Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w24 февраль 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Ҫавнашкал материал
  • Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Хӑвӑрӑн «ӗненӗвӗн хулканне» эсир пӑхса-юсаса тӑратӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Турӑ панӑ пурнӑҫа хаклӑр
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Пурнӑҫ ҫине Турӑ пек пӑхни
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
w24 февраль 31 с.
Аллине чӗркем тытнӑ Ездра халӑх умӗнче Иеговӑна мухтать.

Эсир пӗлетӗр-и?

Мӗншӗн Библири хӑш-пӗр сӑмахсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене темиҫе хут каланӑ?

ХУШӐРАН Библи ҫыракансем хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ним улӑштармасӑр темиҫе хут та ҫырнӑ. Тен, вӗсем ҫак виҫӗ сӑлтава пула ҫапла тунӑ.

Хӑҫан ҫырнӑ? Авалхи Израильте закон копийӗ сахалӑшӗн кӑна пулнӑ. Ытларах чухне ҫынсем сӑваплӑ чатӑр умӗнче, каярахпа вара храм умӗнче пухӑнса закона итленӗ (Сак. аст. 31:10—12). Вӗсем ӑна темиҫе сехет хушши ура ҫинче тӑрса итленӗ (Неем. 8:2, 3, 7). Унта вӗсене итлеме чӑрмантаракан тӗрлӗ шӑв-шав та пулнӑ пулас. Тӗп сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене темиҫе хутчен те каланине пула израильтянсене Туррӑн законӗсемпе заповечӗсене астуса юлма, кайран вара вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курма ҫӑмӑлтарах пулнӑ (Лев. 18:4—22; Сак. аст. 5:1).

Мӗнле ҫырнӑ? Библире мӗн ҫырнинчен 10 процент тӗлнелле — юрӑсем. Ҫав шутра Псалом кӗнеки, Юрӑсен юрри тата Иеремия хӳхлевӗ. Хӑш-пӗр чухне юрӑсенче хушса юрламалли пулнӑ. Вӑл юррӑн темине палӑртнӑ тата итлекенсене сӑмахсене астуса юлма пулӑшнӑ. Тӗслӗхшӗн Псалом 113:17—19 сӑвӑ йӗркисене пӑхар: «Эй Израиль килӗ! Ҫӳлхуҫана шан: Вӑл — сана пулӑшаканӗ, сана хӳтӗлекенӗ. Эй Аарон килӗ! Ҫӳлхуҫана шан: Вӑл — сана пулӑшаканӗ, сана хӳтӗлекенӗ. Эй Ҫӳлхуҫаран хӑракансем! Ҫӳлхуҫана шанӑр: Вӑл — сире пулӑшаканӗ, сире хӳтӗлекенӗ». Ҫав сӑмахсене темиҫе хутчен те калани юрлакансене хаклӑ чӑнлӑхсене астуса юлма тата чӗрере упрама пулӑшнӑ пулас.

Мӗнле тӗллевпе ҫырнӑ? Хӑш-пӗр чухне Библи ҫыракансем пӗлтерӗшлӗ шухӑш ҫине тимлеттерес тесе тӗп сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене темиҫе хутчен те каланӑ. Сӑмахран, Иегова израильтянсене юн ҫиме чарсан, Моисея ҫав хушӑва нумай хутчен ҫырса хума каланӑ. Турӑ «кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ», е урӑхла каласан, юн пурнӑҫа сӑнласа парать тесе палӑртасшӑн пулнӑ (Лев. 17:11, 14). Каярахпа Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем христиансене Турра савӑнтарас тесе мӗнрен сыхланмалли ҫинчен ҫырнӑ чухне юнран сыхланмалла тесе каллех палӑртнӑ (Ап. ӗҫ. 15:20, 29).

Апла пулин те, Иегова пире Сӑваплӑ Ҫырури сӑмахсене ним шухӑшламасӑр пӗрмаях каласран асӑрхаттарать. Сӑмахран, унӑн Ывӑлӗ: «Кӗлтунӑ чухне... пӗрмай пӗр япаланах каласа ан тӑрӑр»,— тенӗ (Матф. 6:7). Кайран вара Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн эпир мӗн пирки кӗлтума пултарнине асӑннӑ (Матф. 6:9—13). Ҫавӑнпа та эпир кӗлтунӑ чухне пӗрмаях пӗр сӑмахсенех каламастпӑр пулин те, пӗр япала ҫинченех пӗр вӗҫӗм кӗлтума пултаратпӑр (Матф. 7:7—11).

Эппин, Иегова Библи ҫыракансене хӑш-пӗр сӑмахсене е сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ахальтен мар темиҫе хут ҫырса хума хавхалантарнӑ. Аслӑ Вӗрентекен пирӗншӗн тӑрӑшса пире ҫапла майпа та вӗрентет (Ис. 48:17, 18).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр