ТӐХХӐРМӖШ СЫПӐК
Тулли мар ҫемьесем ырӑ курса пурӑнма пултараҫҫӗ!
1—3. Тулли мар ҫемьесен шучӗ мӗншӗн ӳсет тата ҫак ӳсӗм кама пырса тивет, ҫавсене вӑл мӗнле витӗм кӳрет?
АМЕРИКӐРИ Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тулли мар ҫемьесем пирки «чи хӑвӑрт ӳсекен ҫемьесем» теҫҫӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрӑва нумай ҫӗршывра курма пулать. Паян ҫынсем нихҫанхинчен ытларах уйрӑлаҫҫӗ, мӑшӑрӗсене пӑрахаҫҫӗ, уйрӑммӑн пурӑнаҫҫӗ е вӗсен мӑшӑрланмасӑр ҫуратнӑ ачисем пур — ҫаксем вара пурте миллион-миллион ашшӗ-амӑшӗпе ачисене нумай вӑхӑт хушши витӗм кӳреҫҫӗ.
2 Пӗр амӑшӗ ҫырнӑ: «Эпӗ 28 ҫулта, икӗ ачаллӑ тӑлӑх арӑм. Ҫакӑ мана питӗ асаплантарать, мӗншӗн тесен манӑн ачамсене ашшӗсӗр ӳстерес килмест. Хама никам та юратман пекех туятӑп. Эпӗ йӗнине ачасем час-часах кураҫҫӗ те ҫакӑншӑн хуйхӑраҫҫӗ. Тарӑхнипе, айӑпланипе, пӗчченлӗх туйӑмӗпе кӗрешме тивнисӗр пуҫне тулли мар ҫемьесенчи чылай ашшӗ-амӑшӗн ӗҫ вырӑнӗнче ӗлкӗрмелле тата килти ӗҫсене те пурнӑҫламалла. Ҫакӑн пирки вӗсенчен пӗри ҫапла каланӑ: «Пӗччен ашшӗ е амӑшӗ жонглер пекех. Эсӗ ҫур ҫулталӑк вӗренетӗн те вара пӗр харӑсах тӑватӑ шарика жонглерла ывӑтма пултаратӑн. Анчах ҫакна тума хӑнӑхса ҫитетӗн кӑна, кам та пулин сана ҫав вӑхӑтрах теприне ывӑтса парать!»
3 Тулли мар ҫемьесенчи ачасен час-часах хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пулаҫҫӗ. Вӗсене, тен, ашшӗ-амӑшӗ сасартӑк уйрӑлнӑшӑн е вӗсенчен пӗри вилнӗшӗн питӗ хуйхӑрнине чӑтса ирттерме тивет. Нумай ачана ашшӗ е амӑшӗ ҫукки япӑх витӗм кӳрет пулас.
4. Иегова тулли мар ҫемьесемшӗн тӑрӑшнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
4 Тулли мар ҫемьесем ӗлӗк-авал та пулнӑ. Библире «тӑлӑх арӑма» тата «тӑлӑх ачана» пӗрре кӑна мар асӑннӑ (Тухни 22:22; Саккуна астутарни 24:19—21; Иов 31:16—22). Иегова Турӑ вӗсен йывӑр лару-тӑрӑвне асӑрхамасӑр тӑман. «Тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ — Турӑ»,— тенӗ псалом юрлакан (Псалом 67:6). Иегова, паллах, паянхи тулли мар ҫемьесемшӗн те сахал мар тӑрӑшать! Чӑн та, унӑн Сӑмахӗнче ҫакӑн пек ҫемьесене ырӑ курса пурӑнма пулӑшакан принципсем пур.
КИЛТИ ӖҪСЕНЕ ТУМА МӖН ПУЛӐШАТЬ
5. Пӗччен ашшӗ е амӑшӗ малтан мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулать?
5 Килти ӗҫсене пӑхса тухар. «Час-часах арҫын пулӑшни кирлӗ, сӑмахран, машинӑра мӗн те пулин ҫӗмӗрӗлнӗ, эсӗ вара мӗншӗн ҫапла пулнине ӑнланаймастӑн»,— уҫҫӑн калать пӗр уйрӑлнӑ хӗрарӑм. Ҫавӑн пекех нумаях пулмасть уйрӑлнӑ е арӑмӗ вилнӗ арҫынсем хӑйсен халӗ килте питӗ нумай ӗҫ тумаллине курса ҫухалсах каяҫҫӗ. Килти йӗркесӗрлӗх вара ачасен ҫирӗплӗхне тата хӑйсене шанассине татах та хавшатать.
Ашшӗпе е амӑшӗпе пурӑнакан ачасем, вӗсемпе пӗрле ӗҫлӗр
6, 7. а) Ытарӑшсем кӗнекере мӗнле «ырӑ арӑм» тӗслӗхне илсе панӑ? ӑ) Килти ӗҫсене тӑрӑшса туни тулли мар ҫемьесене мӗнле пулӑшать?
6 Мӗн пулӑшма пултарать-ха? Ытарӑшсем кӗнекере 31:10—31-мӗшӗсенче ҫырса кӑтартнӑ «ырӑ арӑм» тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл тӗрлӗрен ӗҫе туни тӗлӗнтерет: вӑл туяннӑ, сутнӑ, ҫӗленӗ, пӗҫернӗ, куҫми пурлӑха укҫа-тенкӗ хывнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ тата ӗҫ парса тӑнӑ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулнин вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре? Вӑл ир пуҫласа каҫченех тимлесе ӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр ӗҫе ыттисене парса тата ыттисен ырӑлӑхӗшӗн хӑй аллипе ӗҫлесе вӑл ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ. Ӑна мухтанинчен тӗлӗнмелли ҫук!
7 Эсӗ ачусене пӗччен ӳстеретӗн пулсан килти яваплӑхсене тӑрӑшса туса тӑр. Ҫав ӗҫсенче савӑнӑҫ туп, мӗншӗн тесен ҫакӑ ачусене темӗн чухлӗ телейлӗрех тӑвӗ. Апла пулин те, план тума тата йӗркелеме пӗлни кирлӗ. Библире каланӑ: «Тӑрӑшуллӑ ҫыннӑн планӗсем ӗҫе ӑнса пыма параҫҫӗ» (Ытарӑшсем 21:5, ҪТ). Ачисене арӑмӗсӗр ӳстерекен пӗр ашшӗ каланӑ: «Эпӗ хырӑм выҫиччен апат ҫинчен шухӑшлама хӑнӑхман». Анчах тӗплӗн шухӑшласа хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ, васкаса пӗҫернипе танлаштарсан, тутлӑхлӑ пулать, ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ. Тен, сана та хӑв унччен туман килти ӗҫе тума вӗренме тивӗ. Опытлӑ туссемпе тата пулӑшма хатӗр специалистсемпе канашласа, ятарлӑ кӗнекесем вуласа хӑш-пӗр пӗччен амӑшӗсем шыв пӑрӑхне сӑрлама, юсама тата машини ҫӗмӗрӗлсен кӑткӑсах мар ӗҫсене тума вӗренсе ҫитнӗ.
8. Тулли мар ҫемьесенче ачасем ашшӗ-амӑшне мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
8 Ачасене пулӑшма ыйтни тӗрӗс-и? Ачисене упӑшкисӗр ӳстерекен пӗр амӑшӗ ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Ашшӗ пулманран эсӗ ачусен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшатӑн». Ҫакна ӑнланма пулать, анчах ҫакӑ ачасене пур чухне те чи пысӑк усӑ памасть. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ Турра юрӑхлӑ пулма тӑрӑшнӑ яш ачасен хӑйсен тивӗҫлӗхӗсем пулнӑ (Пултарни 37:2; Юрӑсен юрри 1:5). Ҫавӑнпа та, ачасене ӗҫ парса тултарас мар тесен тимлӗ пулни кирлӗ пулсан та, вӗсене тӗрлӗрен ӗҫе, сӑмахран, савӑт-сапа ҫума тата пӳлӗме тирпейлеме шанса пани ӑслӑ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр ӗҫе мӗншӗн пӗрле тӑвас мар-ха? Ҫакӑ нумай савӑнӑҫ кӳме пултарать.
ПУРӐНМА ӖҪЛЕСЕ ИЛЕССИ — ЙЫВӐР ӖҪ
Вӑхӑта май килнӗ таран ытларах ачӑрсемпе ирттерме тӑрӑшӑр
9. Укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен нумай пӗччен амӑшне мӗншӗн йывӑр килет?
9 Нумай пӗччен ашшӗ-амӑшне пурӑнмалӑх укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме ҫӑмӑл мар, качча кайман ҫамрӑк амӑшӗсене вара уйрӑмах питӗ йывӑр килетa. Патшалӑх пулӑшу паракан ҫӗршывсенче ӗҫ тупиччен те пулин ҫав пулӑшупа усӑ курни тӗрӗс. Кирлӗ пулнӑ чухне Библи ҫакӑн пек майсемпе усӑ курма ирӗк парать (Рим 13:1, 6). Ҫакӑн йышши йывӑрлӑхсемпе тӑлӑх арӑмсем тата уйрӑлнисем тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсенчен темиҫе ҫул хушши кил хуҫалӑхра ӗҫленисенчен нумайӑшне ҫӗнӗрен ӗҫе вырнаҫма тивет тата ытларах чухне вӗсем питӗ пӗчӗк шалу паракан ӗҫ кӑна тупма пултараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри професси паракан ушкӑнра е кӗске вӑхӑта пыракан курсра вӗренсе хӑйӗн лару-тӑрӑвне улӑштарма пултарать.
10. Хӑйӗн мӗншӗн ӗҫ шырама тивнине пӗччен амӑшӗ ачисене мӗнле ӑнлантарса пама пултарать?
10 Эсӗ ӗҫ шырани ачусене килӗшмест пулсан ан тӗлӗн тата хӑвна нихӑш енчен те ан айӑпла. Ачусене хӑвӑн мӗншӗн ӗҫлемелле пулнине ӑнлантарса пар та Иегова сана вӗсене мӗн кирлишӗн тӑрӑшма хушнине ӑнланма пулӑш (1 Тимофей 5:8). Вӑхӑт иртсен чылай ача улшӑнусене хӑнӑхать. Анчах хӑв питӗ ӗҫлӗ пулсан та, ачусемпе май килнӗ таран нумайрах вӑхӑт ирттерме тӑрӑш. Укҫу-тенкӳ, тен, ҫитсе пымасть пулсан та, санӑн юратӑвупа тимлӗхӳ ҫемйӳне ҫав йывӑрлӑха ҫӑмӑллӑнрах чӑтса ирттерме пулӑшӗ (Ытарӑшсем 15:16, 17).
КАМ КАМШӐН ТӐРӐШАТЬ?
Пухура «тӑлӑхсем» тата «тӑлӑх арӑмсем» тимлӗхсӗр юлмаҫҫӗ
11, 12. Хутшӑнусем тӗлӗшӗпе панӑ мӗнле нормӑсене ашшӗ-амӑшӗн тытса тӑмалла тата вӗсем ҫакна мӗнле тума пултараҫҫӗ?
11 Пӗччен ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе уйрӑмах ҫывӑхланни йӗркеллӗ, анчах та ҫакӑн пек чухне Турӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисен хутшӑнӑвӗсем тӗлӗшӗпе палӑртнӑ нормӑсене пӑсассинчен асӑрханмалла. Сӑмахран, пӗччен амӑшӗ ывӑлӗ ҫине ҫемье пуҫӗн тивӗҫлӗхӗсене хурать пулсан е хӗрӗ ҫине, хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене каласа парса тӑрса, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫынни пулнӑ пек пӑхать пулсан, пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вырӑнлӑ мар тата ачашӑн стресс пулма е ӑна аптратса ӳкерме пултарать.
12 Ачусем мар, эсӗ асли пулнӑ пирки вӗсемшӗн хӑв тӑрӑшассине шантарса кала. (2 Коринф 12:14 танлаштарӑр.) Хӑш-пӗр чухне сана канаш е пулӑшу кирлӗ пулма пултарӗ. Вӗсене ачусенче мар, пухури старейшинӑсенче е, тен, опытлӑ христиансенче шыра (Тит 2:3).
ВӖРЕНТНИ УНЧЧЕНХИ ПЕКЕХ КИРЛӖ
13. Вӗрентес тӗлӗшпе пӗччен амӑшӗ мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарать?
13 Ытларах чухне хӑй ыйтни-хушни ҫине ачисем ҫӑмӑлттайлӑн ан пӑхчӑр тесен арҫынна нумай вӑй хума кирлӗ мар, хӗрарӑмӑн вара ҫакӑ хӑш чухне пулмасть. Пӗр пӗччен амӑшӗ калать: «Пӑхсан, ман ывӑлсем ҫитӗннӗ арҫынсем ӗнтӗ. Вӗсемпе юнашар хушӑран хӑюллӑ та ҫирӗп пулма йывӑр». Тен, эсӗ хӑв чӗререн юратнӑ мӑшӑру вилнӗрен халӗ те хуйхӑратӑн е ҫемье арканнӑран хӑвна айӑплӑ туятӑн е тарӑхатӑн. Ачасене пӑхма ирӗк сана та, упӑшку пулнӑ ҫынна та панӑ пулсан, эсӗ ача ун патне каясран пӑшӑрханма пултаратӑн. Ҫапла пӑшӑрханни сана ачусене вӗрентнӗ чухне виҫине пӗлме чӑрмантарма пултарӗ.
14. Ачасене вӗрентесси ҫине тӗрӗс пӑхассине пӗччен ашшӗ-амӑшӗ мӗнле упраса хӑварма пултарать?
14 Библире каланӑ: «Япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать» (Ытарӑшсем 29:15). Ҫемьере правилӑсем палӑртса вӗсене тытса пыма ыйтнӑ май эсӗ Иегова пулӑшасса шанма пултаратӑн, ҫавӑнпа хӑвна айӑплассине, ӳкӗнсе асапланассине е хӑрассине ҫӗнтерме тӑрӑш (Ытарӑшсем 1:8). Библи принципӗсене нихӑҫан та ан пӑс (Ытарӑшсем 13:25). Ӑслӑ-тӑнлӑ, тимлӗ тата ҫирӗп пулма тӑрӑш. Чылай ачана ҫакӑ ӳлӗмрен витӗм кӳме пултарать. Апла пулин те, санӑн ачусен туйӑмӗсене шута илмелле. Сӑмахран, пӗр пӗччен ашшӗ калать: «Ачасене вӗрентнӗ май, амӑшне ҫухатни вӗсемшӗн калама ҫук пысӑк хуйхӑ пулнине эпӗ хама яланах аса илтеретӗп. Эпӗ вӗсемпе май пулнӑ кашни самантра калаҫатӑп. Каҫхи апата хатӗрленӗ чухне эпир чуна уҫса калаҫатпӑр. Ҫакӑн пек самантсенче ачасем чӑннипех те мана шанаҫҫӗ».
15. Мӑшӑрӗ пулнӑ ҫын пирки калаҫнӑ чухне уйрӑлнисен мӗнрен пӑрӑнмалла?
15 Эсир уйрӑлнӑ пулсан, ачусене мӑшӑру пулнӑ ҫынна хисеплеме пӑрахтарас тесе тӑрӑшни сахал усӑ парӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫни ачисене питӗ кулянтарать, юлашкинчен вара вӗсем иксӗре те хисеплеме пӑрахӗҫ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн йышши кӳрентерекен сӑмахсене калама кирлӗ мар: «Эсӗ аҫунтан нимӗн чухлӗ те лайӑхрах мар!» Мӑшӑру пулнӑ ҫын чӗрӳне кирек мӗнле ыраттарнӑ пулсан та, вӑл ҫав-ҫавах санӑн ачун ашшӗ е амӑшӗ тӑрса юлать, ачана вара ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те юратни, тимлӗ пулни тата вӗрентни кирлӗb.
16. Тулли мар ҫемьере ачасене вӗрентнӗ май, Турӑпа ҫирӗп хутшӑнусенче пулма пулӑшакан мӗнле занятисем ҫемьере яланах пулмалла?
16 Умӗнхи сыпӑксенче каланӑччӗ ӗнтӗ, вӗрентсе тӑрасси наказани памаллине кӑна мар, мӗне те пулин вӗрентессине тата ӑс парассине пӗлтерет. Библири чӑнлӑхсене вӗренес тӗлӗшрен лайӑх программӑна тытса пырсан, нумай йывӑрлӑх пулмасан та пултарать (Филиппӑ 3:16). Христиансен тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳремелле (Еврейсем 10:24, 25). Кашни эрнерех ҫемьепе пӗрле Библи вӗренессине ирттерни те кирлӗ. Чӑн та, ҫакна тума хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. «Ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн питӗ канас килет,— калать пӗр тӳрӗ кӑмӑллӑ амӑшӗ.— Анчах та вӗренӳ кирлӗ пулнине ӑнланнӑран эпӗ хӗрӗмпе ӑна ирттерме шут тытатӑп. Хӗрӗм ҫемьепе пӗрле вӗреннине питӗ юратать!»
17. Тимофее, Павелӑн юлташне, питӗ лайӑх вӗрентнинчен мӗне вӗренме пулать?
17 Тимофее, Павел апостолӑн юлташне, Библи принципӗсене ашшӗ мар, амӑшӗпе асламӑшӗ вӗрентнӗ пулас. Тимофей вара мӗн тери лайӑх христианин пулса тӑнӑ! (Апостолсен ӗҫӗсем 16:1, 2; 2 Тимофей 1:5; 3:14, 15.) Эсӗ ачусене «Турӑ вӗрентӗвӗпе тата ӳкӗчӗпе» вӗрентсе ӳстерме тӑрӑшатӑн пулсан, ӑнӑҫу пуласса шанма пултаратӑн (Эфес 6:4, ҪХ).
ПӖЧЧЕНЛӖХЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛЕ
18, 19. а) Тулли мар ҫемьесенче ашшӗ-амӑшӗн пӗчченлӗхӗ мӗнле палӑрма пултарать? ӑ) Ӳт-пӳ туртӑмне ҫӗнтерме пулӑшмашкӑн мӗнле канаш панӑ?
18 Пӗччен ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри ӳпкелешнӗ: «Эпӗ киле, ҫак тӑватӑ стенана, килсен, уйрӑмах ачасене ҫывӑрма вырттарнӑ чухне пӗчченлӗх туйӑмӗ тӳсмелле мар чуна ыраттарать». Ҫапла, пӗччен ашшӗ-амӑшӗ тӗл пулакан йывӑрлӑхсенчен чи пысӑкки час-часах пӗчченлӗх пулать. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри ачашланусӑр тата ӑшӑ юлташла хутшӑнусемсӗр тунсӑхлани йӗркеллӗ. Анчах ҫак йывӑрлӑха кирек епле татса пама ӑнтӑлмалла-ши? Павел апостол пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр тӑлӑх арӑмсем «Христоса чунтан парӑнас вырӑнне... ӳт-пӳ хистени хыҫҫӑн» кайнӑ (1 Тимофей 5:11, 12, ҪХ). Ӳт-пӳ туртӑмӗсене Турра юрӑхлӑ пулассине хупласа хума парсан, ҫакӑ питӗ япӑх вӗҫленме пултарать (1 Тимофей 5:6).
19 Пӗр христианин каланӑ: «Арлӑх туртӑмӗ питӗ вӑйлӑ, анчах ӑна ҫӗнтерме пулать. Пуҫа ҫавнашкал шухӑшсем килнӗ чухне вӗсене аталантармалла мар. Вӗсене тӳрех сирсе ямалла. Ҫавӑн пекех ачӑр пирки шухӑшлани пулӑшать». Турӑ Сӑмахӗнче канаш панӑ: «Ҫӗр ҫинчи ӗҫӗрсене: ясарлӑха... пӗтерӗр» (Колоссӑ 3:5). Эсӗ хӑвӑн ҫиес килнине «пӗтерме» тӑрӑшатӑн пулсан тутлӑ апат-ҫимӗҫ пирки ҫыракан журналсене вулӑттӑн-ши е апат пирки кӑна калаҫакан ҫынсемпе хутшӑннӑ пулӑттӑн-и? Ҫук пулӗ. Ӳт-пӳ туртӑмӗсем пирки те ҫавнах калама пулать.
20. а) Ӗненмен ҫынпа ҫӳреме пуҫлакансем мӗнле хӑрушлӑха лекме пултараҫҫӗ? ӑ) Пӗрремӗш ӗмӗрти тата пирӗн вӑхӑтри мӑшӑрланман ҫынсем пӗчченлӗхе мӗнле ҫӗнтереҫҫӗ?
20 Хӑш-пӗр христианин ӗненмен ҫынпа тӗл пулма тытӑнать (1 Коринф 7:39). Ҫакӑ йывӑрлӑха татса парать-и? Ҫук. Пӗр уйрӑлнӑ христианка асӑрхаттарать: «Пӗчченлӗхрен хӑрушӑраххи те пур. Хӑвна юрӑхлӑ мар ҫынна качча кайни тата та япӑхрах!» Пӗрремӗш ӗмӗрти тӑлӑха юлнӑ христианкӑсен, паллах, пӗчченлӗх туйӑмӗ пулнӑ, анчах ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑмсем «иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ» (1 Тимофей 5:10). Пирӗн вӑхӑтра та Турра юрӑхлӑ пурӑнма тӑрӑшакан мӑшӑр тупасса нумай ҫул хушши шанакан шанчӑклӑ христиансем ӗҫлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. 68 ҫулти пӗр тӑлӑх арӑм хӑйне пӗччен туйнӑ чухне кашнинчех ытти тӑлӑх арӑмсем патне ҫӳренӗ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ хӑнана ҫӳренӗ чухне, килти ӗҫсене тунӑ чухне тата Турӑпа хам хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ чухне пӗчченлӗх валли манӑн вӑхӑт юлмасть». Ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентни уйрӑмах усӑллӑ ырӑ ӗҫ пулса тӑрать (Матфей 28:19, 20).
21. Кӗлӗ туни тата усӑллӑ хутшӑнусем пӗчченлӗхе ҫӗнтерме мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
21 Паллах, тӗлӗнмелле майпа пӗчченлӗхрен хӑтӑлма ҫук. Ҫапах та ӑна Иеговӑн вӑйӗ пулӑшнипе чӑтса ирттерме пулать. Ҫак вӑй христианин «кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса, кӗлтуса пурӑн[нӑ]» чухне пулӑшать (1 Тимофей 5:5). Кӗлӗ тунисем шутне хӗрӳллӗн ыйтнисем, пулӑшма йӑлӑннисем кӗреҫҫӗ, тен, пӗтӗм сасӑпа тата куҫҫульпе ыйтнисем. (Еврейсем 5:7 танлаштарӑр.) Чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна «кунӗн-ҫӗрӗн» каласа пани чӑннипех те усӑллӑ. Унсӑр пуҫне, пӗчченлӗх пушӑлӑхне тултарма усӑллӑ хутшӑнусем нумай пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хутшӑннӑ вӑхӑтра, Ытарӑшсем 12:25-мӗшӗнче ҫырнӑ пек, ҫирӗплетекен «ырӑ сӑмах» илтме пулать.
22. Хушӑран пӗчченлӗх туйӑмӗ пулсан мӗн асра тытмалла?
22 Эсӗ хӑш-пӗр чухне хӑв пӗччен пулнӑ пек туятӑн пулсан — ку вара пулма пултарать — йывӑрлӑхсем пурин те пулнине асра тыт. Чӑнах та, ун пек е кун пек мӗнпур тӑван «тӗнчере ҫавӑн пек асапсем» курать (1 Петр 5:9). Иртнипе пурӑнма ан тӑрӑш (Екклесиаст 7:10). Хӑвӑн мӗн лайӑххи пуррине хакла. Пуринчен те чи кирли вара — Иегова умӗнче айӑпсӑр пулма тата унӑн чӗрине савӑнтарма ҫирӗп шут тыт (Ытарӑшсем 27:11).
ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ
23. Пухури пӗччен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшӗнчен христиансем ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ?
23 Пӗрле ӗненекенсем пулӑшни тата хавхалантарни питӗ кирлӗ. «Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан... ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать» — тенӗ Иаков 1:27-мӗшӗнче. Ҫапла, христиансен тулли мар ҫемьесене пулӑшмалла. Ҫакна мӗнле тума пулать-ха?
24. Йывӑр килекен тулли мар ҫемьесене мӗнле пулӑшма пулать?
24 Укҫа-тенкӗ тата япаласем парса пулӑшма пулать. Библире каланӑ: «Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?» (1 Иоанн 3:17.) Сӑвӑра «курсассӑн» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ӑнсӑртран пӑхса илнине мар, тимлесе пӑхнине пӗлтерет. Ҫакӑ ырӑ чӗреллӗ христианинӑн чи малтан ҫемьен лару-тӑрӑвӗпе тата ӑна мӗн кирлипе паллашмалла пулнине кӑтартать. Тен, ҫемьене укҫа-тенкӗ кирлӗ. Е кил-ҫуртра мӗн те пулин юсаса памалла. Тулли мар ҫемьерисем хӑйсене кӑнтӑрлахи апата е туслӑ тӗлпулӑва кӑна чӗнсен те, тен, пархатарлӑ пулӗҫ.
25. Христиансем пӗччен ашшӗ-амӑшне хӗрхеннине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?
25 Унсӑр пуҫне, 1 Петр 3:8-мӗшӗнче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр». Сӑмахран, ултӑ ачаллӑ пӗр пӗччен амӑшӗ калать: «Пурӑнма ҫӑмӑл мар, хушӑран ҫакӑ мана питӗ асаплантарать. Анчах хӑш-пӗр чухне пӗрле ӗненекенсенчен хӑшӗ те пулин мана калать: „Джоан, эсӗ мӗн туни питӗ лайӑх. Эсӗ тӑрӑшни усӑсӑр мар“. Ыттисем хӑв ҫинчен шухӑшланине тата тӑрӑшнине пӗлни питӗ пулӑшать». Аслӑрах ҫулсенчи христианкӑсем ачисене пӗччен ӳстерекен ҫамрӑк хӗрарӑмсене, тен, арҫынсемпе сӳтсе явма аван мар пулнӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ чухне вӗсене итлесе пулӑшма пултараҫҫӗ.
26. Ҫитӗннӗ христиансем ашшӗсӗр ӳсекен ачасене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
26 Христиан арҫынсем те пулӑшма пултараҫҫӗ. Тӳрӗ Иов каланӑ: «Хӳтлӗхсӗр тӑлӑх-турата пулӑшаттӑм» (Иов 29:12). Пирӗн вӑхӑтра хӑш-пӗр христиансем ашшӗсӗр ӳсекен ачасене те тимлӗх уйӑрмасӑр хӑвармаҫҫӗ тата вӗсене вӑрттӑн сӑлтава пула мар, «таса чӗререн» юратнине кӑтартаҫҫӗ (1 Тимофей 1:5). Хӑйӗн ҫемйине тимлӗхсӗр хӑвармасӑр хӑшӗ-пӗрисем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫакӑн пек ачасемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсене ҫемьепе пӗрле вӗренессине пӗрле ирттерме хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ е пушӑ вӑхӑта вӗсемпе ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек ырӑ туни ашшӗсӗр ӳсекен ачана япӑх ҫултан сыхлама пултарать.
27. Пӗччен ашшӗ-амӑшне кам пулӑшасси пирки шантарса каланӑ?
27 Ашшӗ-амӑшне, паллах, хӑйсен тивӗҫлӗхӗн «ҫӗклемне» юлашкинчен хӑйсенех ҫӗклеме тивет (Галати 6:5). Апла пулин те, христиан арҫынсемпе хӗрарӑмсем те, Иегова Турӑ та вӗсене юратаҫҫӗ. Ун ҫинчен Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫа... тӑлӑха, тӑлӑх арӑма хунтӑлать» (Псалом 145:9). Вӑл юратса пулӑшнине пула тулли мар ҫемьесем ӑнӑҫлӑ пулма пултараҫҫӗ!
a Ҫамрӑк христианкӑн аскӑн ӗҫ тунине пула ҫие юлчӗ пулсан, христиансен пухӑвӗ унӑн ҫак ӗҫне ним туса та тӳрре кӑларма тӑрӑшмӗ. Анчах вӑл ӳкӗнет пулсан старейшинӑсем тата пухури ыттисем, тен, ӑна пулӑшу сӗнес тейӗҫ.
b Кунта ашшӗ е амӑшӗ ачипе, тен, хаяррӑн тытнине пула ӑна хӳтӗлеме тивнӗ ситуацисем пирки сӑмах пымасть. Санӑн мӑшӑру пулнӑ ҫын ачӑрсене сан патран кайма ӳкӗте кӗртме, вӗсем сана хисепленине хавшатма тӑрӑшать пулсан, ҫакӑн пек чухне мӗн тӑвасси пирки опытлӑ туссемпе, сӑмахран, пухури старейшинӑсемпе, канашлани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.