Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 сентябрь 31 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал парать
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Вӗҫен кайӑксем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 сентябрь 31 с.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ытарӑшсем 30:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче «хӗр патне утакан арҫын ҫулӗ» тӗлӗнтерет тенӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла?

Ҫак сӑмахсем пирки нумайӑшӗн, ҫав шутрах библеистсен те, ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫав сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Мана виҫӗ япала тӗлӗнтерет, тӑваттӑмӗшне те ӑнланмастӑп: тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен ҫулне, тинӗс варринчи карап ҫулне, хӗр патне утакан арҫын ҫулне» (Ытар. 30:18, 19).

Унччен эпир «хӗр патне утакан арҫын ҫулӗ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе темскер япӑххине сӑнласа панӑ тесе шутланӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ умӗн тата хыҫҫӑн япӑххи ҫинчен каланӑ. Сӑмахран, 15-мӗшпе 16-мӗш сӑвӑ йӗркисенче тӑранма пӗлменни ҫинчен, 20-мӗш сӑвӑ йӗркинче вара «эпӗ начарри нимӗн те тумарӑм» текен аскӑн арӑм ҫинчен каланӑ. Эпир тӳпери ӑмӑрткайӑк, ту хысакӗ ҫинчи ҫӗлен тата тинӗс варринчи карап хӑйсем хыҫҫӑн йӗр хӑварман пекех, арҫын та хӗр патне вӑрттӑн ҫул хывать тесе шутланӑ. Ҫакна шута илсе эпир «хӗр патне утакан арҫын ҫулӗ» япӑххине — каччӑ айванкка хӗре илӗртсе-улталаса унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗнине — пӗлтерет тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Анчах та Ытарӑшсем 30:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче лайӑххи ҫинчен каланӑ тесе шутлама витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫыравҫӑ кунта хӑйне тӗлӗнтерекен япаласене сӑнласа панӑ ҫеҫ.

Еврейсен авалхи алҫырӑвӗсем те ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, Ытарӑшсем 30:18-мӗшӗнче «тӗлӗнтерет» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «хӑйне евӗрлине, пулма пултарайманнине тата тӗлӗнтермӗше» пӗлтерет (Ernst Jenni, Claus Westermann. Theologisches Handwörterbuch zum Alten Testament).

Гарвард университетӗнчи Кро́уфорд Той ятлӑ профессор та Библири ҫак вырӑнта япӑххи ҫинчен каламан тесе шутлать. Вӑл ҫапла палӑртать: «Автор кунта хӑйне мӗн тӗлӗнтернине сӑнласа парасшӑн курӑнать» (Crawford H. Toy. A Critical and Exegetical Commentary on the Book of Proverbs).

Апла пулсан, Ытарӑшсем 30:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче темскер питӗ хитри тата питӗ тӗлӗнтерекенни ҫинчен каланӑ пулас. Ытарӑшсен кӗнекинчи 30-мӗш сыпӑка ҫыракан пекех, эпир те ӑмӑрткайӑк тӳпере мӗнле вӗҫнинчен, ҫӗлен ту хысакӗ ҫинче мӗнле шунинчен, карап тинӗсе мӗнле ишсе тухнинчен тата хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрне юратса пӑрахса телейлӗ ҫемье тунинчен тӗлӗнетпӗр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр