Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен 100 ҫул пӗлтерсе тӑратпӑр!
1. 100 ҫула яхӑн каялла Иеговӑн халӑхне мӗн тума хавхалантарнӑ пулнӑ?
1 «Акӑ, Патша ертсе пырать! Эсир — унӑн йыхравҫисем. Ҫавӑнпа та Патша тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр» — кӑмӑла ҫӗклекен ҫак сӑмахсене Иеговӑн халӑхне пур ҫӗртре те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтермешкӗн хавхалантарма ҫӗр ҫула яхӑн каялла Рутерфорд тӑван каланӑ. Эпир шӑп ҫакна тӑватпӑр та! Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара «тӗнчере мӗн пуррине пурне те» пӗлтернӗ (Кол. 1:23). Юлашки 100 ҫул Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен эпир мӗнле пӗлтернӗ? Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫлани 100 ҫул ҫитсе пынӑ вӑхӑтра пирӗн малалла та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗнле пӗлтермелле?
2. Пирӗн литература Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗнле майпа пӗлтерсе тӑрать?
2 Иртнине аса илни. Пирӗн литература вуншар ҫул Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерет. 1939-мӗш ҫултан пуҫласа пирӗн тӗп журнал «Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать» ятлӑ. Ҫак журналта час-часах Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата вӑл мӗн-мӗн туса парасси ҫинчен калаҫҫӗ. «Пробудитесь!» журнал та Турӑ Патшалӑхӗ ҫине, этемлӗхӗн пӗртен-пӗр шанчӑкӗ ҫине, тимлеттерет. Ҫавӑнпа та ҫак икӗ журнала питӗ нумай чӗлхепе куҫарнинчен тата унӑн тиражӗ те чи пысӑкки пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар! (Ӳлӗм. 14:6.)
3. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен эпир мӗнле меслетсемпе пӗлтернӗ пулнӑ?
3 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗрлӗ меслетсемпе пӗлтернӗ. Малтанхи ҫулсенче рупорсем лартнӑ автомашинӑсемпе, патефонсемпе усӑ курнӑ тата ырӑ хыпара радиопа пӗлтернӗ. Ҫапла майпа Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисен пысӑках мар ушкӑнӗ ырӑ хыпара чылай ҫынна пӗлтернӗ (Пс. 18:5). Юлашки ҫулсенче эпир информацие jw.org сайт ҫине хурса тӑратпӑр, ҫакна пула миллион-миллион ҫын, ҫав шутра сӑваплӑ ӗҫе ирӗклӗн туса тӑма майсем сахал пулнӑ ҫӗршывсенче пурӑнакансем, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлеҫҫӗ.
4. Сӑваплӑ ӗҫе эпир мӗнле ятарлӑ майсемпе туса тӑнӑ?
4 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара сарма Иеговӑн халӑхӗ ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе ятарлӑ майсемпе туса тӑнӑ. Тӗслӗхрен, 1990-мӗш ҫулсен варринче эпир ырӑ хыпара килтен киле сарнисӗр пуҫне парксенче, стоянкӑсенче тата ӗҫлӗ территоринче сарма пуҫларӑмӑр. Нумай пулмасть эпир тӗрлӗ ҫӗршыври пысӑк хуласенче халӑх нумай пулакан вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелерӗмӗр. Унсӑр пуҫне, хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пухӑвӗн территоринче ырӑ хыпара халӑх йышлӑ пулакан вырӑнсенче сарас ӗҫе хутшӑнать, вӗсем халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче тележкӑсемпе тата сӗтелсемпе усӑ кураҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, сӑваплӑ ӗҫӗн тӗп меслечӗ ырӑ хыпара килтен киле сарасси юлать (Ап. ӗҫ. 20:20).
5. Сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗнче пирӗнтен нумайӑшӗ валли мӗнле майсем уҫӑлаҫҫӗ?
5 Пуласлӑх ҫине тимлени. Сентябрьте, сӑваплӑ ӗҫӗн ҫӗнӗ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче, нумайӑшӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫлать. Вӗсен шутӗнче эсӗ те пулатӑн-и? Пулмасан, вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑн-и? Кирек мӗнле тусан та Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерес ӗҫе ытларах хутшӑнма эсӗ вӑй хунине Иегова пиллетех (Мал. 3:10).
6. Мӗншӗн 2014-мӗш ҫулӑн октябрь уйӑхӗ ятарлӑ уйӑх пулать?
6 2014-мӗш ҫулта октябрьте Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланӑранпа 100 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа та ҫынсене сӗнмелли брошюра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парать. Ӑна ытларах та ытларах ҫынна пама тӗллев ларт. Пуласлӑх ҫине тимлесе «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» ырӑ хыпара кам итлеме хатӗр, ҫавсене пурне те пӗлтерер (Ап. ӗҫ. 8:12).