Май килнӗ чухне кашнинчех унпа усӑ кур
1. «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактат хӑш-хӑш енчен усӑллӑ?
1 «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактата пире Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшас тесе хатӗрленӗ. Анчах эпир унпа чӑнлӑх вӑрлӑхне акма та усӑ курма пултаратпӑр (Еккл. 11:6). Акӑ ҫак трактатпа усӑ курмалли хӑш-пӗр сӗнӳсем.
2. Трактатпа усӑ курса калаҫӑва мӗнле пуҫлама пулать?
2 Калаҫӑва пуҫланӑ май. Ҫынна ҫак трактата парса, хуплашки ҫинчи ултӑ ыйтӑва кӑтартса ҫапла ыйтма пулать: «Ҫак ыйтусенчен хӑшӗ сире шухӑшлаттарнӑ?» Ҫын хуравланӑ хыҫҫӑн ӑна интереслентерекен ыйтӑвӑн хуравне, Библирен илсе панине, трактат тӑрӑх пӑхса тух та кӑтартнӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне вуласа пар. Юлашки страницӑра мӗн ҫырнине вуласа е каласа пар та Библие вӗренмелли тӗп пособие сӗн. Ҫын пособие илме килӗшмесен те унӑн трактат пулать, ҫапла вара чӑнлӑх унӑн чӗринче вӑй илме пултарать (Матф. 13:23).
3. Пӗрле калаҫаканӑн вӑхӑт ҫук пулсан мӗн тумалла?
3 Ҫыннӑн вӑхӑт ҫук пулсан. Ҫакӑн пек калама пулать: «Апла пулсан ҫак трактата хӑварма юрать-и? Ҫынсенчен нумайӑшне интереслентерекен ултӑ ыйтӑва ҫакӑнта сӳтсе явнӑ. Хуравӗсене Библирен илнӗ. Тепре килсен вара манӑн сирӗн шухӑша пӗлес килет».
4. Урамра трактат сӗннӗ чухне мӗн калама пулать?
4 Урамра ырӑ хыпар сарнӑ чухне. Ҫапла калама пулать: «Сывлӑх сунатӑп! Ҫак ыйтусенчен хӑшӗ те пулин сире шухӑшлаттарман-и? [Хурава итле.] Библи ҫинче никӗсленнӗ кӑмӑла тивӗҫтерекен, уҫӑмлӑ хуравсене ҫакӑнта илсе панӑ». Ҫын васкамасть пулсан трактатри хуравсенчен пӗрне сӳтсе явма е Библие вӗренмелли тӗп пособие те сӗнме юрать.
5. Ҫынсем килте пулмасан хӑш-пӗр чухне трактатпа мӗнле усӑ курма пулать?
5 Ҫынсем килте ҫук чухне. Хӑш-пӗр пухӑвӑн территорийӗсенче ҫынсене килте тӗл пулмасан хыпарҫӑсем литературӑна иртсе ҫӳрекен ҫынсене курӑнмалла мар хурса хӑвараҫҫӗ. Сирӗн пухура ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактата хӑш-пӗр чухне мӗншӗн-ха хурса хӑварас мар? Каярахпа, ҫынна килӗнче тӗл пулсан, калама пулать: «Эпир сирӗн пата килнӗччӗ те сире тӗл пулайман пирки ҫакӑн пек трактат хурса хӑварнӑччӗ. Ҫак ыйтусенчен хӑшӗн ҫине сирӗн хурав илес килет?»
6. «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактат мӗне пула эффективлӑ пособи шутланать?
6 «Чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактат чӑнлӑха тӳррӗн тата ансат уҫса парать. Унта пур тӗнри тата халӑхри ҫынсемшӗн кирлӗ шухӑшсем пур. Ҫак трактата сӗнме ҫӑмӑл; ҫамрӑк тата ҫӗнӗ хыпарҫӑсем те ҫакна тума пултараҫҫӗ. Май килнӗ чухне кашнинчех эсӗ унпа усӑ куратӑн-и?