«Нумай хӗн-хура» пӑхмасӑрах Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑрӑр
«Пирӗн нумай хӗн-хур урлӑ Турӑ Патшалӑхне кӗмелле» (АП. ӖҪ. 14:22, ҪТ).
1. Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗн-хур курма тивни тӗлӗнтермест?
ӖМӖРЛӖХ пурнӑҫ наградине иличчен, тен, сирӗн «нумай хӗн-хур» тӳсме тивӗ. Ҫакӑ сире, паллах ӗнтӗ, тӗлӗнтермест. Чӑнлӑхра эпир нумай вӑхӑт хушши-и е ҫук, йывӑрлӑхсемпе эпир тӗл пулатпӑрах. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри — эпир Сатанан тӗнчинче пурӑнатпӑр (Ӳлӗм. 12:12).
2. а) Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем тӗл пулакан йывӑрлӑхсемсӗр пуҫне христиансен тата мӗн тӳсме тивет? ӑ) Хӗсӗрлесси камран тухса тӑрать тата эпир ҫавна ӑҫтан пӗлетпӗр?
2 Ҫитменлӗхлӗ ҫынсен пурин те пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Анчах та христиансен унсӑр пуҫне хӑйне евӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе те тӗл пулма тивет (1 Кор. 10:13). Ҫав йывӑрлӑхсенчен пӗри акӑ ҫакӑ: вӗсене Турра чунтан парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑшӑн хаяррӑн хӗсӗрлеҫҫӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «„Чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар“... Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ» (Иоанн 15:20). Ҫавӑн пек хӗсӗрлесси камран тухса тӑрать? Сатанаран. Библи ун пирки «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан» тата Турӑ халӑхне «ҫӑтасшӑн ҫӳрет» тенӗ (1 Петр 5:8). Сатана пире Иегова умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма пӑрахтарас тесе тем те тума тӑрӑшать. Халӗ вара Павел апостолпа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.
ЛИСТРӐРИ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ
3—5. а) Павел Листрӑра мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ? ӑ) Вӑл хӗн-хур пуласси ҫинчен калани мӗншӗн вӗренекенсене вӑй-хал панӑ?
3 Павела хӑйӗн ӗненӗвӗшӗн пӗрре анчах мар хӗсӗрленӗ (2 Кор. 11:23—27). Пӗррехинче ҫавӑн пекки Листрӑра пулса иртнӗ. Павелпа Варнава утайми ҫуралнӑ ҫынна сыватнӑ хыҫҫӑн хула ҫыннисем вӗсене турӑсем вырӑнне хума пуҫланӑ. Хӑйсене ан пуҫҫапчӑр тесе вӗсен хавхаланса кайнӑ халӑха ӳкӗте кӗртме тивнӗ! Анчах та кӗҫех иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем килнӗ те Павелпа Варнава ҫинчен усал сӑмах сарма пуҫланӑ. Халӑх ҫак суяна ӗненнӗ. Ҫавна пула вӗсем Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ те ӑна вилме пӑрахса хӑварнӑ (Ап. ӗҫ. 14:8—19).
4 Дервире пулнӑ хыҫҫӑн Павелпа Варнава «Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ, пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: „Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле [«Пирӗн нумай хӗн-хур урлӑ Турӑ Патшалӑхне кӗмелле», ҪТ]“ тесе вӗрентнӗ» (Ап. ӗҫ. 14:21, 22). Пӗрре пӑхсан, ҫавӑн пек калани тӗлӗнмелле пек туйӑнать, мӗншӗн тесен «нумай хӗн-хур» тӳсесси хавхалантарать мар, хуйха ӳкерет. Апла пулсан, Павелпа Варнава тата нумай хӗн-хур курма тивӗ тенипе мӗнле майпа-ха «вӗренекенсен чунне вӑй-хал пама» пултарнӑ?
5 Павелӑн сӑмахӗсем ҫине тимлӗрех пӑхсан эпир хуравне тупӑпӑр. Вӑл «пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» теес вырӑнне ҫапла каланӑ: «Пирӗн нумай хӗн-хур урлӑ Турӑ Патшалӑхне кӗмелле». Ҫапла вара Павел Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗнле награда патне илсе пыни ҫине кӑтартса вӗренекенсене тӗреклетнӗ. Ҫак наградӑна шанса тӑни пуш ӗмӗт пулман. Ахальтен мар Иисус «вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ» тенӗ (Матф. 10:22).
6. Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерекенсем мӗнле награда илӗҫ?
6 Эпир йывӑрлӑхсене тӳссе ирттеретпӗр пулсан, награда илӗпӗр. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемшӗн ҫав награда вӑл — пӗлӗтре вилӗмсӗр пурӑнасси тата Иисуспа пӗрле патшара ларасси. «Урӑх сурӑхсем» ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ, «унта тӳрӗлӗх вырӑнаҫӗ» (Иоанн 10:16; 2 Петр 3:13). Анчах та, Павел каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑт ҫитиччен пирӗн нумай хӗн-хур тӳсме тивӗ. Халӗ вара эпир тӗл пулма пултаракан икӗ йышши йывӑрлӑха пӑхса тухар.
ТӲРРӖН ТАПӐННИ
7. Мӗнле йывӑрлӑхсем пирки тӳррӗн тапӑнни теме пулать?
7 Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ... сире тӳресемпе патшасен умне... тӑратӗҫ» (Марк 13:9). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, хӑш-пӗр христиансене хӗсӗрлӗҫ, тен, ҫавна тӗн пуҫлӑхӗсем е политика ертӳҫисем хӗтӗртсе тӑнине пула тӑвӗҫ (Ап. ӗҫ. 5:27, 28). Павелӑн тӗслӗхне тепӗр хут аса илер-ха. Ҫавӑн пек хӗсӗрлесси пулать текен шухӑш ӑна сехӗрлентернӗ-и? Ҫук паллах. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:22, 23 вуласа пар.)
8, 9. Павел йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗ чӑтса ирттерме ҫирӗп шут тытнине мӗнле кӑтартнӑ тата хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗрисем ҫавӑн пек ҫирӗп шухӑшлӑ пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
8 Сатана тӳррӗн тапӑннине Павел хӑюллӑн хирӗҫ тӑма хатӗр пулнӑ. Апостол каланӑ: «Пурӑнӑҫӑм маншӑн ниме те тӑмасть, хамӑн мӗн тумаллине ҫеҫ — Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан илнӗ ӗҫӗме: Турӑ тивлечӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар сарассине — туса ҫитересчӗ тетӗп» (Ап. ӗҫ. 20:24). Эппин, хӗсӗрлессипе тӗл пуласси Павела хӑратса тӑман. Пачах урӑхла, кирек мӗнпе тӗл пулсан та, вӑл пурне те чӑтса ирттерме ҫирӗп шут тытнӑ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вӑл пуринчен ытла ырӑ хыпар сарассине «туса ҫитересчӗ» тесе шухӑшланӑ.
9 Хальхи вӑхӑтра та пирӗн тӑвансем нумайӑшӗ айӑпсӑр тӑрса юлма ҫирӗп шут тытнӑ. Сӑмахран, пӗр ҫӗршывра хӑш-пӗр Свидетельсем нейтралитет тытса тӑнӑшӑн 20 ҫула яхӑн тӗрмере лараҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсене судра та пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнта хӑйсен ӗненӗвӗшӗн салтака каяс мар текенсене хӳтӗленме нимле май та ҫук. Тӗрмере вӗсем патне хӑйсен ҫемйинчи ҫынсене те пыма памаҫҫӗ, вӗсенчен хӑш-пӗрисене хӗненӗ тата тӗрлӗ майлӑ асаплантарнӑ.
10. Мӗншӗн кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсенчен пирӗн хӑрама кирлӗ мар?
10 Ытти ҫӗршывра пурӑнакан пирӗн тӑвансем хӑйсем ҫине кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, хӑраса ан тӑрӑр. Иосифа аса илӗр. Ӑна чуралӑха сутса янӑ пулнӑ, анчах та Иегова «ӑна мӗнпур хӗн-хурлӑхӗнчен хӑтарнӑ» (Ап. ӗҫ. 7:9, 10). Иегова сирӗншӗн те ҫавнах тума пултарать. «Тӳрӗ пурӑнакансене асапран епле упраса хӑвармаллине... Хуҫамӑр [«Иегова», ҪТ] пӗлет» тенине нихӑҫан та ан манӑр (2 Петр 2:9, ҪХ). Иеговӑна шанма тата хӗсӗрленине хирӗҫ хӑюллӑ тӑма сирӗн сӑлтав ҫителӗклӗ. Иегова сире ҫак йӗркесӗр тӗнчерен хӑтарма тата хӑйӗн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарнине асра тытӑр (1 Петр 5:8, 9).
ВӐРТТӐН ТАПӐННИ
11. Сатана вӑрттӑн тапӑнни вӑл тӳррӗн тапӑннинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
11 Эпир тӗл пулма пултаракан тепӗр йышши йывӑрлӑх — вӑрттӑн тапӑнни. Ҫакӑн пек тапӑнни тӳррӗн тапӑннинчен, е хӗсӗрленинчен, мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Тӳррӗн тапӑнни хулана ҫӗмӗрттерсе кӗрсе сирӗн ҫурта пӗр самантрах аркатса тухнӑ хӑватлӑ ҫавраҫил евӗрлӗ. Вӑрттӑн тапӑннине вара термитсен ушкӑнӗ ҫурта майӗпен йӑпшӑнса кӗрсе стенисене ишӗлсе аничченех ҫиме пуҫланипе танлаштарма пулать. Ҫын кая юлнине ӑнланса иличчен ҫав хӑрушлӑха асӑрхамасан та пултарать.
12. а) Сатана вӑрттӑн тапӑннӑ чухне усӑ куракан меслетсенчен пӗри хӑшӗ вӑл тата мӗншӗн ҫав меслет пирки питӗ ӑнӑҫлӑ теме пулать? ӑ) Хуйха ӳкни Павел ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
12 Сатана пирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха аркатасшӑн. Ҫавна тӑвас тесе вӑл е тӳррӗн тапӑнать, урӑхла каласан, хӗсӗрленипе усӑ курать е вӑрттӑн тапӑнни урлӑ пирӗн ӗненӗве пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хавшатса пырать. Сатана вӑрттӑн тапӑннӑ чухне усӑ куракан ӑнӑҫлӑ меслетсенчен пӗри вӑл — хуйха ӳкересси. Хутран-ситрен Павелӑн та хуйха ӳкесси пулкаланӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн пирки «мӗскӗн этем» тенӗ. (Рим 7:21—24 вуласа пар.) Мӗншӗн Павел пек ҫыннӑн хуйха ӳкесси пулкаланӑ? Вӗт Иеговӑпа унӑн лайӑх хутшӑнусем пулнӑ-ҫке, ҫавӑн пекех вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан советӑн членӗ пулнӑ пулмалла. Ҫав-ҫавах Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене пула хуйха ӳккеленӗ. Вӑл тӗрӗссине тӑвасшӑн пулнӑ, анчах та ҫавна тума ӑна яланах ҫӑмӑл пулман. Сирӗн те хутран-ситрен ҫавӑн пек туйӑмсемпе кӗрешме тивет пулсан, Павел та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине пӗлни сире йӑпатса-лӑплантарса тӑтӑр.
13, 14. а) Мӗне пула хӑш-пӗр тӑвансем хуйха ӳкеҫҫӗ? ӑ) Кам пире ӗненме пӑрахтарасшӑн тата мӗншӗн?
13 Хутран-ситрен пирӗн тӑвансен те хуйха ӳкесси, пӑшӑрханасси пулкалать тата вӗсем хӑйсем пирки ниме тӑман ҫынсем тесе те шутлама пултараҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр хастарлӑ пионер, эпир ӑна Дебора тесе чӗнӗпӗр, каласа парать: «Хам тунӑ йӑнӑша эпӗ ҫине-ҫинех аса илетӗп те ҫавӑншӑн хама хытӑрах та хытӑрах ятлатӑп. Хам тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпӗ никамӑн юратӑвне те, Иеговӑн юратӑвне те, тивӗҫлӗ мар пек туйӑнать мана».
14 Мӗншӗн Иеговӑн Дебора пек хастарлӑ ӗҫлекенӗсенчен хӑш-пӗрисем хуйха ӳкеҫҫӗ? Сӑлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Пӗрисен хӑйсем ҫинчен е хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен япӑх шухӑшлас йӑла пур (Ытар. 15:15). Теприсен эмоцисем ҫине витӗм кӳрекен чирсене пула йывӑр туйӑм ҫуралма пултарать. Сӑлтавӗ кирек мӗнле пулсан та, ҫавӑн пек туйӑмсемпе пире хирӗҫ кам усӑ курасшӑн пулнине пирӗн асра тытмалла. Кам пире ҫав тери хуйха ӳкересшӗн, ҫапла вара Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарасшӑн? Паллах ӗнтӗ, Сатана. Ӑна вӗлерме приговор йышӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн те хӑйӗнни пекех нимӗнле шанчӑк та ҫук тесе шутлаттарасшӑн сире (Ӳлӗм. 20:10). Сатана пире аптратса ӳкересшӗн тата пирӗн хастарлӑха чакарасшӑн. Сатана кирек мӗнле тапӑнсан та, тӳррӗн-и е вӑрттӑн, унӑн тӗллевӗ — пире Турӑшӑн ӗҫлеме чарасси. Ан манӑр: Турӑ халӑхӗ сӑнарлӑ вӑрҫӑра, урӑхла каласан, вӑл хӑйӗн айӑпсӑрлӑхне Иегова умӗнче упраса хӑварас тесе кӗрешет.
15. 2 Коринф 4:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, эпир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
15 Ҫав ҫапӑҫура парӑнас мар тесе ҫирӗп шут тытӑр. Яланах награда ҫинчен шухӑшлӑр. Павел Коринфри христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун куллен-кун ҫӗнелсе пырать. Пӗр вӑхӑта кӑштах асапланни пирӗн валли ӗмӗрлӗх мухтав хатӗрлет, ҫак тулли мухтавпа танлаштарсассӑн, ҫав асап — нимӗн те мар» (2 Кор. 4:16, 17).
ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ХАЛЕХ ХАТӖРЛЕНӖР
16. Мӗншӗн йывӑрлӑхсене халех хатӗрленме пуҫламалла?
16 Сатанан «чеелӗхӗ» тӗрлӗрен пулнине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ (Эф. 6:11). Пирӗн пурин те 1 Петр 5:9-мӗшӗнче каланӑ канаша тимлемелле: «Ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр». Ҫавна тумашкӑн пирӗн тӗрӗссине тума халех хӑнӑхас тесе хамӑр ӑс-тӑнпа чӗрене хатӗрлемелле. Тӗслӗхшӗн ҫарти салтаксене илер. Вӑрҫӑ тухас хӑрушлӑх сиксе тухичченех вӗсем ҫине-ҫинех халран кайиччен ҫапӑҫма вӗренеҫҫӗ. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Пуласлӑхра пирӗн мӗнле ҫапӑҫусем пуласса эпир пӗлместпӗр. Ҫавӑнпа та лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтра пирӗн те лайӑх хатӗрленмелле. Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ: «Эсир хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса пӑхӑр — ӗненетӗр-и эсир? хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр» (2 Кор. 13:5).
17—19. а) Эпир хамӑра хамӑр мӗнле тӗрӗслеме пултаратпӑр? ӑ) Пирӗн ҫамрӑк тӑвансем хӑйсен ӗненӗвне шкулта хӳтӗлеме мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ?
17 Павелӑн Турӑ пӗлтернипе панӑ канашне тимлемелли пӗр май вӑл — хамӑра хамӑр тӗплӗн тӗрӗслени. Ҫавна тӑвас тесе эсир хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Эпӗ час-часах, ҫине тӑрсах кӗлтӑватӑп-и? Ыттисем мана тӗрӗс мар ӗҫсем тума хӗтӗртсе тӑнӑ чухне эпӗ ҫынна итличчен Турра пуҫлӑх вырӑнне хурса итлесе тӑратӑп-и? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшатӑп-и? Хам мӗне ӗненни ҫинчен хӑюллӑ каласа паратӑп-и? Пухури тӑвансем ман ҫитменлӗхсене асӑрхаман пекех, эпӗ те вӗсен ҫитменлӗхӗсене асӑрхамасӑр тӑма тӑрӑшатӑп-и? Хамӑн пухури старейшинӑсене тата пӗтӗм тӗнчери пухушӑн тӑрӑшакансене эпӗ пӑхӑнса тӑратӑп-и?»
18 Асӑрхӑр-ха: ҫак ыйтусенчен иккӗшӗнче хамӑр мӗне ӗненнине хӑюллӑн хӳтӗлени тата ыттисем хӗснине хӑюллӑн хирӗҫ тӑни ҫинчен каланӑ. Пирӗн ҫамрӑк тӑвансенчен нумайӑшӗн шкулта шӑп ҫавна тума тивет те. Вӗсем хӑйсем мӗне ӗненнишӗн вӑтанмасӑр тӑма вӗренеҫҫӗ тата хӑйсен ӗненӗвне хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫав тӗлӗшрен усӑ паракан канашсем пирӗн журналсенче тухса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, 2009-мӗш ҫулхи июль уйӑхӗнче тухнӑ «Пробудитесь!» журналта пӗр класра вӗренекен: «Мӗншӗн эсӗ эволюцие ӗненместӗн?» — тесе ыйтсан мӗн тумалли ҫинчен каланӑ. Ҫакӑн ҫине ҫапла хуравлама пулать: «Мӗншӗн манӑн ӑна ӗненмелле? Ученӑйсем те ун пирки иккӗленеҫҫӗ, вӗсем вара ҫавна пӗлеҫҫех ӗнтӗ!» Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн ачӑрсем хӑйсем мӗне ӗненнине шкулта хӳтӗлеме пултарччӑр тесе вӗсемпе ҫавӑн пек чухне мӗн-мӗн тумаллине сӳтсе явӑр.
19 Чӑнах та, хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлеме тата Иегова пирӗнтен мӗн ыйтнине тума яланах ҫӑмӑл мар. Хӑш-пӗр чухне ӗҫрен киле таврӑннӑ хыҫҫӑн пухӑва каяс тесе хамӑра хамӑрӑн вӑйпах ҫавӑртса тухма тивет. Тен, ирхине сӑваплӑ ӗҫе тума каяс вырӑнне ҫемҫе кравать ҫинче йӑваланса выртас килет. Анчах та асра тытӑр: эсир ҫак ӗҫсене тӑвассине халех йӑлана кӗртсе пыратӑр пулсан, вара пуласлӑхра пысӑкрах йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та эсир вӗсене лайӑхрах хатӗрленсе ҫитетӗр.
20, 21. а) Йывӑр туйӑма ҫӗнтерме пире тӳлесе илни ҫинчен шухӑшлани мӗнле пулӑшать? ӑ) Мӗн тума пирӗн ҫирӗп шут тытмалла?
20 Вӑрттӑн тапӑннине мӗнле хирӗҫ тӑма пулать? Сӑмахран, хуйха ӳкрӗмӗр пулсан, ҫавна ҫӗнтерес тесен мӗн тума пулать? Питӗ витӗмлӗ майсенчен пӗри вӑл — Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парни ҫинчен шухӑшласси. Павел апостол шӑп ҫапла тунӑ та. Хутран-ситрен вӑл хӑйне мӗскӗннӗн туйнӑ. Анчах та Христос пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсемшӗн мар, ҫылӑхлисемшӗн вилнине вӑл пӗлнӗ. Павел хӑй ҫав ҫылӑхлисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Эпӗ.... мана юратса, Хӑйне Хӑй маншӑн вилӗм аллине панӑ Турӑ Ывӑлне ӗненсе пурӑнатӑп» (Гал. 2:20). Ҫапла, тӳлесе илме панӑ парнене Павел йышӑннӑ. Ӑна хӑйӗншӗн тӳленине вӑл ӑнланнӑ.
21 Ҫавӑн пек пӑхни — тӳлесе илме панӑ парне ҫине Иегова сире хӑвӑра панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхни — сире те питӗ пулӑшма пултарать. Ҫакӑ вӑл эсир тӳрех хуйха ӳкме пӑрахатӑр тенине пӗлтермест. Пирӗнтен хӑш-пӗрисен, тен, ҫавӑн пек вӑрттӑн тапӑннипе ҫӗнӗ тӗнчене кӗричченех мӗн чухлӗ те пулин кӗрешме тивӗ. Анчах та ҫакна асра тытӑр: парӑнманнисем кӑна награда илӗҫ. Халӗ пирӗншӗн ҫав мухтавлӑ куна курас вӑхӑт — Турӑ Патшалӑхӗ мирлӗ пурнӑҫ туса парас тата шанчӑклӑ ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр туса хурас вӑхӑт — нихҫанхинчен те ҫывӑхрах. Апла пулсан, нумай хӗн-хур тӳсмелле пулсан та, ҫав Патшалӑха кӗме ҫирӗп шут тытар!