Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • T-24 2—6 с.
  • Кам вӑл Иисус Христос?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кам вӑл Иисус Христос?
  • Кам вӑл Иисус Христос?
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус ыттисене юратма вӗрентет
  • Мӗнле Иисус юрату кӑтартнӑ
  • Иисус ҫӗр ҫинче мӗн туса пурӑннӑ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Вӑл ҫынсене юратнӑ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Кам вӑл Иисус Христос?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Кам вӑл Иисус Христос?
T-24 2—6 с.

Кам вӑл Иисус Христос?

«ХРИСТОС тӗнне тытманнисенчен те нумайӑшӗ Вӑл ӑслӑ тата чаплӑ вӗрентекен пулнӑ тесе йышӑнаҫҫӗ. Чӑнахах та, Вӑл историнче чи паллӑ ҫынсенчен пӗри» («Уорлд бук» энциклопеди). Кам ҫинчен сӑмах пырать? Христианствӑна никӗслекен Иисус Христос ҫинчен. Вӑл кам иккенне пӗлетӗр-и эсир? Вӑл сирӗн пурнӑҫа мӗнле те пулин пырса тивме пултарать-ши?

Иисусӑн ӗҫӗ-хӗлне Библинчи Евангели тесе калакан тӑватӑ истори ӗҫӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Ҫак пӗлтерӳсене шанма юрать-и? Евангелисене тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн паллӑ историк Уилл Дюрант ҫырнӑ: «Паллӑ мар ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗ ҫав-тери вӑйлӑ, хӑй енне туртакан ҫын сӑнарне, ҫав-тери ҫӳллӗ этика тата ҫынсем хушшинче тӑванлӑ пулма хавхалантаракан хутшӑнусене шутласа кӑларма пултарни ҫинчен шутлани Евангелисенче ҫырса кӑтартнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен тӗлӗнмеллерех».

Ҫапах та Хӗвелтухӑҫӗнче тата тӗнчен урӑх пайӗсенче пурӑнакансем Иисус Христос ҫинчен сахал пӗлеҫҫӗ. Тен, вӗсем вӑл чӑнахах хӑҫан та пулин пурӑннӑ тесе ӗненеҫҫӗ, анчах та ҫакӑ хӑш енчен вӗсене тивни ҫинчен шутламаҫҫӗ. Теприсем вара Иисус хыҫҫӑн пыракан текенсем мӗн тунине курнипе ун ҫине тинкерсе пӑхма кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Япони ҫыннисем калама пултараҫҫӗ: «Вӗсем атом бомбине Нагасаки ҫине пӑрахнӑ, унта вара христиансем Японинчи ытти хуласенчен те нумайтарах».

Анчах та ҫын тухтӑр мӗн каланине шута илменнипе сывалаймасть пулсан, уншӑн тухтӑра айӑплама кирлӗ-ши? Паллах, ҫук. Кашни кунхи ыйтусене татса пама пулӑшакан Иисус канашӗвӗсене христиан тӗнчи нумай вӑхӑта яхӑн ӗнтӗ шута илмест. Ҫавӑнпа та христиансем тесе калакан ҫынсем вӑл мӗн каланине туса пыманнишӗн кӑна Иисуса сирсе яма ан васкӑр. Ун ҫинчен хӑвӑрах лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр. Библине уҫса пӑхӑр та, эсир вара Иисус чӑннипе камне тата мӗнле вӑл сирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултарнине курӑр.

Иисус ыттисене юратма вӗрентет

Иисус Христос паллӑ вӗрентекен пулнӑ, вӑл Палестинӑра 2 000 ҫула яхӑн каярах пурӑннӑ. Ун пурнӑҫӗн малтанхи ҫулӗсем пирки нумай каламан (Матфей, 1-⁠мӗшпе 2-⁠мӗш сыпӑксем; Лука, 1-⁠мӗшпе 2-⁠мӗш сыпӑксем). 30 ҫула ҫитсен, Иисус «чӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартмалли» ӗҫне пуҫланӑ (Иоанн 18:37; Лука 3:21—23). Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калакан тӑватӑ истори пӗлтерӗвӗсем шӑпах ҫак ӗҫпе, Иисус ҫӗр ҫинче юлашки виҫӗ ҫул ҫурӑ пулнипе, паллаштараҫҫӗ.

Иисус хӑйӗн ӗҫне тунӑ чухне вӗренекенӗсене пурнӑҫра пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшакан тӗп принцип кӑтартнӑ. Ҫак принцип юрату ҫинче тӑрать. Ту ҫинчи проповедьре — историнче чи паллисенчен пӗринче — Иисус ҫывӑх ҫынсем патне мӗнле юрату кӑтартмаллине вӗрентнӗ. Вӑл каланӑ: «Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матфей 7:12). Ҫак принципа ылтӑн правилӑ тесе калаҫҫӗ. «Ҫынсем» тесе, Иисус пурин ҫинчен те, тӑшмансем пирки те каланӑ. Ҫак проповедьрех вӑл каланӑ: «Хӑвӑр тӑшманӑрсене юратӑр, хӗсӗрлекенсемшӗн те кӗл тӑвӑр» (Матфей 5:44). Ҫакӑн пек юрату хальхи нумай ыйтусене татса параймасть-ши вара? Ҫакна Инди политика деятӗлӗ Мохандас Ганди ҫирӗп ӗненнӗ. Вӑл каланӑ: «[Ҫынсем] Христос Ту ҫинче каланӑ проповедьри вӗрентӳсемпе килӗшсен, эпир... пӗтӗм тӗнчери ыйтусене татса парӑпӑр». Ҫапла, Иисус вӗрентнӗ пек юрату кӑтартсан, ҫакӑ этемлӗхӗн чирӗсене сыватма пултарать.

Мӗнле Иисус юрату кӑтартнӑ

Иисусӑн вӗрентӗвӗ хӑйӗн ӗҫӗпе уйӑрӑлса тӑман. Вӑл пуринчен малтан хӑйӗн ҫинчен мар, хӑйӗн юратӑвне ӗҫпе ҫирӗплетсе ыттисем ҫинчен шутланӑ. Пӗррехинче Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем нумай ҫынна пулӑшнӑ пирки ҫав-тери ерҫӳллӗ пулманнипе апат ҫиме те вӑхӑт пулман. Вӗренекенӗсене кану кирлине кура, Иисус вӗсемпе пӗрле улах вырӑна кайнӑ. Анчах унта ҫитсен халӑх вӗсене кӗтсе тӑнине курнӑ. Эсир Иисус вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ пулӑттӑрччӗ? Иисус «вӗсене хӗрхеннӗ: ...вара вӗсене нумай вӗренте пуҫланӑ» (Марк 6:30—34). Ҫапла, питӗ хытӑ хӗрхенни ӑна ыттисене пулӑшма хистенӗ.

Анчах та ыттисемшӗн ырӑ тунӑ чухне Иисус Турӑ ҫинчен вӗрентнипе кӑна ҫырлахман. Вӑл ӗҫпе пулӑшнӑ. Пӗррехинче вӑл каҫ пуличчен ӑна итлесе тӑракан 5 000 ҫынна (хӗрарӑмсемпе ачасене шутламасӑр) тӑрантарнӑ. Тепрехинче вӑл 4 000 ҫынна тӑрантарнӑ. Ҫитменнине тата пӗрремӗшӗнче унӑн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ, иккӗмӗшӗнче вара — ҫичӗ ҫӑкӑрпа темиҫе пулӑ пулнӑ (Матфей 14:14—21; 15:32—38; Марк 6:35—44; 8:1—9). Тӗлӗнмелле ӗҫ тесе калатӑр-и? Ҫапла, Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнӑ.

Унсӑр пуҫне Иисус нумай чирлисене, вӗсем хушшинче суккӑррисене, уксаххисене, юхан-суранлисене тата илтменнисене сыватнӑ. Вӑл вилнисене те чӗртнӗ! (Лука 7:22; Иоанн 11:30—45). Пӗррехинче Иисус патне юхан-суранлӑ ҫын пынӑ та ӑна йӑлӑнса каланӑ: «Эсӗ мана тасатас тесен, тасатма пултаратӑн». Иисус мӗн тунӑ вара? Вӑл аллине тӑснӑ та, ӑна сӗртӗнсе каланӑ: «Тасатас тетӗп» (Марк 1:40, 41). Иисус ыттисене питӗ пулӑшасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫав тӗлӗнмелле ӗҫсенче унӑн хӗн куракансене юратни курӑнса тӑнӑ.

Тӗлӗнмелле ӗҫсем пулмаҫҫӗ тесе калӑр-и? Анчах та ҫавсенчен нумайӑшне Иисус пурин умӗнче туса кӑтартнӑ. Унӑн тӑшманӗсем те, кашнинче мӗнле те пулин ӑна айӑплас тесе сӑлтав шыракансем, вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнинчен тунман (Иоанн 9:1—34). Унсӑр пуҫне тӗлӗнмелле ӗҫсем пӗр тӗллев кӑтартса тӑнӑ. Вӗсем ҫынсене Иисуса Турӑ янине ӑнланма пулӑшнӑ (Иоанн 6:14).

Иисусӑн пурнӑҫӗпе вӗрентӗвне пӗртак пӑхса тухнипе кӑна эпир ӑна юратма пуҫлатпӑр тата вӑл мӗнле тунӑ пек ыттисем патне юрату кӑтартас тетпӗр. Анчах та вӑл пирӗн пурнӑҫа тивни ҫа­кӑнпа пӗтмест-ха. Иисус юратма вӗрентекен аслӑ учитель кӑна пулман. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинче пуличчен вӑл пӗлӗтре Туррӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулса пу­рӑн­нӑ (Иоанн 1:14; 3:16; 8:58; 1 Иоанн 4:9). Ҫавӑн пекех, Иисус ха­лӗ те пу­рӑ­нать, ҫа­кӑ вара пирӗншӗн тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ, халӗ вӑл Турӑ Патшалӑхӗн патши тесе Библи калать (Апокалипсис 11:15). Вӑл каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ вӑл — Сана пӗр чӑн Турра, тата Ху янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3; 20:31). Шутласа пӑхӑр кӑна: Иисус Христос ҫинчен калакан пӗлӳ Райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитерме пултарать! Анчах ҫакӑ мӗнле пулма пултарать? Мӗншӗн-ха сирӗн Иисус ҫинчен нумайрах пӗлес мар та­та мӗнле «Христос юратӑвӗ пире» ун пек пулма «хистенине» пӑхса тухас мар? (2 Коринф 5:14, ҪТ). Ҫак енчен сире Иегова Свидетелӗсем савӑнсах пулӑшӗҫ (Иоанн 13:34, 35).

Нимӗн те кӑтартман пулсан, Грек Ҫырӑвӗнчи цитатӑсене «Ҫӗнӗ Сӑмах» куҫарӑвӗнчен илнӗ. ҪТ — цитатӑсене акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑ «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библирен илнине пӗлтерет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр