Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w20 сентябрь 31 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Ҫавнашкал материал
  • Библи мӗн калать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова умӗнче айӑпа кӗменнисем телейлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Мӗншӗн влаҫа хисеплемелле?
    «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
w20 сентябрь 31 с.
Иегова изумруд тӗслӗ патша пуканӗ ҫинче ларать. Ун тавра ангелсем тӑраҫҫӗ. Патша пуканӗ тавра ҫутӑ ялкӑшса тӑрать.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Екклесиаст 5:7-мӗшӗнче ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсем ҫинчен ҫеҫ каланӑ-и е унта Иегова ҫинчен те каланӑ-и?

Ҫак сӑвӑ йӗркинче ҫапла каланӑ: «Эхер те эсӗ, хӑш-хӑш ҫӗрте чухӑна хӗсӗрленине тата сутпа тӳрӗлӗхе пӑснине курсассӑн, ҫавӑнтан ан тӗлӗн, мӗншӗн тесессӗн аслине аслӑраххи, вӗсене вара тата аслӑраххи асӑрхаса тӑрать» (Еккл. 5:7).

Пӗрре пӑхсан, кунта влаҫра ларакан ҫынсем ҫинчен ҫеҫ каланӑ пек туйӑнма пултарать. Анчах та тӗплӗнрех шухӑшласа пӑхсан, ҫак сӑмахсем пире Иегова ҫинчен калакан пӗр питӗ кирлӗ чӑнлӑха уҫса параҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑх вара пире йӑпатать тата хавхалантарать.

Екклесиаст 5:7-мӗшӗнче чухӑна хӗсӗрлекен тата судпа тӳрӗлӗхе пӑсакан пуҫлӑх ҫинчен каланӑ. Ялан тенӗ пекех ҫав пуҫлӑха хӑйӗнчен аслӑраххи асӑрхаса тӑрать. Лешӗн вара хӑйӗнчен те аслӑрах пуҫлӑх пулма пултарать. Шел пулин те, пуҫлӑхсем хушшинче, вӗсем кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, хӑйӗн влаҫӗпе иртӗхекеннисем те пур. Вӗсене пула вара ахаль ҫынсем хӗн кураҫҫӗ.

Хӑш-пӗр чухне пире, лару-тӑру ҫав тери йывӑр пулнӑран, пӗр шанчӑк та ҫук пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑн пек чухне ҫакна асра тытӑр: ҫӗр ҫинчи чи аслӑ пуҫлӑха та Иегова асӑрхаса тӑрать. Ҫак шухӑш пире питӗ йӑпатать. Эпир Иеговӑран пулӑшу ыйтма тата вӑл йывӑрлӑха татса парасса шанма пултаратпӑр (Пс. 54:23; Флп. 4:6, 7). Библире «хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» тенӗ (2 Ҫулс. 16:9).

Эппин, Екклесиаст 5:7-мӗшӗнче эпир мӗнле тӗнчере пурӑннине кӑтартса панӑ. Ҫӗр ҫинчи кашни пуҫлӑхӑн хӑйӗнчен аслӑраххи пур. Чи кирли вара, ҫак сӑвӑ йӗрки пире чи аслӑ влаҫа Иегова тытса тӑни ҫинчен аса илтерет. Халӗ Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗ урлӑ ертсе пырать. Ҫав Патшалӑхӑн Патши вара — унӑн ывӑлӗ Иисус Христос. Пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑракан Турӑ та, унӑн Ывӑлӗ те тӗрӗслӗхе юратаҫҫӗ тата яланах тӳрӗ суд тӑваҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр