тата Арави тӗрлӗ йӑхӗсем пулса кайнӑ пулмалла.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр