Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb22 сентябрь 13 с.
  • «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Ҫавнашкал материал
  • Видеороликсемпе усӑ курса вӗрент
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттермелле?
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Калаҫӑва пӗр-пӗр шухӑшпа пуҫласа пӑхӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Библи вӗренмелли ҫӗнӗ пособисемпе усӑ кур
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2021
Ытларах пӗлӗр
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
mwb22 сентябрь 13 с.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекен уйрӑмлӑхӗсем

Сана «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курса ҫынпа Библи вӗренме килӗшет-и? «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ», «Тӗп шухӑш» тата «Манӑн тӗллевсем» рамкӑсем пирки вара мӗн калӑн? Ҫак кӗнекери мӗнле уйрӑмлӑхсем сана вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫре пулӑшма пултараҫҫӗ? (Мф 28:19, 20).

JW Library приложенире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене уҫнӑ. Ҫаврашка «1-мӗш пайӗ валли материалсем» ҫине кӑтартать.

Уроксем валли материалсем. Эсӗ пичетленӗ кӗнекепе усӑ куратӑн пулсан, уроксем валли хатӗрленӗ видеосене тата ытти материалсене мӗнле тупма пултаратӑн? Ҫак кӗнекене хӑвӑн электронлӑ хатӗр ҫинче уҫ, тӑватӑ пайран кирлине суйласа ил, уроксен ячӗсен списокӗ хыҫҫӑн «Уроксем валли материалсем» шыраса туп, кайран ҫав пайӗ валли хатӗрленӗ материалсем ҫине пус. (1-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

«Изображение» функцийӗ. Эсӗ ҫак кӗнекен электронлӑ версипе усӑ куратӑн пулсан, тен, эсӗ вӑхӑтран вӑхӑта «Изображение» функцийӗпе усӑ курас тейӗн. Ҫак функцие тупас тесе кирлӗ урока уҫ. Экранӑн сылтӑм енче, ҫӳлте виҫӗ пӑнчӑ ҫине пус. Уҫӑлнӑ списокра «Изображение» суйласа ил те ун ҫине пус. Унта текста мӗнле вырнаҫтарнине пула эсӗ ӑна пӗтӗмпех курма пултарӑн тата ҫакӑ сана пӑхса тухакан материал урокӑн темипе мӗнле ҫыхӑннине ӑнланма пулӑшӗ. Каялла таврӑнас тесе каллех виҫӗ пӑнчӑ ҫине пус та уҫӑлнӑ списокра «Текст» суйласа ил (е аялта, сылтӑм енче вырнаҫнӑ хӗрлӗ-кӑвак ҫаврашка ҫине пус).

JW Library приложенире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене уҫнӑ. Ҫаврашкасем «Эпӗ хатӗр-и?» тата «Хыҫсӑмах» ҫине кӑтартаҫҫӗ.

«Эпӗ хатӗр-и?» Ҫак кӗнеке вӗҫӗнче, тӑваттӑмӗш пайӗ вӗҫӗнче, икӗ рамка пур. Вӗсем Библи вӗренекене пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма тата шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине ӑнланма пулӑшӗҫ. (2-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

Хыҫсӑмах. Кунта хӑш-пӗр пӗлтерӗшлӗ темӑсене ӑнлантарса паракан материал пур. Кашни тема хыҫҫӑн ссылка пур. Ссылка ҫине пусса урок патне каялла таврӑнма пулать. (2-мӗш ӳкерчӗк ҫине пӑх.)

«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене вӗренсе пӗтеричченех ҫын шыва кӗчӗ пулин те, санӑн ҫав-ҫавах унпа пур урока та пӑхса тухмалла. Библи вӗренекен шыва кӗнӗ пулсан та, эсӗ унпа Библи вӗреннӗ вӑхӑта, тепӗр хут калаҫнине тата Библи вӗреннине отчета кӗртме пултаратӑн. Сана унпа Библи вӗренме пулӑшакан тӑван та ҫак вӑхӑта отчета ҫырма пултарать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр