Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • my 12 калав
  • Ҫынсем ҫӳллӗ башня тӑваҫҫӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫынсем ҫӳллӗ башня тӑваҫҫӗ
  • Библи калавӗсен кӗнеки
  • Ҫавнашкал материал
  • Вавилон башни
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
Библи калавӗсен кӗнеки
my 12 калав
Башня тӑвакансем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнӑран пӗр-пӗрне ӑнланмаҫҫӗ

12-МӖШ КАЛАВ

Ҫынсем ҫӳллӗ башня тӑваҫҫӗ

ЧЫЛАЙ ҫул иртнӗ. Ной ывӑлӗсен ачасем ҫуралнӑ. Вӗсем ҫитӗнсе ҫитсен, вӗсен те ачасем ҫуралнӑ. Кӗҫех ҫӗр ҫинче ҫынсем нумайланса кайнӑ.

Вӗсенчен пӗри, Ной мӑнукӗн ачи, Ни́мрод пулнӑ. Вӑл чӗрчунсене те, ҫынсене те вӗлерекен усал ҫын пулнӑ. Ҫитменнине тата вӑл пурне те тытса тӑрас тесе хӑйне хӑй патшана лартнӑ. Турӑ Нимрода́ юратман.

Вавилон башни

Ун чухне пур ҫын та пӗр чӗлхепе калаҫнӑ. Ни́мрод ҫынсемпе пуҫ пулас тесе вӗсене пурне те пӗрле пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл мӗн тунине пӗлетӗн-и? Вӑл ҫынсене хула тата унта ҫӳллӗ башня тума хушнӑ. Вӗсем кирпӗчсем мӗнле тунине курмашкӑн ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха.

Иегова Турра ҫак ӗҫ килӗшмен. Турӑ ҫынсене пӗр вырӑнта анчах мар, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Анчах та ҫынсем каланӑ: «Айтӑр хула тата пӗлӗте ҫитекен башня тӑвар! Вара ҫавӑнпа чапа тухӑпӑр!» Ҫынсем Турра мар, хӑйсене чапа кӑларасшӑн пулнӑ.

Ҫавӑнпа Турӑ ҫынсене башня тума чарса лартнӑ. Мӗнле майпа чарса лартнине пӗлетӗн-и? Сасартӑк вӑл ҫынсене тӗрлӗ чӗлхепе калаҫмалла тунӑ. Башня тӑвакансем урӑх пӗр-пӗрне ӑнланайман. Ҫавӑнпа та вӗсен хулине Вавило́н тесе чӗнме пуҫланӑ, вӑл «арпаштару» тенине пӗлтерет.

Ҫавӑн чухне ҫынсем Вавилонра́н куҫса кайма пуҫланӑ. Пӗр чӗлхепе калаҫакан ҫынсен ушкӑнӗсем ытти ҫӗрсене кайнӑ та унта пӗрле пурӑнма пуҫланӑ.

Пултарни 10:1, 8—10; 11:1—9.

Ыйтусем

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр