ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Кариб утравӗсенчи тӑвансене пулӑшни
Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех эпир те тӗрлӗ инкеке пула хӗн курнӑ тӑвансене пулӑшма пултаратпӑр (Ин 13:34, 35). «Юратнине ӗҫпе кӑтартатпӑр. Кариб утравӗсенчи ҫил-тӑвӑлсене пула асап курнӑ тӑвансене пулӑшни» видеороликра тӑвансене пулӑшас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак видеоролика пӑхӑр та ыйтусем ҫине хуравлӑр:
Кариб утравӗсенче пурӑнакан тӑвансем Ирма тата Мария текен ҫил-тӑвӑлсене пула мӗнле хӗн курнӑ?
Иегова инкек тӳснисене пирӗн тӑвансем урлӑ мӗнле пулӑшнӑ?
Тӑвансем ҫапла юратса пулӑшни инкек курнисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
Кариб утравӗсенчи ҫил-тӑвӑлсене пула инкеке лекнисене миҫе тӑван пулӑшнӑ?
Ыттисене пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
Тӑвансем пӗр-пӗрне юратса пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсӗ мӗн туятӑн?