Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 июль 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма май пуррине хаклӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 июль 31 с.
Священниксем храмри парне вырӑнӗ ҫинче чӗрчунсене ҫунтараҫҫӗ.

Эсир пӗлетӗр-и?

Пӗрремӗш ӗмӗрте храмра ӗҫлекен священниксем чӗрчунсене парнене панӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ юна мӗнле тасатнӑ?

КАШНИ ҫул авалхи Израильте священниксем храмри парне вырӑнӗ ҫинче пин-пин чӗрчуна ҫунтарнӑ. Иосиф Флавий каланӑ тӑрӑх, Пасха вӑхӑтӗнче 250 000 ытла путек парнене кӳнӗ. Апла пулсан, питӗ нумай юн тӑрса юлнӑ (Лев. 1:10, 11; Йыш. 28:16, 19). Унпа вара мӗн тунӑ?

Археологсем Ирод храмӗ пулнӑ вырӑнта шыв тата тӗрлӗ шӗвексене юхтарса ямалли пысӑк система тупнӑ. Унпа храма пирӗн эрӑри 70 ҫулта аркатичченех усӑ курнӑ. Ҫак системӑн каналӗсем тӑрӑх храмра тӑрса юлнӑ юна юхтарса янӑ пулас.

Ҫак системӑн икӗ уйрӑмлӑхне пӑхса тухар:

  • Парне вырӑнӗн никӗсӗ патӗнчи шӑтӑксем. Мишнӑраa каланӑ тӑрӑх, парне вырӑнӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫалла пӑхакан кӗтесӗ патӗнче икӗ шӑтӑк пулнӑ. Парне панӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ юн тата парне вырӑнне тасатма усӑ курнӑ шыв ҫав шӑтӑксене юхса аннӑ. Вара шывпа юн пӗрле хутӑшса каналсем тӑрӑх Кедрон айлӑмне юхса тухнӑ.

    Археологсем мӗн тупни Мишнӑра мӗн каланипе килӗшсе тӑрать. Пӗр энциклопедире храм ҫумӗнче тупнӑ система пирки, шыв тата ытти шӗвексене юхтарса ямалли система пирки, ҫапла каланӑ: «Унпа храм вырнаҫнӑ ту ҫинчен юнпа шыва юхтарса яма усӑ курнӑ пулас» (The Cambridge History of Judaism).

  • Нумай шыв. Парне вырӑнӗн никӗсне тасатма тата юна каналсем тӑрӑх юхтарса яма нумай шыв кирлӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫсене тума священниксем шыв хуларан илсе тӑнӑ. Шыва хуларан парне вырӑнӗ патне ҫитермелли хатӗрсем шутне каналсем, акведуксем, цистернӑсем тата пӗвесем кӗнӗ. Джо́зеф Па́трик археолог ҫапла палӑртать: «Авалхи вӑхӑтра таса шыв парса тӑмалли тата таса маррине юхтарса ямалли ҫакӑн пек кӑткӑс система урӑх нимле храмра та пулман».

a Мишна́ вӑл — иудейсен сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ законӗсен пуххи, ӑна вара пирӗн эрӑри III ӗмӗр тӗлнелле пӗтӗмпех хатӗрленӗ пулнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр