Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 107 калав
  • Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир пӗлетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем улшӑнма пултараҫҫӗ-и?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Библи калавӗсен кӗнеки
my 107 калав
Урса кайнӑ арҫынсем Стефана чулпа пенӗ чухне вӑл кӗлтӑвать

107-МӖШ КАЛАВ

Стефана чулпа персе вӗлереҫҫӗ

ЧӖРКУҪЛЕНСЕ ларнӑ арҫын вӑл — Стефа́н. Вӑл — Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗ. Анчах пӑх-ха, мӗн тӑваҫҫӗ-ха унпа! Ҫав арҫынсем ӑна пысӑк чулсемпе переҫҫӗ. Ҫакӑн пек тискер ӗҫ тумашкӑн мӗншӗн вӗсем Стефана́ ҫав тери кураймаҫҫӗ? Айта пӑхса тухар.

Турӑ пулӑшнипе Стефа́н тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Ҫакӑ вара ҫак ҫынсене килӗшмест, ҫавӑнпа вӗсем Стефана́ ҫынсене тӗрӗс мара вӗрентет тесе айӑплаҫҫӗ. Анчах Турӑ Стефана́ пысӑк ӑслӑлӑх парать, ҫавӑнпа та вӑл ҫав ҫынсем хӑйсем суяна вӗрентнине кӑтартса парать. Ҫавӑншӑн вӗсем тарӑхса каяҫҫӗ. Вара вӗсем ӑна ярса илеҫҫӗ те ун ҫинчен суйса калакан ҫынсене пухаҫҫӗ.

— Ҫакӑ чӑнах та тӗрӗс-и?— тесе ыйтать Стефанран чи аслӑ священник. Стефа́н хурав панӑ чухне Библи тӑрӑх питӗ лайӑх ӑнлантарса парать. Сӑмаха вӗҫлес умӗн усал ҫынсем Иеговӑн пророкӗсене ӗлӗкех питӗ курайманни ҫинчен каласа парать вӑл. Унтан вӗсене калать: «Эсир те вӗсем пекех. Туррӑн ӗҫлекенне, Иисуса, эсир вӗлертӗр тата Туррӑн законӗсене тытса тӑмастӑр».

Ҫакӑ тӗн пуҫлӑхӗсене ҫав тери тарӑхтарса ярать! Ҫилли тӑвӑлса ҫитнипе вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттараҫҫӗ. Стефа́н вара ҫӳлелле пӑхать те калать: «Пӑхӑр! Эпӗ пӗлӗтре Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса куратӑп». Ҫак сӑмахсене илтсен, вӗсем хӑлхисене хупласа Стефа́н ҫине ыткӑнаҫҫӗ. Ӑна ярса илеҫҫӗ те хула тулашне сӗтӗрсе тухаҫҫӗ.

Кунта вӗсем тумтирӗсене хываҫҫӗ те вӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑка сыхлама параҫҫӗ. Ӳкерчӗкре Савла́ куратӑн-и? Кайран вӗсенчен хӑш-пӗрисем Стефана́ чулпа пеме пуҫлаҫҫӗ. Стефа́н, ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, чӗркуҫленсе ларать те Турра кӗлтӑвать: «Иегова, вӗсене ҫак усал ӗҫсемшӗн наказани ан парсам». Вӗсенчен хӑш-пӗрисене тӗн пуҫлӑхӗсем тӗрӗс мар вӗрентнипе аташтарса янине вӑл пӗлет. Ун хыҫҫӑн Стефа́н вилет.

Кам та пулин сана усал турӗ пулсан, эсӗ те ӑна тавӑрас шутпа усал тума тӑрӑшатӑн-и е ӑна япӑх пултӑр тесе Турӑран ыйтатӑн-и? Анчах Стефа́н та, Иисус та ун пек туман. Вӗсем хӑйсене усал тӑвакансемпе те ырӑ пулнӑ. Айтӑр вӗсем пек пулма тӑрӑшар.

Апостолсен ӗҫӗсем 6:8—15; 7:1—60.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр