Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 октябрь 2—5 с.
  • Ҫӗр ҫул каялла: 1925 ҫул

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗр ҫул каялла: 1925 ҫул
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ПУРНӐҪЛАНМАН ӖМӖТ
  • ҪӖНӖ РАДИОСТАНЦИСЕМ
  • КИРЛӖ ЧӐНЛӐХА ӐНЛАНАТПӐР
  • ТУРӐ ХАЛӐХӖ ИЕГОВА ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАМАЛЛИНЕ ӐНЛАННӐ
  • БИБЛИ ТӖПЧЕКЕНСЕМ ИНТЕРЕСЛЕНЕКЕН ҪЫНСЕМ ПАТНЕ ТЕПӖР ХУТ КАЙСА КИЛМЕ ПУҪЛАҪҪӖ
  • МАЛАШНЕХИ ТӖЛЛЕВСЕМ
  • Ҫӗр ҫул каялла. 1924 ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Ҫӗр ҫул каялла. 1922 ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Ырӑ хыпар сармалли меслетсем. Тӗрлӗ майсемпе усӑ куратпӑр
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 октябрь 2—5 с.
Индиана штатӗнчи Индианаполис хулинче иртнӗ конгреса килнӗ тӑвансен пысӑк ушкӑнӗн фотографийӗ. 1925 ҫул.

Индианаполисри конгресс (Индиана штачӗ). 1925 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла: 1925 ҫул

«ХРИСТИАНСЕМ ҫак ҫула питӗ хытӑ кӗтнӗ», — тенӗ 1925 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.). Анчах унта ҫакна та палӑртнӑ пулнӑ: «Мӗн пулма пултарасси ҫинчен ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Ҫакӑ вара пире Ҫӳлхуҫа шанса панӑ ӗҫе тума чӑрмантарма пултарать». Библи Тӗпчекенсем шутланӑ тӑрӑх, 1925 ҫулта мӗн пулса иртмелле пулнӑ? Вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланман пулин те, вӗсене ырӑ хыпара малалла сарма мӗн пулӑшнӑ?

ПУРНӐҪЛАНМАН ӖМӖТ

Библи Тӗпчекенсенчен нумайӑшӗ 1925 ҫулта ҫӗр ҫинче рай пуласса кӗтнӗ. Каярахпа ҫакӑн пирки А́льберт Шрёдер, Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ арҫын тӑван, ҫапла каланӑ: «Ҫав ҫулта Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ вӗренекенӗсем тӳпене кайӗҫ, авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ шанчӑклӑ ҫынсем, сӑмахран, Авраам тата Давид, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ те ҫӗр ҫинче кнеҫсем пулса ертсе пыма пуҫлӗҫ тесе шутланӑ». Ҫакӑ пурнӑҫланман, вара хӑш-пӗр тӑвансен ӗмӗчӗ татӑлнӑ (Ытар. 13:12).

Ӗмӗчӗ пурнӑҫланманнине пӑхмасӑрах, Библи Тӗпчекенсенчен нумайӑшӗ малалла ырӑ хыпар сарнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иегова ҫинчен ыттисене каласа пама кирлине лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Айтӑр вӗсем нумай ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесе радиопа мӗнле усӑ курнине пӑхса тухар.

ҪӖНӖ РАДИОСТАНЦИСЕМ

1924 ҫулта WBBR радиостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна нумай ҫын итленӗ. Ҫавӑнпа тӑвансем 1925 ҫулта тепӗр хӑватлӑ радиостанцие Иллино́йс штатӗнчи Чикаго хулинчен инҫех мар вырӑнта туса лартма шут тытнӑ. Ӑна WORD тесе ят панӑ. Ҫак станцие туса лартма пулӑшнӑ радиоинженер Ралф Леффле́р каланӑ тӑрӑх, хӗллехи сивӗ каҫсенче аякри вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсем ҫак радиостанцие итленӗ. Ҫак радиостанцие хута янӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен тӑвансем Аляска штатӗнчи Па́йлот-Сте́йшен хуларан, Чикагоран 5 000 ытла ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ хуларан, ҫыру илнӗ. Ҫырура пӗр ҫемье хӑйсене питӗ хавхалантарнӑ программа хатӗрленӗшӗн тата Турӑпа Библи ҫинчен нумайрах пӗлме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Сулахай енче: WORD радиостанцин вышкисем Батавире (Иллинойс штачӗ)

Сылтӑм енче: Ралф Леффлер радиостанцире ӗҫленӗ чухне

1925 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) мӗншӗн WORD радиостанцие питӗ аякра пурӑнакан ҫынсем те илтме пултарни ҫинчен ҫапла ӑнлантарса панӑ пулнӑ: «Ҫакӑ Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чи хӑватлӑ радиостанцисенчен пӗри, мӗншӗн тесен унӑн 5 000 ваттлӑ передатчик. Ӑна Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ ҫыранӗсенче пурӑнакансем, Кубӑра тата Аляскӑн ҫурҫӗр пайӗнче пурӑнакан ҫынсем илтме пултараҫҫӗ. Пирӗн кӑларӑмсене пула нумайӑшӗ чӑнлӑха пӗрремӗш хут илтрӗҫ те ӑна нумайрах пӗлесшӗн пулчӗҫ».

Джордж Нейш

Библи Тӗпчекенсем Канадӑра та радиопа усӑ курса ырӑ хыпар сарасшӑн пулнӑ. 1924 ҫулта вӗсем Саска́чеван провинцири Саскату́н хулинче CHUC радиостанци туса лартнӑ. Ҫакӑ Канадӑри малтанхи тӗн радиостанцисенчен пӗри пулнӑ. 1925 ҫулта тӑвансем радиостанци валли пысӑкрах вырӑн кирлӗ пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та радиостанцин харпӑрлӑх правине Хурал башни обществине панӑ. Вӑл Саскатунри кивӗ театр ҫуртне туяннӑ. Ҫав ҫурта юсанӑ хыҫҫӑн CHUC радиостанци унта ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ҫак радиостанцие пула Саскачеван таврашӗнчи пысӑках мар хуласенче тата ялсенче пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗ ырӑ хыпара илтме пултарнӑ. Вӗсем хушшинче миссис Грэм пулнӑ. Вӑл пирӗн кӑларӑмсенчен пӗрне итленӗ хыҫҫӑн тӑвансем патне ҫыру ҫырса янӑ та Библие ӑнлантарса паракан литература ярса пама ыйтнӑ. Джордж Нейш ҫапла аса илет: «Вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче: „Вӗрентӗр-ха пире!“ — тесе йӑлӑнни питӗ хыттӑн та уҫӑмлӑн каланӑ пек туйӑнчӗ пире, вара эпир ӑна „Ҫырӑва тӗпчени“ кӗнекен пур томне те ярса патӑмӑр». Кӗҫех миссис Грэм Канадӑри ҫав аякри вырӑнсенче хӑех ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ.

КИРЛӖ ЧӐНЛӐХА ӐНЛАНАТПӐР

1925 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче (вырӑсла — 1925 ҫулхи майра) тухнӑ «Хурал башнинче» «Халӑх ҫурални» ятлӑ статья пулнӑ. Унта кирлӗ чӑнлӑха ӑнлантарса панӑ пулнӑ. Библи Тӗпчекенсем Шуйттанӑн хӑйӗн организаци пуррине пӗлнӗ. Ҫав организаци шутне демонсем, суя тӗнсем тата политикӑпа коммерци системисем кӗреҫҫӗ. Анчах та ҫав статьяра «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» Иеговӑн та организаци пур тесе ӑнлантарса панӑ (Матф. 24:45). Вӑл Шуйттанӑн организацинчен пӗтӗмпех уйрӑлнӑ тата ӑна хирӗҫ тӑрать. Унсӑр пуҫне, чура 1914 ҫулта Турӑ Патшалӑхӗ ҫуралнӑ, вара ҫав ҫулах «тӳпере вӑрҫӑ» пуҫланнӑ та Шуйттанпа унӑн демонӗсене ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ тесе ӑнлантарса панӑ (Ӳлӗм. 12:7—9).

Хӑш-пӗрисене ҫакӑн пек ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине йышӑнма йывӑр пулнӑ. Статьяра вӗсене ҫакӑн пек канаш панӑ: «„Хурал башнине“ вулакансенчен хӑш-пӗрисем кунта мӗн ҫырнипе килӗшмеҫҫӗ пулсан, ҫавсене хӑйсен чӗрисене яланах тасалӑхра упраса Ҫӳлхуҫана тимлӗн те лӑпкӑн кӗтме сӗнетпӗр».

Анчах та Библи Тӗпчекенсенчен нумайӑшӗ ҫак статьяна хаваспах йышӑннӑ. Сӑмахран, Британири Том Эйр ятлӑ кӗнеке салатакан (ун чухне пионерсене ҫавӑн пек чӗннӗ) хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑка ҫавӑн пек ӑнлантарса пани пире савӑнтарса ячӗ. Эпир тӳпере Патшалӑх йӗркелесе янине пӗлсен, пирӗн ун ҫинчен пурне те каласа парас килсе кайрӗ. Ҫакӑ пире Иегова пуласлӑхра тата пысӑкрах ӗҫсем тӑвассине шанса ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарма хавхалантарчӗ».

ТУРӐ ХАЛӐХӖ ИЕГОВА ҪИНЧЕН КАЛАСА ПАМАЛЛИНЕ ӐНЛАННӐ

Халӗ эпир Исаия 43:10-мӗш сӑвӑ йӗркине лайӑх пӗлетпӗр. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура унта ҫапла каланӑ: «Эсир манӑн свидетельсем, — тет Иегова, — эпӗ суйласа илнӗ манӑн ӗҫлекенӗм». Анчах та 1925 ҫулччен пирӗн литературӑра ҫак сӑвӑ йӗркине сайра-хутра ҫеҫ сӳтсе явнӑ. Ҫакна улӑштармалла пулнӑ. 1925 ҫулта Исаия 43:10, 12 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене «Хурал башнин» (акӑлч.) 11 кӑларӑмӗнче пӑхса тухнӑ.

Библи Тӗпчекенсем 1925 ҫулхи август вӗҫӗнче Индиа́на штатӗнчи Индиана́полис хулинче конгреса пухӑннӑ. Конгресс программки ҫине Джо́зеф Рутерфордӑн ҫак саламлӑ сӑмахӗсене ҫырса хунӑ пулнӑ: «Эпир ҫак конгреса... ырӑ хыпара тата хастарлӑрах сарас тесе Ҫӳлхуҫаран вӑй илме килнӗ». Конгреса килнисене пурне те сакӑр кун хушши Иегова ҫинчен каласа памалли кашни майпа усӑ курма хавхалантарнӑ.

Шӑматкун, августӑн 29-мӗшӗнче, Рутерфорд тӑван «Ӗҫ тума чӗнсе калани» ятлӑ доклад туса панӑ. Унта вӑл ырӑ хыпар сарма кирлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ: «Иегова хӑйӗн халӑхне: „Эсир манӑн свидетельсем... эпӗ Турӑ“, — тесе каланӑ. Унтан вӑл „халӑхсем валли ялав ҫӗклӗр“ текен уҫӑмлӑ хушу панӑ. Турӑ кама хӑйӗн сывлӑшне парать тата кама вӑл хӑйӗн свидетелӗсем тесе чӗнет, ҫавсем ҫеҫ халӑхсем валли ялав ҫӗклеме пултараҫҫӗ» (Ис. 43:12, ҪТ; 62:10).

«Шанчӑк хыпарӗ» ятлӑ буклет, унта резолюци ҫырса хунӑ.

«Шанчӑк хыпарӗ» буклет

Рутерфорд тӑван доклад туса панӑ хыҫҫӑн «Шанчӑк хыпарӗ» ятлӑ резолюци вуласа панӑ. Конгреса килнисем пурте ҫак резолюцие йышӑннӑ. Унта Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ «пиллӗхсем, урӑхла каласан, мир, ӑнӑҫлӑх, сывлӑх, пурнӑҫ, ирӗклӗх тата ӗмӗрлӗх телей» пама пултарать тенӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак резолюцие темиҫе чӗлхе ҫине куҫарнӑ та буклет пек пичетлесе кӑларнӑ. Ҫав пичетлесе кӑларнӑ буклетсен шучӗ 40 миллиона яхӑн пулнӑ.

Библи Тӗпчекенсем темиҫе ҫул иртсен кӑна хӑйсене Иегова Свидетелӗсем теме пуҫланӑ. Анчах вӗсем 1925 ҫултах Иегова ҫинчен ыттисене каласа пама кирлине тата унӑн представителӗсем пулма кирлине ӑнланма пуҫланӑ.

БИБЛИ ТӖПЧЕКЕНСЕМ ИНТЕРЕСЛЕНЕКЕН ҪЫНСЕМ ПАТНЕ ТЕПӖР ХУТ КАЙСА КИЛМЕ ПУҪЛАҪҪӖ

Библи Тӗпчекенсен шучӗ пӗтӗм тӗнчипе ӳссе пынӑ. Ҫавӑнпа та организаци литература салатма ҫеҫ мар, ырӑ хыпарпа интересленекенсем патне тепӗр хут кайса килме те хавхалантарнӑ. «Шанчӑк хыпарӗ» ятлӑ буклета салатмалли кампани вӗҫленсен, «Бюллетеньре»a ҫак буклета кама парса хӑварнӑ, ҫавсем патне тепӗр хут кайса килмелле тенӗ.

1925 ҫулхи январьте тухнӑ «Бюллетеньре» Техас штатӗнчи Пла́но хулинчи Библи Тӗпчекенӗн ҫак сӑмахӗсене илсе панӑ пулнӑ: «Пире ҫакӑ тӗлӗнтерет: эпир унччен пулнӑ вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем пире ҫӗнӗ вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнинчен те лайӑхрах итлеҫҫӗ. Пӗр пӗчӗк хулара юлашки вунӑ ҫул хушшинче ырӑ хыпара пилӗк хутчен пӗлтернӗ. ...Анчах та Хе́ндрикс хӗрарӑм тӑван тата манӑн анне ҫавӑнта каллех кайнӑ та унчченхинчен те нумайрах кӗнеке салатнӑ».

Панамӑри кӗнеке салатакан акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗрремӗш хут килсен манпа калаҫасшӑн пулман ҫынсенчен нумайӑшӗ, эпӗ вӗсем патне иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш хут килсен, хӑйсен шухӑшне улӑштарчӗҫ. Ку ҫулта эпӗ, тӗпрен илсен, унччен кампа Библи ҫинчен калаҫнӑ, ҫавсем патне кайса ҫӳретӗп. Ҫавӑн пек калаҫусенчен хӑш-пӗрисем питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗҫ».

МАЛАШНЕХИ ТӖЛЛЕВСЕМ

Кӗнеке салатакансем патне пурин патне те янӑ ҫулсеренхи ҫырура Рутерфорд тӑван 1925 ҫулта ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн-мӗн туни ҫинчен каланӑ та ҫитес ҫул валли тӗллевсем палӑртса хунӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫак ҫулта нумай ҫынна йӑпату кирлӗ пулчӗ, эпир вара вӗсене пулӑшма пултарнӑшӑн питӗ хавас. [...] Ҫитес ҫулта халӑхсем валли ялав ҫӗклеме тата Турӑпа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама пирӗн валли нумай май уҫӑлӗ. [...] Айтӑр малалла та пирӗн Турӑпа пирӗн Патшана янравлӑн мухтар».

Тӑвансем 1925 ҫул вӗҫӗнче Бруклинри Вефиле пысӑклатма шут тытнӑ. Пирӗн организацин ҫавӑн пек ҫурт-йӗр тӑвас пысӑк проект унччен пулман. Ӗҫсем 1926 ҫулта пуҫланмалла пулнӑ.

Тӑвансем стройкӑра ӗҫлеҫҫӗ, унта ҫӗнӗ ҫурт туса лартас ӗҫӗн малтанхи тапхӑрӗ пырать.

Бруклинри Адамс-стритра стройка ӗҫӗсем пыраҫҫӗ (Нью-Йорк). 1926 ҫул

a Халӗ вӑл «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр