Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 66 калав
  • Иезавель — усал хӗрарӑм патша

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иезавель — усал хӗрарӑм патша
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова усал патша майрине наказани парать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Эсир тӗрӗслӗх ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • «Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ» (4Патш 9:8)
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
  • Вӑл хӑюллӑ та хастар пулнӑ
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2022
Библи калавӗсен кӗнеки
my 66 калав
Патша керменӗнче арҫынсем Иезавель хӗрарӑм патшана кантӑкран кӑларса пӑрахма хатӗрленнӗ

66-МӖШ КАЛАВ

Иезаве́ль — усал хӗрарӑм патша

ИЕРОВОА́М патша вилсен, вунӑ йӑхран тӑракан Изра́иль патшалӑхне усал патшасем кӑна ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсенчен чи усалли Аха́в патша. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл Иезавеле́, усал хӗрарӑм патшана, качча илнӗ.

Иезаве́ль Изра́иль хӗрарӑмӗ пулман. Вӑл Сидон патшин хӗрӗ. Иезаве́ль Ваа́л ятлӑ суя турра пуҫҫапать, ҫавӑн пекех вӑл Ахава́ тата Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшне Ваала́ пуҫҫаптарать. Иезаве́ль Иеговӑна кураймасть тата унӑн пророкӗсенчен нумайӑшне вӗлерет. Ытти пророксен, хӑйсене ан вӗлерччӗр тесе, ту хӑвӑлӗсенче пытанса пурӑнма тивет. Иезаве́лӗн мӗн те пулин илес килет пулсан, ҫавна илессишӗн вӑл ҫынна та вӗлерме пултарать.

Пӗррехинче Аха́в питӗ кӳренет. Ҫавӑнпа та Иезаве́ль унран ыйтать: «Мӗншӗн паян эсӗ кулянса ҫӳретӗн?»

— Навуфе́й сӑмӑхӗсемшӗн,— хуравлать Аха́в.— Эпӗ унӑн иҫӗм ҫырли пахчине туянасшӑнччӗ. Анчах Навуфе́й пахчана сутма килӗшмерӗ.

— Ан пӑшӑрхан,— лӑплантарть ӑна Иезаве́ль.— Эсӗ ӑна илӗн.

Ҫавӑнпа та Навуфе́й пурӑнакан хулари хӑш-пӗр пуҫлӑхӗсем патне Иезаве́ль ҫырусем ярать. «Темиҫе юрӑхсӑр ҫынна илӗр те Навуфе́й Турра тата патшана ылханчӗ тесе вӗсем калаччӑр,— тесе хушать вӑл.— Ун хыҫҫӑн вара Навуфея́ хула тулашне илсе тухӑр та чулпа персе вӗлерӗр».

Навуфея́ вӗлернине пӗлсен, вӑл тӳрех Ахава́ калать: «Халех кай та ҫав иҫӗм ҫырли пахчине ил». Ҫакӑн пек путсӗр ӗҫ тунӑшӑн Иезаве́ль наказани илме тивӗҫлӗ мар-и?

Ҫавӑнпа та тепӗртакран Иезавеле́ наказани памашкӑн Иегова Ииу́й ятлӑ ҫынна ярать. Ииу́й килессине илтсен, Иезаве́ль куҫӗсене сӑрлать тата капӑрланать. Ииу́й пырсан Иезаве́ль чӳречерен пӑхса тӑнине курать, вара вӑл кермен ӑшӗнчи арҫынсене кӑшкӑрать: «Аяла пӑрахӑр ӑна!» Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, арҫынсем Ииу́й хушнине тӑваҫҫӗ. Вӗсем ӑна ҫӳлтен пӑрахаҫҫӗ те, вӑл вилет. Ак ҫапла Иезаве́ль хӗрарӑм патша пурнӑҫӗ татӑлать.

1 Патшасен 16:29—33; 18:1—4; 21:1—16; 2 Патшасен 9:30—37.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр