Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • th 14 урок, 17 с.
  • Тӗп шухӑшсене палӑрт

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тӗп шухӑшсене палӑрт
  • Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
  • Ҫавнашкал материал
  • Тӗп шухӑшсене аса илӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Юлашкинчен лайӑх пӗтӗмлетӳ ту
    Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер
th 14 урок, 17 с.

14-МӖШ УРОК

Тӗп шухӑшсене палӑрт

Библири сӑвӑ йӗрки

Еврейсем 8:1

ТӖЛЛЕВ. Шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курма пулӑш тата тӗп шухӑшсем докладӑн тӗллевӗпе тата темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтарт.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Тӗллеве палӑртса хур. Доклада хатӗрленӗ чухне унӑн тӗллевӗ ҫинчен шухӑшла. Тӗслӗхрен, хӑвӑнтан ҫапла ыйтма пултаратӑн: «Итлекенсене мӗн те пулин каласа памалла-и, мӗне те пулин ӗнентермелле-и е пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантармалла-и?» Кашни тӗп шухӑш докладӑн тӗллевне пурнӑҫлама пулӑшнипе пулӑшманнине тӗрӗсле.

    Усӑллӑ канаш

    Хӑвӑнтан ыйт: «Итлекенсене мӗнпе килӗшме йывӑр пулма пултарӗ? Вӗсен мӗнле ыйтусем ҫуралма пултараҫҫӗ тата ҫав ыйтусем мӗнле йӗркепе сиксе тухма пултараҫҫӗ?» Вара ҫав йӗркепех докладри пунктсене хатӗрле. Ҫакӑ итлекенсене шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма, ҫав шухӑшсене ӑнланма тата санпа килӗшме пулӑшӗ.

  • Тема ҫине тимлеттерсех тӑр. Темӑна аса илтерес тесе тӗп сӑмахсене е вӗсен синонимӗсене каласах тӑр.

  • Тӗп шухӑшсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр, ахаль сӑмахсемпе усӑ кур. Пӗр-пӗр шухӑш темӑпа ҫыхӑнмасть пулсан е шухӑша уҫса пама ӗлкӗрейместӗн пулсан, ӑна тӗп шухӑш ан ту. Тӗп шухӑшсем нумай пулмалла мар. Вӗсене кашнине уҫҫӑн палӑрт. Пӗр тӗп шухӑшран тепри ҫине майӗпен куҫ, куҫиччен чарӑнса тӑр.

    Усӑллӑ канаш

    Итлекенсене эсӗ тӗп шухӑшсене мӗнле уҫса пынине курма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ҫав шухӑшсене пуҫламӑшӗнчех калама пултаратӑн. Е ҫав шухӑшсене аса илтерес тесе вӗсене вӗҫӗнче тепӗр хут каласа тухма пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр