Сулахай енче: Корейӑра кӗнеке салатакан хӗрарӑм тӑван арҫынна ырӑ хыпар каласа парать. 1931 ҫул. Сылтӑм енче: хальхи вӑхӑтра Корейӑра икӗ христианка илтмен ҫынна ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ
2-МӖШ ПАЙӖ
Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарни
КАНМАЛЛИ кун ирхине эсир сӑваплӑ ӗҫе кайма хатӗрленетӗр. Эсир кӑштах ывӑннине туятӑр, ҫавӑнпа та ҫак ирхине канни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлатӑр. Анчах та эсир кӗлтӑватӑр та кайма шутлатӑр. Сӑваплӑ ӗҫе эсир ватӑ шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑванпа тӑватӑр. Унӑн чӑтӑмлӑхӗпе ырӑлӑхӗ сирӗн чӗрене пырса тивеҫҫӗ. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн тӑвансем пӗтӗм тӗнчипе ҫак хыпарах сарнине тата пӗр пек литературӑпах усӑ курнине эсир ӑнланса илетӗр, мӗншӗн тесен эпир пурте пӗр пек пӗлӳ илсе тӑратпӑр. Киле эсир хавхаланса таврӑнатӑр. Килте тӑрса юлманшӑн эсир питӗ савӑнатӑр!
Хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗн тӗп ӗҫӗ вӑл — христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ. Иисус юлашки кунсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫ нихӑҫанхинчен те анлӑрах сарӑлӗ тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:14). Ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ? Ку пайӗнче эпир хыпарҫӑсем ҫинчен тата христиансен сӑваплӑ ӗҫӗнче усӑ куракан питӗ кирлӗ меслетсемпе хатӗрсем ҫинчен калаҫӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫавсене пула миллион-миллион ҫын Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах пуррине ӗненме пуҫлать.