УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Библири сӑвӑ йӗркисене астуса юлма мӗн пулӑшӗ?
Сире хӑҫан та пулин хӑвӑра килӗшекен, хӑвӑра йӑпатма пултаракан, тӗрӗс мар шухӑшсемпе кӗрешме пулӑшакан тата кама та пулин кӑтартасшӑн пулнӑ сӑвӑ йӗркине е вӑл Библире ӑҫта вырнаҫнине аса илме йывӑр пулнӑ-и? (Пс. 118:11, 111). Айтӑр сӑвӑ йӗркисене астуса юлма пулӑшакан темиҫе канаша пӑхса тухар.
JW Library® приложенире тегсемпе усӑ курӑр. «Манӑн юратнӑ сӑвӑ йӗркисем» ятлӑ тегa тӑвӑр. Хӑвӑр астуса юлас тенӗ сӑвӑ йӗркисене ҫав тег ӑшне кӗртсе хурӑр.
Сӑвӑ йӗркине курӑнмалли вырӑна вырнаҫтарӑр. Пӗрисем сӑвӑ йӗркине хут ҫине ҫыраҫҫӗ те ӑна куҫкӗски ҫине е холодильник ҫине ҫыпӑҫтарса хураҫҫӗ. Теприсем сӑвӑ йӗркине телефонпа ӳкерсе илеҫҫӗ те унран телефонӑн е компьютерӑн заставки тӑваҫҫӗ.
Карточкӑсемпе усӑ курӑр. Карточкӑн пӗр енне Библири кӗнекен ятне, сыпӑкӑн тата сӑвӑ йӗркин номерне ҫырса хурӑр, тепӗр енне — сӑвӑ йӗркинче мӗн ҫырнине. Кайран карточкӑн пӗр енче мӗн ҫырнине пӑхӑр та тепӗр енче мӗн ҫырнине аса илме тӑрӑшӑр. Тепӗр майлӑ та туса пӑхӑр.
a Ҫак функци ҫинчен JW Library приложенире «Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре савӑнӑҫ тупӑр. Иеговӑн пулӑшӑвне йышӑнӑр: тӗпчемелли хатӗрсем» ятлӑ видеоран (Библиотека > Видеосем > Пирӗн тӗлпулусем тата сӑваплӑ ӗҫ > Ӑсталӑха ӳстеретпӗр) тата jw.org сайтра «Пирӗн организацин ҫитӗнӗвӗсем. JW Library приложенипе мӗнле усӑ курмалли пирки усӑллӑ канашсем» ятлӑ видеоран пӗлме пулать.