Сноска
d 1920 ҫулхи сентябрьте «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журналӑн ятарлӑ кӑларӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Англире, Германире, Канадӑра тата Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Библи Тӗпчекенсем ҫине мӗнле тапӑнни ҫинчен нумай тӗслӗхсем каласа панӑ пулнӑ — вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара хаяррӑн хӗсӗрленипе палӑрса тӑнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен вун-вун ҫул маларах ҫавӑн пек хӗсӗрлени пулманпа пӗрех.