104-МӖШ СЫПӐК
Иудейсем Туррӑн сассине илтеҫҫӗ, анчах вӗсем ӗненӗҫ-ши?
НУМАЙӐШӖ ТУРРӐН САССИНЕ ИЛТЕТ
СУД ТУМА ПАРАКАН СӐЛТАВ
Тунтикун, нисанӑн 10-мӗшӗнче, Иисус храмра хӑйӗн ҫывхарса килекен вилӗмӗ ҫинчен калать. Хӑйӗн вилӗмӗ Туррӑн ятне чыссӑрлатма пултарни пирки пӑшӑрханнӑран Иисус калать: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳперен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та мухтавлӑп»,— текен хӑватлӑ сасӑ илтӗнет (Иоанн 12:27, 28).
Ҫывӑхра тӑракан ҫынсем аптраса ӳкеҫҫӗ. Пӗрисем аслати авӑтрӗ тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем «Унпа ангел калаҫрӗ» теҫҫӗ (Иоанн 12:29). Анчах та ку — Иеговӑн сасси! Иисус сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑранпа ҫынсем Туррӑн сассине пӗрре анчах мар илтнӗ.
Виҫӗ ҫул ҫурӑ каялла, Иисус шыва кӗнӗ чухне, Турӑ Иисуса: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче»,— тенине Шыва кӗртекен Иоанн илтнӗ. Каярахпа, пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха хыҫҫӑн, Иисус хӑйӗн апостолӗсем — Иаков, Иоанн тата Петр — умӗнче улшӑннӑ. Ҫав виҫӗ арҫын Турӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче; Ӑна итлӗр»,— тесе каланине илтнӗ (Матфей 3:17; 17:5). Халӗ вара Иеговӑн сасси виҫҫӗмӗш хут илтӗнет, ӑна нумай ҫын илтет!
Иисус калать: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ!» (Иоанн 12:30, ҪХ.) Ҫакӑ Иисус чӑннипех Турӑ Ывӑлӗ — малтанах каласа хунӑ Мессия — пулнине ҫирӗплетсе парать.
Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗн, Иисусӑн, пурнӑҫ ҫулӗ ҫынсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тата Сатана Шуйттан, ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, пӗтме тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетсе парать. Иисус калать: «Халӗ ҫак тӗнчене сут пулать; халӗ ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ». Иисус кӗҫех вилӗ, анчах та ҫак вилӗм ҫухату тӳсни мар, ҫӗнтерни пулӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Вӑл ӑнлантарса парать: «Эпӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленсен, пурне те Хам патӑма пуҫтарӑп [«тӗрлӗ йышши ҫынна хампа ҫывӑхлатӑп», ҪТ]» (Иоанн 12:31, 32). Юпа ҫинче вилнине пула Иисус ҫынсене хӑйӗнпе ҫывӑхланма парса вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелли мая уҫса парать.
Иисус хӑйӗн пирки ҫӗр ҫинчен ҫӗкленӗп тесе каласан, халӑх ҫапла хуравлать: «Христос ӗмӗр-ӗмӗрех пулмалла — эпир ҫакна саккунран пӗлетпӗр; епле-ха Эсӗ Этем Ывӑлӗн ҫӳле ҫӗкленмелле тетӗн? Ҫав Этем Ывӑлӗ кам вӑл?» (Иоанн 12:34.) Ҫирӗплетсе паракан тӗрлӗ тӗслӗхсем пур пулин те, Туррӑн сассине илтнӗ пулсан та, ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисус чӑн-чӑн Этем Ывӑлӗ, малтанах каласа хунӑ Мессия, пулнине ӗненмеҫҫӗ.
Иисус унчченхи пекех хӑйӗн пирки «ҫутӑ» тет (Иоанн 8:12; 9:5). Вӑл халӑха ӳкӗтлет: «Ҫутӑ сирӗнпе пӗрле тата кӑшт анчах тӑрӗ; ҫутӑ пур чухне ҫӳрӗр, сӗмлӗх ан хупӑрлатӑр сире... Ҫутӑ хӑвӑрпа пӗрле чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ывӑлӗсем пулӑр» (Иоанн 12:35, 36). Унтан Иисус вӗсем патӗнчен каять, мӗншӗн тесен унӑн нисанӑн 10-мӗшӗнче вилмелле мар. Нисанӑн 14-мӗшӗнче, Пасха кунӗнче, вӑл «ҫӗр ҫинчен ҫӗкленӗ» — шӑп ҫавӑн чухне ӑна юпа ҫине пӑталаса хурӗҫ (Галати 3:13, 14).
Иисуса иудейсем вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне пуҫланӑранпах ӗненменни уҫӑмлӑн курӑнать — ҫапла пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынӑ. Исаия пророкла каланӑ тӑрӑх, ҫынсем ан таврӑнччӑр тата ан сывалччӑр тесе вӗсен куҫӗсем суккӑрланӗҫ, вӗсен чӗрисем чул пек хытса ларӗҫ (Исаия 6:10; Иоанн 12:40). Чӑнах та, иудейсенчен нумайӑшӗ Иисус малтанах каласа хунӑ Ҫӑлакан — пурнӑҫ патне илсе пыракан Ҫул — пулнине кӑтартакан сӑлтавсене сирсе яраҫҫӗ.
Никодим, Аримафея ҫынни Иосиф тата пуҫлӑхсенчен нумайӑшӗ Иисуса ӗненеҫҫӗ. Анчах вӗсем ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартӗҫ-ши? Е вӗсене хӑйсене синагогӑран хӑваласа кӑларса яма пултарни хӑратса ӳкерӗ-ши? Е, тен, вӗсене «этем мухтавне» ытларах юратни чӑрмантарӗ-ши? (Иоанн 12:42, 43.)
Иисус хӑйне ӗненесси мӗн иккенне хӑй ӑнлантарса парать: «Мана ӗненекен Мана мар, Мана Яракана ӗненет; Мана куракан Мана Яракана курать». Турӑ Иисуса вӗрентме хушнӑ чӑнлӑхсем тата Иисус пӗр вӗҫӗмсӗр пӗлтерсе тӑракан чӑнлӑхсем питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Мана йышӑнман ҫыншӑн, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫыншӑн хӑйне тӳре [е судья] пур: юлашки кун ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ» (Иоанн 12:44, 45, 48).
Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн каламарӑм; Эпӗ Хама янӑ Аттем мӗн хушнине турӑм, мӗн каламаллине, мӗнле каламаллине Мана Вӑл Хӑй каларӗ. Эпӗ пӗлетӗп: Вӑл мӗн хушни — ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ» (Иоанн 12:49, 50). Иисус кӗҫех хӑйӗн юнне тӑкса хӑйне ӗненекенсемшӗн парне кӳрессе пӗлет (Рим 5:8, 9).