Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • mwb19 январь 7 с.
  • «Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ»
  • «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Вӗсем хӑйсене шеллемесӗр пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Район надзирательӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
    Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?
«Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
mwb19 январь 7 с.
Павел хӑй патне пыракан тӑвансене курса Турра тав тӑвать

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ»

Римри христиансем кӗҫех Павел килессе пӗлсен, хӑш-пӗр арҫын тӑвансем ӑна кӗтсе илме тухнӑ. Вӗсем 60 ҫухрӑм ытла утнӑ. Ҫакӑнта тӑвансем Павела чун-чӗререн юратни курӑннӑ. Ҫакӑ апостол ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Библире каланӑ: «Вӗсене курсассӑн Павел Турра тав турӗ те хавхаланчӗ» (Ап ӗҫ 28:15). Ялан тенӗ пекех Павел хӑй ыттисене хавхалантарнӑ, анчах та халӗ вӑл арестра пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна хӑйне хавхалантармалла пулнӑ (2Кр 13:10).

Пирӗн вӑхӑтра район надзирателӗсем пухуран пухӑва ҫӳресе тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетеҫҫӗ. Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем пекех вӗсем те хушӑран ывӑнса ҫитеҫҫӗ, мӗншӗн те пулин пӑшӑрханаҫҫӗ е вӗсен ал усӑнма пултарать. Район надзирателӗпе унӑн арӑмӗ сирӗн пухӑва хавхалантарма тепре килсен эсӗ хӑв та вӗсене мӗнле хавхалантарма пултаратӑн? (Рм 1:11, 12.)

  • Район надзирателӗ ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерет

    Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене кай. Район надзирателӗ хыпарҫӑсем пӗр тӗлпулӑва та сиктерес мар тесе вӑй хунине курсан питӗ хавхаланать (1Фс 1:2, 3; 2:20). Вӑл сирӗн пухӑва килес уйӑхра мӗншӗн-ха пулӑшакан пионер пулса ӗҫлес мар? Эсӗ район надзирательне е унӑн арӑмне ырӑ хыпар сарма е ҫынпа Библи вӗренме чӗнме пултаратӑн-и? Вӗсем хаваспах тӗрлӗ хыпарҫӑсемпе ырӑ хыпар сараҫҫӗ, ҫав шутрах ҫӗннисемпе тата хӑйсем пирки ӑстах мар хыпарҫӑ тесе шутлаканнисемпе те.

  • Христиансен ҫемйи район надзирателӗпе унӑн арӑмне ӑшшӑн саламлаҫҫӗ

    Вӗсене хапӑл туса йышӑнӑр. Эсӗ район надзирателӗпе унӑн арӑмне хӑвӑн киле йышӑнма е кӑнтӑрлахи апата чӗнме пултаратӑн-и? Ҫапла майпа эсӗ вӗсене юратнине кӑтартӑн. Ҫакӑн ҫинчен те манмалла мар: вӗсем хӑйсене чаплӑн кӗтсе илессе кӗтмеҫҫӗ (Лк 10:38—42).

  • Район надзирателӗ пухури старейшинӑсемпе тӗл пулать

    Вӑл панӑ канашсене итле тата хушнине пурнӑҫла. Район надзирателӗ пире сӑваплӑ ӗҫре лайӑхланма пулӑшать. Хӑш-пӗр чухне унӑн канаша хыттӑн калама тивет (1Кр 5:1—5). Эпир ӑна итлесе пӑхӑнни ӑна савӑнтарать (Евр 13:17).

  • Патшалӑх залӗнче тӑвансем район надзирателӗпе унӑн арӑмне пухӑва хавхалантарма килнӗшӗн тав тӑваҫҫӗ

    Пархатарлӑ пул. Район надзирателӗпе унӑн арӑмне вӗсем килни сан ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен каласа пар. Эсӗ хӑйсем патне пырса е открытка ҫырса вӗсене тав тума пултаратӑн (Кл 3:15).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр