Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • gf 5 урок, 8—9 с.
  • Туррӑн тусӗсем Райра пурӑнӗҫ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Туррӑн тусӗсем Райра пурӑнӗҫ
  • Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
  • Ҫавнашкал материал
  • «Райра тӗл пуличчен!»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Сана телейлӗ пуласлӑх кӗтет!
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Ҫӗрпе мӗн пулӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
gf 5 урок, 8—9 с.

5-МӖШ УРОК

Туррӑн тусӗсем Райра пурӑнӗҫ

Рай эпир пурӑнакан хальхи тӗнче пек пулмасть. Турӑ нихӑҫан та ҫӗр ҫинче хурлӑх, хуйхӑ, ырату тата хӗн-хур пултӑр темен. Малашлӑхра Турӑ ҫӗре Рай туса хурать. Ҫак Рай мӗнле пулать? Библире мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр:

A picnic in Paradise

Лайӑх ҫынсем. Рай Туррӑн тусӗсен килӗ пулӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне ырӑ кӑна тӑвӗҫ. Вӗсем Туррӑн тӳрӗ ҫулӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнма пуҫлӗҫ (Притчи 2:21).

Апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулни. Райра выҫлӑх пулмӗ. Библи калать: «Ҫӗр ҫинче тырӑ-пулӑ [урӑхла каласан апат-ҫимӗҫ] ӑнса пулӗ» (Псалом 71:16).

In Paradise people build a house, others gather food, and a mother holds her daughter

Лайӑх ҫуртсемпе килӗшекен ӗҫ. Ҫӗр ҫинчи Райра кашни ҫемьен хӑйӗн ҫурт пулӗ. Кашни савӑнӑҫ паракан ӗҫпе ӗҫлӗ (Исаия 65:21—23).

Пӗтӗм тӗнчипе мир. Ҫынсем нихӑҫан та вӑрҫмӗҫ тата вӑрҫӑсенче вилмӗҫ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «[Турӑ] вӑрҫӑсене чарчӗ» (Псалом 45:9, 10).

Лайӑх сывлӑх. Библи сӑмах парать: «[Райра] пурӑнӑкансенчен нихӑш те: «эпӗ чирлӗ» тесе каламӗ» (Исаия 33:24). Уксаххисем, суккӑрисем, илтменнисем тата чӗлхесӗррисем пулмӗҫ (Исаия 35:5, 6).

Ырату, хуйхӑ тата вилӗм ҫухалӗҫ. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Вилӗм пулмӗ ӗнтӗ, хуйхӑ та, улашу та, ыратни те пулмӗ ӗнтӗ. Ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Апокалипсис 21:4).

Усал ҫынсем пулмӗҫ. Иегова сӑмах парать: «Ҫылӑхлисем пӗтӗҫ ҫӗр ҫинчен, ултавлисем те тӗп пулӗҫ ун ҫинчен» (Притчи 2:22).

Ҫынсем пӗр-пӗрне юратӗҫ тата хисеплӗҫ. Урӑх тӗрӗсмарлӑх, пусмӑрлӑх, ҫӑткӑнлӑх тата курайманлӑх пулмӗ. Ҫынсен хушшинче пӗрлӗх пулӗ, вӗсем Туррӑн тӳрӗ ҫулӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӗҫ (Исаия 26:9).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр