Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w22 август 14—19 с.
  • Чӑнлӑх ҫулӗпе пырӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑнлӑх ҫулӗпе пырӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ЭПИР ЧӐНЛӐХА ЮРАТАТПӐР?
  • ЧӐНЛӐХА ЮРАТНИНЕ ЭПИР ӖҪПЕ МӖНЛЕ КӐТАРТАТПӐР?
  • «Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • «Чӑнлӑха туян... ан сут»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Чӑнлӑх ҫинчен ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра калӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
w22 август 14—19 с.

34-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Чӑнлӑх ҫулӗпе пырӑр

«„Манӑн ачамсем чӑнлӑхпа пурӑнаҫҫӗ“ теекен хыпартан савӑнӑҫлӑрах хыпар ҫук маншӑн» (3 ИОАНН 4).

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Мӗншӗн пире чӑнлӑха хамӑр мӗнле пӗлни ҫинчен каласа пама килӗшет?

«ЭСӖ чӑнлӑха мӗнле пӗлтӗн?» Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе паллашнӑ чухне эсӗ ҫак ыйту ҫине пӗрре анчах мар хуравланӑ пулӗ. Пире ыттисем Иеговӑна мӗнле пӗлсе ӑна юратма пуҫлани ҫинчен каласа панине итлеме питӗ килӗшет. Эпир хамӑр та чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пире мӗншӗн килӗшни ҫинчен хаваспах каласа паратпӑр (Рим 1:11). Ҫавӑн пек калаҫусем чӗрере ӑшӑ туйӑмсем вӑратаҫҫӗ тата чӑнлӑха хамӑр мӗншӗн хакланине аса илме пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак калаҫусем пире малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыма хавхалантараҫҫӗ. Иегова вара пире ырлӗ тата награда парӗ (3 Иоанн 4).

2. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

2 Малтан мӗншӗн эпир чӑнлӑха юратни ҫинчен калаҫар. Кайран ҫак парнене хакланине мӗнле кӑтартмаллине пӗлер. Ҫакӑ пире Иегова хамӑра чӑнлӑха пӗлме май панӑшӑн пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ (Иоанн 6:44). Унсӑр пуҫне, ҫапла сӳтсе явни пире чӑнлӑха ыттисене тата хастарлӑрах каласа пама хавхалантарӗ.

МӖНШӖН ЭПИР ЧӐНЛӐХА ЮРАТАТПӐР?

3. Мӗнле тӗп сӑлтава пула эпир чӑнлӑха юрататпӑр?

3 Чӑнлӑха юратма пирӗн сӑлтавсем нумай. Тӗп сӑлтав вӑл — эпир Иегова Турра, чӑнлӑх Ҫӑлкуҫне, юрататпӑр. Унӑн Сӑмахне, Библие, тӗпченӗ май эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: Иегова ҫӗрпе тӳпене тунӑ хӑватлӑ Турӑ кӑна мар, пирӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшакан, юратакан ҫӳлти Атте те (1 Петр 5:7). Вӑл «этеме юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ» (Тух. 34:6). Иегова тӳрӗлӗхе юратать (Ис. 61:8). Эпир мӗнле асапланнине курсан унӑн чунӗ ыратать. Вӑл хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫынсен пур асапне те пӗтересшӗн — питӗ пӗтересшӗн! (Иер. 29:11). Эпир ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Акӑ мӗншӗн эпир Иеговӑна ҫав тери юрататпӑр.

Ӳкерчӗксем. Якорь: 1) ҫӗр ҫинчи рай: тусем, ешӗл айлӑмсем, анлӑ юханшыв; 2) хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑма ырӑ хыпар калать.

Библири чӑнлӑх... якорь пек

Якорь карапа пӗр вырӑнта тытӑнса тӑма пулӑшать, ҫапла вара тусем ҫине пырса тӑрӑнасран сыхлать. Библири шанчӑк та пире пурнӑҫри ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ йывӑр вӑхӑтсенче тытӑнса тӑма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, пирӗн ыттисене те чаплӑ пуласлӑх пирки каласа памалла (4—7 абзацсене пӑхӑр)

4, 5. Мӗншӗн Павел апостол пирӗн шанчӑка якорьпе танлаштарнӑ?

4 Тата мӗнле сӑлтава пула эпир чӑнлӑха юрататпӑр? Чӑнлӑх пирӗн пурнӑҫа чылай лайӑхлатать. Сӑмахран, вӑл пире пуласлӑх ҫине шанчӑкпа пӑхма пулӑшать. Ҫак шанчӑк мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартас тесе Павел апостол ун пирки «чуншӑн — шанчӑклӑ, тӗреклӗ якорь пек» тенӗ (Евр. 6:19). Якорь карапа пӗр вырӑнта тытӑнса тӑма пулӑшать, ҫапла вара тусем ҫине пырса тӑрӑнасран сыхлать. Библири шанчӑк та пире пурнӑҫри ҫил-тӑвӑл евӗрлӗ йывӑр вӑхӑтсенче тытӑнса тӑма пулӑшать.

5 Ҫак сӑвӑ йӗркин контекстне пӑхас пулсан, Павел святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен пӗлӗтре пурӑнас шанчӑкӗ пирки каланӑ. Анчах та унӑн сӑмахӗсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан Туррӑн ӗҫлекенӗсене те пырса тивеҫҫӗ (Иоанн 3:16). Ҫак шанчӑк пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать.

6, 7. Пуласлӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни Ивона мӗнле пулӑшнӑ?

6 Ивон ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ача чухне вӑл чӑнлӑха пӗлмен тата вилӗмрен питӗ вӑйлӑ хӑранӑ. Пӗррехинче кӗнеке вуланӑ чухне вӑл ҫакӑн пек сӑмахсем курнӑ: «Хӑҫан та пулин ыранхи кун ҫитмӗ». Ҫак сӑмахсем ӑна канӑҫ паман. Ивон аса илет: «Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм. Пуҫра пуласлӑх пирки шухӑшсем явӑнатчӗҫ. „Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек сахал пурӑнатпӑр? Мӗншӗн эпӗ ҫуралнӑ?“ — тесе шутлаттӑм. Манӑн пӗртте вилес килмен».

7 Кӑшт ҫитӗнсен Ивон Иегова Свидетелӗсемпе паллашнӑ. Вӑл малалла ҫапла калать: «Халӗ манӑн ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур». Чӑнлӑха пӗлни пирӗн тӑвана мӗнле пулӑшнӑ? «Каҫсерен эпӗ пуласлӑх е вилӗм ҫинчен шухӑшласа тек асапланмастӑп»,— тет вӑл. Ивон чӑнлӑха питӗ хаклать тата ӑна ыттисене пуласлӑх ҫинчен каласа пама питӗ килӗшет (1 Тим. 4:16).

Ӳкерчӗксем. Бриллиант: 1) ҫӗр ҫинчи рай: тусем, ешӗл айлӑмсем, анлӑ юханшыв; 2) арҫын кубоксемпе наградӑсем тултарнӑ коробкӑна путвала антарать.

Библири чӑнлӑх... мул пек

Эпир Иеговӑшӑн халех ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр, пуласлӑхра та, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче ертсе пыма пуҫласан, эпир Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса тӑма пултарӑпӑр. Ҫакӑ пирӗншӗн чӑн-чӑн мул. Вӑл эпир уншӑн мӗн хӑварнинчен чылай хаклӑрах (8—11 абзацсене пӑхӑр)

8, 9. а) Иисусӑн ытарӑшӗнчи пӗр ҫын хӑй тупнӑ мула мӗн тери хакланӑ? ӑ) Эсир чӑнлӑха мӗн тери хаклатӑр?

8 Библири чӑнлӑх шутне Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар та кӗрет. Иисус Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пытарнӑ мулпа танлаштарнӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать» (Матф. 13:44). Асӑрхӑр-ха, ҫав ҫын юриех мул шыраса ҫӳремен. Анчах та тупсан, ӑна илес тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӑл «мӗнпур пурлӑхне» сутса янӑ. Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? Вӑл ҫав мул хӑй уншӑн мӗн панинчен те хаклӑрах пулнине пӗлнӗ.

9 Паллах, эсир те чӑнлӑха ҫавӑн пекех хаклатӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлени пире питӗ нумай савӑнӑҫ кӳрет. Ҫак тӗнчере урӑх нимӗн те ҫавӑн пек савӑнтармасть. Унсӑр пуҫне, Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче ертсе пынӑ чухне эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр. Тата эпир Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑтӑмӑр. Ҫапла пултӑр тесе пирӗн мӗн те пулин хӑварма тивнӗ пулин те, эпир ҫавӑншӑн пӗртте ӳкӗнместпӗр. Пирӗншӗн «пур тӗлӗшрен те Турра юраса» пурӑннинчен пысӑкрах савӑнӑҫ ҫук (Кол. 1:10).

10, 11. Майкла хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма мӗн хавхалантарнӑ?

10 Иеговӑна савӑнтарас тесе нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне тӗпӗ-йӗрӗпех улӑштарнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем нумай укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫрен тухса кайнӑ. Теприсем пуяс шухӑша хӑварнӑ. Тата теприсем Иеговӑна пӗлсен пачах урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ. Майклпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Ҫамрӑк чухне вӑл карате енӗпе аталанма вӑй хунӑ. «Эпӗ хамӑн ҫирӗп кӗлеткепе мухтанаттӑмччӗ. Мана никам та ҫӗнтерме пултараймасть тесе шутлани те пулнӑ»,— тет вӑл. Анчах та Библи вӗренме пуҫласан Майкл Иегова пусмӑр ҫине мӗнле пӑхнине пӗлнӗ (Пс. 10:5). Хӑйпе Библи вӗреннӗ ҫемье пирки Майкл ҫапла калать: «Вӗсем мана каратене хӑвармалла тесе нихӑҫан та каламан. Библири чӑнлӑха вӗрентетчӗҫ ҫеҫ».

11 Майкл Иегова ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пынӑ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ӑна юратнӑ. Уйрӑмах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӗрхенни унӑн чӗрине пырса тивнӗ. Вӑхӑт иртсен Майкл хӑйӗн улшӑнусем тумаллине ӑнланса илнӗ. «Пуринчен ытла мана каратене хӑварма йывӑр пулассине эпӗ пӗлеттӗм,— тет вӑл.— Анчах та эпӗ ҫакна та ӑнланаттӑм: ҫапла туса эпӗ Иеговӑна савӑнтарӑп. Уншӑн ӗҫлесси хам мӗн хӑварнинчен чылай хаклӑрах пулни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗмччӗ». Майкл чӑнлӑх мӗн тери паха пулнине курнӑ. Ҫакӑ ӑна хӑйӗн пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма хавхалантарнӑ (Иак. 1:25).

Ӳкерчӗксем. Ҫутаткӑҫ: 1) ҫӗр ҫинчи рай: тусем, ешӗл айлӑмсем, анлӑ юханшыв; 2) ҫамрӑк хӗрарӑм Библире мӗн вулани ҫинчен шухӑшлать.

Библири чӑнлӑх... ҫутаткӑҫ пек

Ҫутаткӑҫ ҫути сӗмлӗхре ҫул тупма пулӑшнӑ евӗр Турӑ Сӑмахӗ пире Шуйттанӑн тӗттӗм тӗнчинче ҫул кӑтартса пырать (12, 13 абзацсене пӑхӑр)

12, 13. Библири чӑнлӑха пӗлни Майлин пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

12 Чӑнлӑхӑн пахалӑхне палӑртас тесе Библи ӑна сӗмлӗхре ҫутатакан ҫутаткӑҫпа танлаштарать (Пс. 118:105; Эф. 5:8). Азербайджанра пурӑнакан Майли тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлнӗшӗн вӑл питӗ пархатарлӑ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ тӗрлӗ тӗнсене — ашшӗ мусульман тӗнне, амӑшӗ иудей тӗнне — тытса тӑнӑ. Майли ҫапла аса илет: «Эпӗ Турӑ пурри пирки пӗртте иккӗленмен. Анчах та мана нумай ыйту канӑҫ паман. Эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑмччӗ: „Мӗншӗн Турӑ ҫынсене тунӑ? Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисен пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗртленмелле, кайран вара вилсен те ӗмӗр-ӗмӗрӗпех тамӑкра асапланмалла?“ Ҫынсем Турӑ ҫырни пулса пырать тетчӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла шутлаттӑмччӗ: „Нивушлӗ Турӑ ҫынсемпе пуканесемпе вылянӑ пек вылять? Нивушлӗ ӑна ҫынсем асапланнине курса тӑма килӗшет?“»

13 Майли хӑйӗн ыйтӑвӗсен хуравӗсене шырама чарӑнман. Вӑхӑт иртсен вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ та Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Библи вӗреннӗ май эпӗ телейлӗрех пулса тӑтӑм. Хамӑн ыйтусен хуравӗсене тупсан чунра канӑҫлӑх туйрӑм». Иегова пире «сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине» чӗнсе кӗртнӗшӗн пирӗн ӑна мухтаса тӑрас килет (1 Петр 2:9).

14. Чӑнлӑха тата хытӑрах юратма пире мӗн пулӑшӗ? («Ытти танлаштарусем» рамкӑна та пӑхӑр.)

14 Чӑнлӑха якорьпе, мулпа тата ҫутаткӑҫпа танлаштарни вӑл мӗн тери хаклӑ пулнине аса илтерчӗ. Ҫакӑ виҫӗ тӗслӗх анчах-ха. Эсир тата ытларах аса илме пултаратӑр паллах. Хӑвӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне мӗншӗн-ха чӑнлӑха хаклама пулӑшакан ытти сӑлтавсене те шыраса пӑхас мар? Чӑнлӑха хытӑрах юратса пынӑҫемӗн эпир хамӑр юратӑва ӗҫпе кӑтартма майсене тупсах тӑрӑпӑр.

Уҫса хунӑ Библи.

Ытти танлаштарусем

Ҫак статьяран эпир Библире чӑнлӑха якорьпе, мулпа тата ҫутаткӑҫпа танлаштарнине куртӑмӑр. Урӑх танлаштарусем те илсе пама пулать. Тӗслӗхрен:

  • Тӗкӗр.

    Библири чӑнлӑха тӗкӗрпе танлаштарма пулать. Библие вуласа тӗпченӗ чухне эпир хамӑр шалта мӗнле пулнине курса хӑш енчен лайӑхланмаллине ӑнланатпӑр (Иак. 1:22—25).

  • Шыв тумламӗсем.

    Шӑрӑх кунра шыв уҫӑлтарса янӑ евӗр, Библири чӑнлӑх пире Турӑран ютшӑннӑ тӗнчере вӑй кӗртет (Пс. 22:2, 3).

ЧӐНЛӐХА ЮРАТНИНЕ ЭПИР ӖҪПЕ МӖНЛЕ КӐТАРТАТПӐР?

15. Чӑнлӑха юратнине эпир ӗҫпе мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Чӑнлӑха юрататпӑр пулсан эпир Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӑтӑшах тӗпчӗпӗр. Килӗшетӗр пулӗ, чӑнлӑха кирек миҫе ҫул каялла пӗлсен те эпир яланах мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пырӑпӑр. «Хурал башнин» чи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ку тӗнчере чӑнлӑха пушхирте ӳсекен черченкӗ чечекпе танлаштарма пулать: чечеке ҫумкурӑк пусса илнӗ пек, чӑнлӑха пӗтӗмпе тенӗ пекех суялӑх пусса илнӗ. Чӑнлӑха тупас тетӗр пулсан, яланах тимлӗ пулмалла. [...] Чӑнлӑх сирӗн пултӑр тесен, пӗшкӗнӗр те илӗр ӑна. Пӗр чечек илнипех ан ҫырлахӑр. [...] Пуҫтарӑр, пӗр чарӑнмасӑр шырӑр». Тӗпчеме ҫӑмӑл мар пулин те, ҫакӑ нумай усӑ парать.

16. Эсир мӗнле майпа Библи тӗпчетӗр? (Ытарӑшсем 2:4—6).

16 Нумайӑшӗ вулама, тӗпчеме юратсах каймаҫҫӗ. Анчах та Иегова пире чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланас тесе шырама, тӑрӑшса тӗпчеме хавхалантарать. (Ытарӑшсем 2:4—6 вуласа парӑр.) Ҫапла вӑй хуни яланах усӑ парать. Кори арҫын тӑван хӑй тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне пӗрре ларса пӗр сӑвӑ йӗрки тӗпчет. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ ҫав сӑвӑ йӗркинчи пур сноскӑсене те тата унпа ҫыхӑннӑ ытти сӑвӑ йӗркисене те пӑхса тухатӑп. Унсӑр пуҫне, публикацисенче хушма информаци шыратӑп. Ҫапла тӗпченине пула эпӗ питӗ нумай ҫӗннине пӗлетӗп». Библие тӗрлӗ майпа тӗпчеме пулать. Вӑхӑта шеллемесен тата вӑй хурсан эпир чӑнлӑха хакланине кӑтартатпӑр (Пс. 1:1—3).

17. Чӑнлӑхпа пурӑнни мӗне пӗлтерет? (Иаков 1:25).

17 Паллах, чӑнлӑха пӗлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн хамӑр илнӗ пӗлӳпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ҫапла тусан тин эпир чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр. (Иаков 1:25 вуласа парӑр.) Чӑнлӑхпа хамӑр пурӑннипе пурӑнманнине мӗнле пӗлме пулать? Тӗслӗхрен, эпир хамӑра тӗрӗслесе пӑхма пултаратпӑр: мӗн пирӗн лайӑх пулса пырать, хӑш енчен вара пирӗн улшӑнмалла? Павел апостол ҫапла каланӑ: «Эпир ӗнтӗ мӗнле шая ҫитрӗмӗр, ҫав шайпах шухӑшлар, ҫав йӗркепех пурӑнар» (Флп. 3:16).

18. Мӗншӗн чӑнлӑх ҫулӗпе пымалла?

18 Чӑнлӑх ҫӳлӗпе пынинчен мӗн лайӑхраххи пултӑр? Эпир хамӑр та телейлӗрех пулса пыратпӑр, Иеговӑпа тӑвансене те савӑнтаратпӑр (Ытар. 27:11; 3 Иоанн 4). Паллах, пирӗн чӑнлӑха юратма та, чӑнлӑхпа пурӑнма та пур сӑлтав та пур.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн эпир чӑнлӑха юрататпӑр?

  • Чӑнлӑха хытӑрах юратма пире мӗн пулӑшма пултарать?

  • Чӑнлӑха юратнине ӗҫпе мӗнле кӑтартмалла?

144-МӖШ ЮРӐ Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

a Хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен, мӗнле пурӑнни ҫинчен калаҫнӑ чухне эпир час-часах «чӑнлӑх» сӑмахпа усӑ куратпӑр. Эпир анчахрах Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑмӑр-и е Иеговӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗлетпӗр-и, пирӗн пурин те чӑнлӑха мӗншӗн юратни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Вара пирӗн Турра савӑнтарса пурӑнма тата ытларах кӑмӑл пулӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр