Калаҫӑва пуҫламалли май
«Кӗлтуни мӗнле те пулин усӑ парать-и?» брошюра.
«Паян эпир пурне те ҫак интереслӗ брошюрӑпа паллаштаратпӑр. [Хуплашкине кӑтарт.] Хӑшӗ-пӗрисем кӗлтуни вӑл — вӑхӑта сая яни ҫеҫ, кӗлтунине никам та итлемест тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем Турӑ вӗсен кӗллисене итлет теҫҫӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Библире кӗлӗ пирки мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха. [Исаия 30:19 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑ кӗлӗсене итленине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе панӑ: эпир тӗрӗс кӗлтӑватпӑр пулсан тата ӑна мӗн юрӑхли ҫинчен ыйтатпӑр пулсан, Турӑ хуравлать». [Е Библи вӗренмелли плана сӗн.]