Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbq 140 статья
  • Иисус ҫӑлать — мӗнле?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус ҫӑлать — мӗнле?
  • Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библире мӗн каланӑ?
  • Иегова Свидетелӗсем Иисус Христоса ӗненеҫҫӗ-и?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
Библи: ыйтусем тата хуравсем
ijwbq 140 статья
Иисус тавра тӗрлӗ халӑх ҫыннисем тӑраҫҫӗ

Иисус ҫӑлать — мӗнле?

Библире мӗн каланӑ?

Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панипе Турра шанчӑклӑ ҫынсем валли ҫӑлӑнмалли май уҫса панӑ (Матфей 20:28). Ҫавӑнпа Библире Иисус пирки «тӗнчене Ҫӑлакан» тенӗ (1 Иоанн 4:14, Ҫӗнӗ Халал). Библире ҫакӑн пек те каланӑ: «Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12).

Иисус хӑйне ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те вилнӗ (Еврейсем 2:9; Иоанн 3:16). Унтан «Ӑна... Турӑ вилӗмрен чӗртсе» тӑратнӑ, вара Иисус тӳпене таврӑннӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 3:15). Тӳпере пулнӑ май «Вӑл Хӑй урлӑ Турӑ патне пыракансене кирек хӑҫан та ҫӑлма пултарать, Вӑл, яланах чӗрӗскер, кирек хӑҫан та вӗсен хутне кӗме пултарать» (Еврейсем 7:25).

Мӗншӗн пире Иисус пирӗн хута кӗни кирлӗ?

Эпир пурте ҫылӑхлӑ (Рим 3:23). Ҫылӑх вӑл пире Турӑпа ҫывӑхланма чаракан чӑрмав, ҫавӑн пекех ҫылӑх вилӗм патне илсе пырать (Рим 6:23). Иисус Христос вара хӑйӗн каҫарттаракан парнине ӗненекен ҫынсемшӗн «Атте Турӑ умӗнче» хута кӗрет (1 Иоанн 2:1). Вӑл пирӗн хута кӗнӗ чухне Турра пирӗн кӗлӗсене итлеме тата хӑй панӑ парнине пула пирӗн ҫылӑхсене каҫарма ыйтать (Матфей 1:21; Рим 8:34). Иисус мӗн тума ыйтни Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑрать, ҫавӑнпа Иегова вӗсене итлет. Турӑ Иисуса ҫӗр ҫине «Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ» (Иоанн 3:17).

Ҫӑлӑнмашкӑн Христоса ӗненни ҫеҫ ҫителӗклӗ-и?

Ҫук. Ҫӑлӑнмашкӑн пирӗн Иисуса ӗненмелле пулин те, ҫакӑ ҫителӗклӗ мар (Апостолсен ӗҫӗсем 16:30, 31). Библире ҫапла каланӑ: «Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех» (Иаков 2:26). Ҫӑлӑнас тесен пирӗн:

  • Иисуспа унӑн Ашшӗ, Иегова, ҫинчен пӗлсе пымалла (Иоанн 17:3).

  • Иеговӑна тата Иисуса хытӑ ӗненме вӗренмелле (Иоанн 12:44; 14:1).

  • Хамӑр ӗненнине пирӗн Турӑпа Христосӑн заповӗчӗсене тытса тӑнипе кӑтартмалла (Лука 6:46; 1 Иоанн 2:17). Иисус хӑйне «Ҫӳлхуҫамӑр» текен ҫын мар, «Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан ҫеҫ» ҫӑлӑнӗ тесе вӗрентнӗ (Матфей 7:21).

  • Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр малалла та ӗненнине кӑтартмалла. Иисус ҫапла каланӑ: «Вӗҫне ҫитичченех тӳсекен вара ҫӑлӑнӗ» (Матфей 24:13).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр