2026 ҪУЛХИ АПРЕЛӖН 6—12
82-МӖШ ЮРӐ Сирӗн ҫутӑ ҫутаттӑр
Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташсене мӗнле пулӑшма пулать?
«Ырӑ туса ал усар мар» (ГАЛ. 6:9).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташсемпе лайӑх хутшӑнусене мӗнле упраса хӑварма пулать тата вӗсем итлеме хатӗр пулсан, вӗсене чӑнлӑх ҫинчен мӗнле каласа пама пулать?
1, 2. Ҫын Библи вӗренме пуҫласан, унпа тӑван-хурӑнташӗсем хушшинчи хутшӑнусене мӗн пӑсма пултарать?
ИИСУС хӑйӗн вӗренекенӗ пуласшӑн ҫынна: «Эсӗ килне тӑванусем патне кай та вӗсене Иегова хӑвшӑн мӗн туни ҫинчен... пӗтӗмпех каласа пар», — тенӗ (Марк 5:19). Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек каланӑ? Мӗншӗн тесен Иисус ҫакна пӗлнӗ: ҫынсен, ялан тенӗ пекех, лайӑххине хӑйсен тӑван-хурӑнташӗсене каласа парас килет.
2 Эсир Библи вӗренме пуҫласан, хӑвӑра мӗнле туйнине астӑватӑр-и? Ҫакӑ сире питӗ хавхалантарнӑ тата эсир пурне те хӑвӑр мӗн пӗлнине каласа парасшӑн пулнӑ пуль. Анчах та сирӗн тӑван-хурӑнташсене, тен, эсир Иегова Свидетелӗсемпе вӗренни килӗшмен. Е эсир чӑнлӑх ҫинчен мӗнле каласа пани тӑван-хурӑнташусене тарӑхтарма пултарнӑ. Ку ҫапла пулсан, ҫак статья сире Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен, ҫав вӑхӑтрах хӑвӑрпа тӑван-хурӑнташусем хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен, мӗн тумаллине ӑнланма пулӑшӗ.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Ҫак статьяра эпир: 1) хӗрхенме пӗлни пире ӗненменa тӑван-хурӑнташсемпе, вӗсем чӑнлӑха итлесшӗн мар пулсан та, тимлӗ пулма мӗнле хавхалантарнине; 2) тӑван-хурӑнташсем пире сивленӗ е хӑйсене пирӗнпе япӑх тытнӑ чухне хамӑра тӗрӗс тытма мӗн пулӑшнине; 3) мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулмаллине тата пирӗн тӑван-хурӑнташсем хӑҫан та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлассине шанма пӑрахмалла маррине тата 4) эпир тӑван-хурӑнташсене юратнине мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
ХӖРХЕННИ СИРЕ ТӐВАН-ХУРӐНТАШУСЕНЕ ПУЛӐШМА ХАВХАЛАНТАРТӐР
4. Иисус хӑй каланӑ хыпара итлесшӗн пулман ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытнӑ?
4 Иисус каланӑ хыпара пурте итлесшӗнех пулман. Анчах та вӑл вӗсем ҫине ал сулман. Иисус тӗслӗх каласа панӑ. Унта вӑл хӑйне ҫимӗҫ паман инжира пӑхакан пахчаҫӑпа танлаштарнӑ. Ҫав пахчаҫӑ йывӑҫ ҫимӗҫ парасса шаннӑ, ҫавӑнпа нумай ӗҫленӗ (Лука 13:6—9). Иисус ҫак тӗслӗхе каласа панӑ чухне, вӑл еврейсене хӑйне ӗненме тата хӑйӗн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе ырӑ хыпара виҫӗ ҫул хушши ӗнтӗ сарнӑ. Мӗншӗн Иисус парӑнман? Вӑл ҫынсене питӗ хӗрхеннӗ, ҫакӑ ӑна вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулма пулӑшнӑ.
5. Мӗншӗн Иисус еврейсене хӗрхеннӗ?
5 Иисус еврейсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесен тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсене Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме пулӑшман. Вӑл ҫынсем «кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек» пулнине курнӑ (Марк 6:34). Вилес умӗн кӑшт маларах Иисус Иерусалим хули ҫине пӑхса макӑрса та янӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав хула ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненменшӗн вилессе пӗлнӗ (Лука 19:41—44). Эпир те тӑван-хурӑнташсене ҫавӑн пек хӗрхенетпӗр пулсан, ҫакӑ пире вӗсене пулӑшма хавхалантарса тӑрӗ.
6. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлемен тӑван-хурӑнташсемпе тӳсӗмлӗ пулмалла? (Галати 6:9).
6 Галати 6:9 вуласа парӑр. Пирӗн тӑван-хурӑнташсем хальлӗхе Иегова ҫинчен пӗлесшӗн мар пулсан та, пирӗн пурпӗр вӗсемпе тӳсӗмлӗ пулмалла тата вӗсене «ырӑ туса» ал усмалла мар. Ҫынсене тарӑн тымар янӑ шухӑшсене улӑштарма тата ӗненӳ аталантарма вӑхӑт кирлине эпир пӗлетпӗр. Тен, эсир те унччен «ҫак тӗнчере шанчӑксӑр тата Турӑсӑр пурӑннӑ» (Эф. 2:12). Анчах такам сирӗнпе тӳсӗмлӗ пулнӑ та сире Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ. Эсир те тӑван-хурӑнташусемпе тӳсӗмлӗ пулсан, сирӗн те вӗсене чӑнлӑх ҫинчен нумайрах пӗлме пулӑшма май уҫӑлма пултарать.
ТӐВАН-ХУРӐНТАШУСЕНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР
7. Иисусӑн шӑллӗсене вӑл Мессия пулнине ӗненме мӗн чӑрмантарма пултарнӑ?
7 Иисусӑн шӑллӗсем вӑл Галилейӑра тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен илтнӗ пулас (Лука 4:14, 22—24). Анчах та малтан вӗсем вӑл Мессия пулнине ӗненмен (Иоанн 7:5). Мӗншӗн? Библире ҫакӑн пирки нимӗн те каламан. Анчах та Турӑ Сӑмахӗ хӑш-пӗр еврейсене Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма мӗн чӑрмантарнине ӑнлантарса парать. Пӗрисем хӑйсене халӑх сивлесрен хӑранӑ (Иоанн 9:18—22). Теприсене хӑйсем мӗн ачаранах пӗлекен ҫын Турӑ Ывӑлӗ пулма пултарнине ӗненме йывӑр пулнӑ (Марк 6:1—4). Иисусӑн шӑллӗсем те ҫавӑн пекех шухӑшлама пултарнӑ. Тен, сирӗн тӑван-хурӑнташсем те ҫавӑн евӗрлӗ сӑлтавсене пула чӑнлӑха итлесшӗн мар.
8. Мӗншӗн тӑван-хурӑнташсем пирӗн пирки япӑххине калама е хӑйсене пирӗнпе япӑх тытма пултараҫҫӗ?
8 Тӑван-хурӑнташусем мӗншӗн апла е капла тунине ӑнланма тӑрӑшӑр. Пӗррехинче Иисусӑн тӑванӗсем ун пирки «вӑл ӑсран кайнӑ» тенӗ (Марк 3:21). Вӗсем хушшинче унӑн шӑллӗсем те пулнӑ пулас. Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек шутлама пултарнӑ? Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус питӗ ӗҫлӗ пулнӑран унӑн апат ҫиме те май пулман (Марк 3:20). Ҫакна кура Иисусӑн шӑллӗсем вӑл виҫине пӗлмест тесе шутлама пултарнӑ. Пирӗн тӑван-хурӑнташсем те эпир хамӑр тӗн валли питӗ нумай вӑхӑт уйӑратпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ку ҫапла пулсан, хӑвӑра мӗнле тытнипе сирӗн ытти ӗҫсем валли те вӑхӑт пуррине кӑтартӑр.
9. Пирӗн тӑван-хурӑнташсене Иегова Свидетелӗсем ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине улӑштарма мӗн пулӑшма пултарать? (1 Пётр 3:1, 2). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
9 Малалла та ырӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. Пирӗн ырӑ ӗҫсемпе сӑмахсене пула тӑван-хурӑнташсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине улӑштарма пултараҫҫӗ. (1 Пётр 3:1, 2 вуласа парӑр.) Сӑмахран, ӗненмен упӑшка хӑйӗн арӑмӗ тӗлпулусене е ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне кулянма тата хӑйне пӑрахса хӑварнӑ пек туйма пултарать. Ҫавӑн пекки ан пултӑр тесе арӑмӗ хӑйӗн упӑшкипе пӗрле нумайрах пулмашкӑн сӑваплӑ ӗҫе хӑҫан тумалли пирки улшӑнусем тума пултарать. Тӗслӗхрен, вӑл упӑшки ерҫмен е килте пулман чухне ырӑ хыпар сарас тейӗ. Арӑмӗ упӑшкине юрас тесе ҫавӑн пек улшӑнусем тума хатӗр пулсан, вара упӑшки Иегова Свидетелӗсем ҫине урӑхларах пӑхма пуҫлӗ тен.
Пирӗн ырӑ ӗҫсемпе сӑмахсене пула тӑван- хурӑнташсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине улӑштарма пултараҫҫӗ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)g
10. Ыттисем пирӗн пирки тиркесе калаҫнӑ чухне эпир Иисусран тӗслӗх илсе мӗн тума пултаратпӑр?
10 Хӑвӑр пирки тиркесе калаҫни ҫине яланах хуравламалла тесе ан шутлӑр. Ҫынсем Иисуса айӑпласа вӑл тӑрана пӗлмест, эрех ӗҫме юратать тесе каланӑ чухне вӑл вӗсем ҫине ҫилленмен тата вӗсем тӗрӗс мар пулнине кӑтартса пама та тӑрӑшман. Ун вырӑнне вӑл ҫынсене фактсем ҫине пӑхма хавхалантарнӑ (Матф. 11:19). Кирек кам та Иисус пур енчен те виҫине пӗлнине тата савӑнӑҫлӑ пулнине курма пултарнӑ. (Иоанн 2:2, 6—10 танлаштарӑр.) Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Ҫынсем пирӗн пирки тиркесе калаҫнӑ чухне вӗсем тӗрӗс мар пулнине кашнинчех калама кирлӗ мар. Тӑван-хурӑнташусем сирӗн ӗҫсем ҫине пӑхса эсир виҫине пӗлекен тата савӑнӑҫлӑ ҫын пулнине курма пултарччӑр. Ҫакӑ вӗсене тӗрӗс шухӑш патне илсе пыма пулӑшӗ. Вара вӗсем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен мӗн те пулин япӑххине илтсен, ҫакӑ тӗрӗс мар пулнине ӑнланса илӗҫ.
ТӲСӖМЛӖ ПУЛӐР ТАТА ШАНЧӐКА АН ҪУХАТӐР
11. Иисус хӑйне шӑллӗсемпе мӗнле тытнӑ?
11 Евангелисенче каланӑ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн шӑллӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнӑ. Вӑл пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ чухне вӗсем те Канӑра пулнӑ пулмалла (Иоанн 2:11, 12). Ҫав-ҫавах вӗсем вӑл Мессия пулнине ӗненмен. Ҫакна пӑхмасӑрах, Иисус вӗсемпе ҫыхӑну тытма пӑрахман. Канӑра тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн пӗр виҫӗ ҫул иртсен, Иисус хӑйӗн шӑллӗсемпе ыррӑн калаҫнӑ (Иоанн 7:5—8).
12. Пирӗн тӑван-хурӑнташсем хӑҫан та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлассине шанма пире мӗн пулӑшма пултарать?
12 Эпир Иегова ҫав тери хӗрхенекен Турӑ пулнине пӗлетпӗр. Ҫакӑ пире хамӑр тӑван-хурӑнташсем уншӑн ӗҫлеме пуҫлассине шанма пулӑшать. Пысӑк хӗн-асап пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫынсен Иегова майлӑ тӑма май пулать пулас. Суя тӗне тӗп тума пуҫласан, пирӗн тӑван-хурӑнташсем эпир вӗсене ҫавӑн ҫинчен каланине аса илме пултарӗҫ, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме те пуҫлӗҫ тен (Ӳлӗм. 17:16)b. Анчах пирӗн вӗсене халех пулӑшмалла. Сӑмахран, пирӗн тӑван-хурӑнташсем пӗр-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулсан, эпир вӗсене пулӑшас тесе мӗн кирлине веҫех тӑвӑпӑр. Эпир вӗсене юратнине тата вӗсемпе ырӑ пулнине курсан, вӗсем Библи мӗне вӗрентни ҫинчен нумайрах пӗлес тейӗҫ.
ТӐВАН-ХУРӐНТАШУСЕНЕ ХӐВӐР ВӖСЕНЕ ЮРАТНИНЕ КӐТАРТӐР
13. Пирӗн пурнӑҫра Иеговӑшӑн ӗҫлесси малти вырӑнта пулин те, пирӗн мӗн ҫинчен манмалла мар?
13 Халӗ пирӗн пурнӑҫра Иеговӑшӑн ӗҫлесси малти вырӑнта пулин те, тӑван-хурӑнташсем пирӗн пирки эпир вӗсене урӑх юратмастпӑр е пирӗн вӗсем валли вӑхӑт ҫук тесе ан шутлаччӑр тетпӗр (Матф. 7:12). Вӗсем пирӗншӗн халӗ те хаклӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? Айтӑр темиҫе май пӑхса тухар.
14, 15. Тӑван-хурӑнташсене юратнине кӑтартас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.
14 Вӗсемпе ҫыхӑну тытӑр тата хӑвӑр вӗсене юратнине кӑтартӑр. Тӑван-хурӑнташсене юратнине эпир вӗсене хамӑр пурнӑҫра мӗн пулса иртнине каласа панипе кӑтартма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир вӗсем патне сообщени ҫырма тата отпускра пулнӑ чухне, пӗр-пӗр ҫӗре кайса килнӗ чухне е туссемпе тӗл пулнӑ чухне тунӑ фотографисене ярса пама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене пӗчӗк парне парнелени е вӗсем патне ҫырура ырӑ сӑмахсем ҫырса яни хамӑрпа вӗсем хушшинчи хутшӑнусене лайӑхлатма пулӑшӗ. Ҫакӑн пек ӗҫсене тунипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр.
15 Арменире пурӑнакан Аннӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн тӑван-хурӑнташӗсем нумай вӑхӑт пӗрле ирттереҫҫӗ, уйрӑмах ҫуралнӑ кунсене тата ытти уявсене паллӑ тунӑ чухне. Анна Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан, унӑн тӑван-хурӑнташӗсем хӑйсемпе вӑл хутшӑнма пӑрахасран хӑранӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Анна Иегова Свидетелӗ пулса тӑма шут тытнине пула унӑн пурнӑҫӗ йывӑрланӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Вӑл вӗсен ҫавӑн пек иккӗленӳсем ан пулччӑр тесе мӗн тунӑ? Анна ҫапла калать: «Тӑван-хурӑнташсем патне хӑнана кайсан, эпӗ вӗсене хамӑн пурнӑҫра мӗн пулса иртнине тата хам мӗн ӗҫ тунине каласа паратӑп. Унсӑр пуҫне, эпӗ вӗсене хам пата хӑнана чӗнетӗп те хамӑн туссемпе паллаштаратӑп. Халӗ манӑн тӑван-хурӑнташсенчен нумайӑшӗ вӗсем хушшинче хӑйсене канлӗ туять». Анна малалла ҫапла калать: «Тӑван-хурӑнташсенчен нумайӑшӗ эпӗ телейлӗ пулнине кураҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем халӗ маншӑн пӑшӑрханмаҫҫӗ».
16. Иисус хӑйӗн Иаков шӑллӗшӗн чун-чӗререн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартнӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
16 Вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнипе интересленӗр. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Иаков шӑллӗне курӑннӑ, ҫапла вӑл уншӑн чун-чӗререн тӑрӑшнине кӑтартнӑ (1 Кор. 15:7). Иаков хӑйӗн ҫине Иисус ал сулманнине курсан, вӑл хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Шӑп ҫак тӗлпулу Иакова Иисус Мессия пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ пулмалла. Тен, ҫакӑн хыҫҫӑн Иаков хӑйӗн ҫемйинчи тӑванӗсене Иисуса ӗненме пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 1:14)c.
17. Рим 12:15-мӗшӗнчи канаша мӗнле тытса тӑмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
17 Рим 12:15 вуласа парӑр. Пирӗн тӑван-хурӑнташсен пурнӑҫӗнче лайӑххи те, япӑххи те пулма пултарать. Вӗсене чӑннипех пулӑшу кирлӗ чухне эпир вӗсемшӗн тӑрӑшатпӑр пулсан, вӗсем хӑйсене пирӗнпе урӑхларах тытма пуҫлӗҫ тенd. Сӑмахран, вӗсен ача ҫуралсан, вӗсене ҫав ятпа саламлама е парне парнелеме пулать. Вӗсен ҫывӑх ҫынни вилсен, эпир вӗсене сӑмахпа йӑпатма, сообщени ярса пама е пулӑшу сӗнме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех вӑхӑтран вӑхӑта тӑван-хурӑнташсен ӗҫсем мӗнле пынипе интересленмелле. Уйрӑмах ҫакна вӗсен лару-тӑрӑвӗ йывӑр пулнӑ чухне тумалла.
Эсир тӑван-хурӑнташсемшӗн, уйрӑмах вӗсене пулӑшу кирлӗ чухне, тӑрӑшатӑр пулсан, вӗсем сирӗн ҫине тата эсир мӗне ӗненни ҫине урӑхларах пӑхма пуҫлӗҫ тен (17-мӗш абзаца пӑхӑр)h
18. Эпир Андрейран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?
18 Вӗсене пухури тӑвансемпе паллаштарӑр. Иисус Мессия пулнине ӑнласа илсен, Андрей ӑна хӑйӗн пӗртӑванӗпе, Пётрпа, паллаштарнӑ (Иоанн 1:40—42). Тен, эсир те ҫавӑн пекрех туса пӑхас тейӗр. Сӑмахран, эпир тӑван-хурӑнташсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене е хамӑр туссемпе пӗрле апатланма чӗнме пултаратпӑр. Вӗсене пухури тӑвансемпе паллаштарсан, вӗсем Свидетельсем ырӑ та йӗркеллӗ ҫынсем пулнине курӗҫ.
19. Тӑван-хурӑнташсем пире пӗтӗмпех ӑнланмасан та, пирӗн хамӑра вӗсемпе мӗнле тытмалла? (1 Пётр 3:15).
19 1 Пётр 3:15 вуласа парӑр. Пирӗн тӑван-хурӑнташсем эпир мӗншӗн хӑш-пӗр япаласене туманнине пӗтӗмпех ӑнланмасан та пултараҫҫӗ. Анчах вӗсем эпир хӑйсемпе ырӑ пулнине тата хамӑра хӑйсемпе хисеплӗн тытнине яланах асра тытӗҫ. Эпир хӑш-пӗр уявсене паллӑ тумастпӑр тата Библие хирӗҫлекен йӑла-йӗркесене тытса тӑмастпӑр пулин те, тӑван-хурӑнташсене эпир вӗсемпе вӑхӑта пӗрле ирттерни савӑнтарӗ паллах. Сӑмахран, эпир вӗсем патне хӑнана кайма, вӗсемпе пӗрле апатланма тата вӗсене парнесем парнелеме пултаратпӑр.
ТӐВАН-ХУРӐНТАШСЕНЧЕН НИМӖН ТЕ ПУЛМАСТЬ ТЕСЕ АН ШУТЛӐР
20. Мӗншӗн Иаковӑн тӗслӗхӗ пире хавхалантарма пултарать?
20 Иисус ҫӗр ҫинче хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Иаков унӑн вӗренекенӗ пулса тӑман. Ҫав-ҫавах вӑл каярахпа христианин пулса тӑнӑ (Гал. 1:18, 19; 2:9). Иаков чи малтанхи вӗренекенсен шутӗнче пулман пулин те, вӑл Иисусӑн вӗрентӗвӗсене чун-чӗререн йышӑннӑ. Сӑмахран, вӑл Турӑ хавхалантарнипе ҫыру ҫырнӑ, ҫав ҫырура вара Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьри шухӑшсем пурe.
21. Мӗншӗн пирӗн хамӑр тӑван-хурӑнташсем хӑҫан та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлассине шанма пӑрахмалла мар?
21 Эпир мӗн кирлине пӗтӗмпех тусан та, пирӗн тӑван-хурӑнташсем Иегова ҫинчен пӗлесшӗн тата хамӑрпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярасшӑн пулмӗҫ тен. Анчах та ҫакӑ пирӗн ал усмалла тенине пӗлтермест. Хамӑра тӑван-хурӑнташсемпе ыррӑн тытатпӑр пулсан, эпир хамӑрӑн хӗрхенекен Турӑран, Иеговӑран, тата унӑн Ывӑлӗнчен, Иисусран, тӗслӗх илнине кӑтартатпӑр (Лука 6:33, 36). Эпир малалла та хамӑр тӑван-хурӑнташсене юратнине кӑтартатпӑр пулсан, тен, вӗсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн ҫинчен урӑхларах шутлама пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пекки те пулма пултарать: эпир вӗсене Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума сӑмах пани ҫинчен каласа панисене вӗсем астӑваҫҫӗ те тен. Эпир парӑнмастпӑр пулсан, пирӗн тӑван-хурӑнташсенчен хӑш-пӗрисем пирӗнпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлес тейӗҫ, ҫакӑ вара пире пысӑк савӑнӑҫ парӗ.
60-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа ҫӑлакан хыпар
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Библире пӗр-пӗр ҫын пирки «ӗненмен» тенӗ пулсан, ҫакӑ вӑл нимӗнле тӗне те тытса тӑманнине е Турра ӗненменнине пӗлтермесен те пултарать (1 Кор. 7:12; вырӑс чӗлхипе тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарун «Вӗренмелли Библири» «неверующая жена» тени валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр). Ку статьяра ҫак сӑмахпа усӑ курнӑ чухне Иегова Свидетелӗсем пулман тӑван-хурӑнташсем ҫинчен каланӑ.
b 2024 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова ҫынсене мӗнле суд тӑвӗ?» статьяна пӑхӑр, 11-мӗш страница, 11—13 абзацсем.
c Иисус вилнӗ хыҫҫӑн унӑн сахалтан та икӗ шӑллӗ, Иаковпа Иуда, христиансем пулса тӑнӑ.
d «Сире туя е вилнӗ ҫынна пытарма чӗнсен мӗн тумалла?» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.
f Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалли ҫинчен ытларах пӗлес тесе 2002 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» тата 2007 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вопросы читателей» статьясене пӑхӑр.
g ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑван упӑшкишӗн савӑнса тӑрӑшать. Вӑл ырӑ хыпар сарма каяс умӗн упӑшки валли ӗҫе илсе кайма апат хатӗрлет.
h ӲКЕРЧӖК. Унчченхи ӳкерчӗкри хӗрарӑм тӑван Иеговӑшӑн ӗҫлемен хӑйӗн хунямӑшӗ патне хӑнана килнӗ.