Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w24 сентябрь 32 с.
  • Библи тӗпченӗ май мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи тӗпченӗ май мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшать
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Иегова панӑ парнесемпе пуринпе те усӑ курӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Библие тӗпчени. Хӑш енчен лайӑхланма пулать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ӑслӑлӑх урамра кӑшкӑрса калать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
w24 сентябрь 32 с.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

Библи тӗпченӗ май мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшӑр

Тӗпчеме пуҫличчен хӑвӑр ҫавна мӗнле тӗллевпе тӑвасшӑн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Иегова эпир пӗлекен материала та ҫӗнӗ енчен уҫса пама пултарассине асра тытӑр. Ҫавӑнпа та мӗне те пулин ҫӗннине вӗренме хатӗр пулӑр. Ҫакна тума мӗн пулӑшӗ?

Кӗлӗре ӑслӑлӑх ыйтӑр. Иеговӑран вӑл хӑвӑра ҫак самантра мӗне вӗрентесшӗн пулнине кӑтартма ыйтӑр (Иак. 1:5). Сирӗншӗн тема ҫӗнӗ мар пулсан та, ӑна тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлетӗр тесе ан шутлӑр (Ытар. 3:5, 6).

Библи питӗ хӑватлӑ пулнине асра тытӑр. «Турӑ сӑмахӗ чӗрӗ» (Евр. 4:12). Ҫавӑнпа та эпир ӑна вуламассерен вӑл кашнинчех пирӗн ҫине тӗрлӗрен витӗм кӳме пултарать. Анчах та Турӑ Сӑмахӗ хамӑра мӗне вӗрентнине хаваспах йышӑнсан ҫеҫ вӑл пирӗн ҫине витӗм кӳрӗ.

Иеговӑн сӗтелӗ ҫинчи пур апата та хаклӑр. Турӑ паракан сӑнарлӑ апата чи паха апатран хатӗрленӗ ӗҫкӗ-ҫикӗпе танлаштарма пулать (Ис. 25:6). Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр темӑсем «тутлах мар» пек туйӑнаҫҫӗ пулсан та, вӗсене тӳрех сирсе ан ярӑр. Вара вӗсем хӑвӑра усӑ кӳнине кӑна мар, савӑнӑҫ панине те куратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр